Хыт хура ан илĕхтĕр

1 Окт, 2018

Çĕр… Ĕмĕртен-ĕмĕре ыйту çуратать вăл. Тавлаштарать, вăрçăнтарать, кăмăлсăрлантарать… Асатте-асанне каласа кăтартнинчен, истори кĕнекисенчен çĕр пайне несĕлĕмĕрсене килти арçын пуçне шута илсе уйăрнине пĕлетпĕр. Хĕр çине хĕр çуралакан çемьесенче эх! мĕн тери куляннă. Ара, çăкăр пурин те çиес килет-çке…

Паян та калаçтарать çĕр ыйтăвĕ. Анчах вăл ĕмĕр каяллахипе танлаштарсан пач расна. Кулачă- кукăльне халĕ те пурин те ас тивес килет-ха, анчах çĕрĕ пурне те кирлĕ мар. Ахальтен-и чылай çĕрте усă курман лаптăксем гектарĕ-гектарĕпе сарăлаççĕ.
Ял хуçалăх çĕрĕсемпе тĕллевлĕ усă курманни çинчен хаçатра час-часах çыратпăр. Хальхинче Раççей ял хуçалăх надзорĕн ĕçченĕсемпе рейда тухма хистекен сăлтав — Муркаш районĕнчи Ярославка ял тăрăхĕнчен управление çитнĕ çăхав.
Чылай чухне çынсем ыйтăва ял тăрăхĕн шайĕнчех татса пама май пур чухне те тÿрех «çÿле» çыраççĕ. Паллах, инспекторсем асăрхаттарусене тĕрĕслемесĕр хăвармаççĕ. Хальхинче вара ял тăрăхĕ пулăшу ыйтса çырнă. Çĕр лаптăкĕн хуçи вырăнти пуçлăх çĕрпе усă курмаллине аса илтернине вырăна хуман иккен. Маларах кайса халех калам, патшалăх инспекторĕсем явап тыттарасси çинчен сăмах пуçарни шÿт маррине вара ăнланнă-тăр — темиçе çул ÿссе кашланă хыт хурана эпир пынă тĕле çултарса пăрахнăччĕ.
— 4 гектар яхăн çĕр ахалех выртать кунта. Малтан тырă та акатчĕç-ха. Хуçи вилчĕ те лаптăк еткерлĕхпе хулара пурăнакан мăнукĕсене куçрĕ. Вĕсем çĕрпе па-чах та усă курмаççĕ. 3 çул ахалех выртрĕ. Лаптăка ял тăрăхне тавăрса пама та ыйту çырмаççĕ, — каласа кăтартрĕ Ярославка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Шадрин.
Саккун çĕре çаврăнăша кĕртме шăпах 3 çул парать. Çак тапхăрта нимĕн те тумасан хуçана штрафлама ирĕк пур. Уйрăм çынсемшĕн вăл 20-50 пин, предприяти- организацишĕн 400-700 пин тенкĕпе танлашать.
— Юлашки вăхăтра пай çĕрĕсемпе усă куракансем сахаллансах пыраççĕ. Халăх чылай чухне утă ÿстерет вĕсем çинче. Сĕт хакĕ вара — чакать, солярка хакланать, çавăнпах тупăш илме те йывăр. Чылайăшĕ лаптăкĕсене усă курма фермерсене парать. Теприсем çĕр кирлĕ маррине пĕлтереççĕ, унран хăпма ыйту çыраççĕ. Эпир вара ку лаптăксене аукциона кăларатпăр. Унсăрăн хамăрăн — штраф тÿлеме лекет. Хăшĕсем вара пахчара хăйсем те ĕçлемеççĕ, çĕре муниципалитет харпăрлăхне те куçармаççĕ. Çĕр саккунне пăсакансене асăрхаттарсах тăма тивет.
Россельхознадзор ĕçченĕсене те тÿрех чĕнместпĕр. Халăхпа малтан хамăр калаçатпăр. Вăрçăнас килмест. Чылайăшĕ ăнланать, мĕн те пулин тума тăрăшать. Çак лаптăка та малтан район шайĕпе тĕрĕслерĕмĕр. Асăрхаттарнин усси пулмарĕ. Хыт хура вăрри вара ял çине вĕçетчĕ, — тет Сергей Юрьевич. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Татьяна НАУМОВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.