Çул уçă

26 Сен, 2018

Сентябрĕн 20-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хăмла татакан Раççейри пĕрремĕш комбайна пирвайхи хут ĕçлеттерсе пăхнă çĕре хутшăннă.
«Эпĕ шанатăп, комбайн малашне ĕçлетех», — тенĕ министр унпа паллашнă май. Специалистсем палăртнă тăрăх, техника хăйĕн ĕçне питĕ тирпейлĕ пурнăçлать: хăмла курланкинче пĕр пучах та юлмасть.
Çакна палăртма кăмăллă: комбайна Шупашкарти «Техмашхолдинг» предприяти специалисчĕсем пуçтарнă. Çак уйăх вĕçĕнче çĕнĕ комбайн пĕрремĕш саккасçă — «АгроРесурсы» ООО — патне çитĕ.
Сергей Артамонов палăртнă тăрăх, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен варринче хăмла лаптăкĕсене пĕчĕклетме пуçланă. Паллах, çак сăлтава пула культурăна туса илесси Раççейре пĕтĕмĕшле чакнă. Çавна май ют çĕршыв компанийĕсен агресси политики «хĕмленме тытăннă» — альфа йÿçекĕсем пысăкрах /15- 18%/ хăмлапа тивĕçтерме тытăннă. Чăваш Ен вара тĕнчере хăмла туса илес тĕлĕшпе çурçĕр регионсенчен пĕри шутланать. Йăлана кĕнĕ тăрăх, кунта ырă шăршăллă тата йÿçек-ырă шăршăллă сортсем /альфа йÿçекĕсем — 3,5-8%/ çитĕнтереççĕ.
Министр каланă тăрăх, тĕнче рынокĕнче халĕ ырă шăршăллă хăмла сорчĕсене ытларах кăмăллаççĕ, çав шутрах Чăваш Енре туса илнисене те.
Пирĕн республикăра хăмла лаптăкĕ — 502 гектар. Ĕç тухăçлăхне ÿстерсен 700 тонна ытла «симĕс ылтăн» туса илме май пур.
Чăваш ял хуçалăхĕн ăслăлăх-тĕпчев институчĕ хăмла çитĕнтерес тĕлĕшпе тăрăшать. Кунта селекци валли хăмла сорчĕсен коллекцийĕсем, Раççейри пĕртен-пĕр регионта, упранса юлнă, 240 сорт ытла. Унсăр пуçне Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче хăмла çитĕнтерес енĕпе агрономсене вĕрентсе хатĕрлеççĕ. Çавăн пекех ку тĕлĕшпе патшалăх та пулăшу кÿрет: хăмла шпалерне тума тата юсаса çĕнетме, хăмла татакан комбайна туяннă чухне — унăн хакĕнчен 50% /5 млн тенке яхăн/ саплаштарать, сутнине кура «симĕс ылтăн» туса илмешкĕн, хăмла пахчи йĕркелеме тата çамрăк хунавсене пăхса тăма субсиди парса пулăшать.

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.