Алжир халăх юмахĕсене ÿкернĕшĕн — «Артека»

27 Сен, 2018

Шупашкарти 41-мĕш шкулта 10-мĕш класра вĕренекен Софья Павлова — республика Пуçлăхĕн стипендиачĕ. Вăл уйăхсерен тивĕçекен укçана пухса пырса гитара туяннă. «Çак музыка инструменчĕпе выляма питĕ юрататăп», — чунне уçрĕ Софья. Гитара калас ăсталăха епле туптанă-ши вăл?

«Çĕршыв аслине аван ăнлантăм»

Софья анлă тавра курăмлă шкул ачи. 10-мĕш класа çитнĕ тĕле хăйне тĕрлĕ енлĕ аталантарнă вăл. Ÿнер, музыка шкулĕсенчен вĕренсе тухнă. Халĕ акăлчан чĕлхине тарăннăн вĕрентекен шкулта ăс пухать.
— Ÿнер шкулĕнче вĕреннĕ чухне тĕнче шайĕнчи «Сказки народов мира» конкурса хутшăнтăм. Алжир халăх юмахĕсене хамăн ĕçĕмре лайăх сăнласа çĕнтерÿçĕ пулса тăтăм. Çавăншăн 8-мĕш класра вĕреннĕ чухне Пĕтĕм Раççейри ача-пăча центрне «Артека» кайма тивĕçрĕм. Унта ÿнер ĕçне аталантаракансен сменине лекрĕм. Кашни кун ÿкерчĕксем тăваттăмăр, çут çанталăка сăнлаттăмăр, час-часах хаçат кăлараттăмăр. Тĕрлĕ регионти ачасемпе хутшăнса нумай çĕнни пĕлтĕм. Çакăн пек тĕл пулусем Тăван çĕршыв аслă та мăнаçлине, пуянлăхĕ вĕçĕ-хĕррисĕррине ăнланма май параççĕ, — пултарулăхĕ пурнăçне епле витĕм кÿнипе паллаштарчĕ Софья.
Хĕр ăс пухакан класс икĕ уйрăм предмета анлă вĕренекенсем çине пайланнă. Софья филологи уйрăмĕнче пĕлÿ илет. Ахальтен мар вăл вырăс классикĕсен произведенийĕсенеюратса шĕкĕлчет. Уйрăмах А.П.Чехов хайлавĕсем чуна çывăххине пытармарĕ. Нимĕç çыравçин Эрих Мария Ремар-кăн кĕнекисене те кăсăкланса вулать вăл. Пушă вăхăт унăн çукпа пĕрех. Зумба ташшине кăмăллаканскер ăна вĕренме çÿрет.
Софья кашни çуллахи каникулта Шупашкарти «Бригантина» ача-пăча кану лагерĕнче сывлăхне çирĕплетет. Унта каннă хыççăн урăх лагере каяс килмест тет вăл.

Канма та — гитарăпа

Хĕр Ф.Лукин ячĕллĕ ача-пăча музыка шкулĕнчен шĕкĕр пиллĕкпе вĕренсе тухнă. Унта аккордеонпа выляма вĕреннĕ. Унсăр пуçне гитара калама та хăй тĕллĕнех хăнăхнă вăл. Музыка шкулĕнчи вĕрентекен пуçласа кăтартнă та Софйăна çакă питĕ кăсăклантарнă. Халĕ те вăл юлташĕпе парка уçăлма тухсан çак музыка инструментне алăран ямасть. Уçă сывлăшпа киленнĕ вăхăтра гитара каласа юрлать. Сăмах май, «Бригантинăна» гитарăсăр нихăçан та кайман вăл. Йăмăкĕ те ахаль лармасть унăн, 8-мĕш класра ăс пухаканскер çав музыка шкулĕнченех театр уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Елена ЛУКИНА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.