- Чăвашла верси
- Русская версия
«Ывăлу сываласса ан кĕт, ăна пăрахса хăвар»
Телевизорпа чирлĕ ачасем пирки каласа кăтартакан кăларăмсене Ирина Филиппова лăпкăн пăхаймасть, тÿрех куççульленет. Хăй те мăшăрĕпе сусăр ывăлне, Андрее, çитĕнтерет-çке. Хальхи вăхăтра сывлăх енчен хавшакрах пепкесене сиплемешкĕн çынсенчен укçа пухнăшăн, ыр кăмăллăх фончĕсем йĕркеленĕшĕн савăнать амăшĕ, çав вăхăтрах ÿкĕнет те. «Пирĕн вăхăтра кун пекки йăлара пулман çав. Андрейка хальхи саманара çут тĕнчене килнĕ тĕк ăна, тен, ура çине тăратма май пулĕччĕ», — ассăн сывласа калаçрĕ кил хуçи арăмĕ. Çак кунсенче ывăлĕ çирĕм икĕ çул тултарнă... Анчах çуралнă кунне шавлă çамрăксен ушкăнĕпе паллă тума шăпа пÿрмен ăна. Йывăр чире, ДЦПна пула, вырăн çинчен тăраймасть каччă.
Çĕр улми кăларнă хыççăн
Çирĕм виçĕ çулта туй кĕпи тăхăннă Ирина, хăй çуралса ÿснĕ Каçал тăрăхĕнчи Асанкасси каччипе Анатолипе, çемье çавăрнă. Çав çулах мăшăрăн йыш хушăннă, çамрăк ашшĕпе амăшĕ Вероникăна пурнăç парнеленĕ. Пĕчĕкскер çитĕнерехпе Ирина тепĕр хут амăшĕ пулассине пĕлнĕ. Вăл хăйне йĕркеллех туйнă, тухтăрсем варти пепке те кирлĕ пек аталаннине каланă. Хăрушши пирки шухăшламан çемье. «Çиччĕмĕш уйăхра тухтăрсем хырăм ÿкесрен больницăна выртма хушнăччĕ. Палăртнă кун каймарăм, тепĕр кунне çитме тĕллевлерĕм. Авăн уйăхĕччĕ ун чухне. Çĕр улми кăларса тирпейлесе кĕртнĕ хыççăн кил-çурта та тасатса хăварас терĕм. Ыран больницăна каймалла тенĕ кун аптăраса ÿкрĕм, шыв кайрĕ...» — каласа кăтартрĕ йы-вăрлăхсене чăтса ирттернĕ хĕрарăм. Ăна район центрĕнчи больницăна васкавлă медпулăшупа илсе çитернĕ. Икĕ талăкран çеç, авăнăн 13-мĕшĕнче, çăмăлланнă вăл. Ывăлĕ палăртнинчен икĕ уйăх маларах çут тĕнчене килнишĕн пăшăрханнăскере кунран ытла пепке икĕ талăк варта шывсăр выртни шухăшлаттарнă. «Ача ытти енĕпе чирлĕ пулнă тăк çак таранччен пу-рăнаймĕччĕ ахăртнех. Унăн шалти органĕсем сывах ĕнтĕ, унсăрăн 22 çула çитейĕччĕ-ши? Çуратнă чухне мăй шăмми аманни ăна сусăр хăварчĕ-ши? Пуçне тытаймарĕ ывăлăм, халĕ те çаплах. Больницăна илсе килсен система айне вырттарчĕç, кĕç-вĕç çăмăлланас патне çитсен палатăри хĕрарăмсем медсестрана чĕнсе илчĕç. Хайхискер çитрĕ те алăри системăна туртса кăларса çуратмалли пÿлĕме васкатса, чуптарса тенĕ пек, илсе кайрĕ. Хальхи ăс-тăнпа çав вырăн çинчен тем тесен те тăмăттăм, ун чухне çамрăк, айван пулнă», — чунне уçрĕ 48-ти кил ăшшин управçи. Андрее пĕрремĕш кунрах реанимацие вырнаçтарнă, больницăра амăшĕпе чылай выртнă. Çулталăк тăршшĕпех унтан тухман тесен те йăнăш мар. Каярахпа Мускаври педиатри институтĕнче сипленнĕ.
Малтанхи вăхăтра амăшне Андрейка чиперех аталаннăн туйăннă, тăватă уйăхра пĕчĕкскерĕн аллине шăнăр туртма пуçласан сисчĕвленнĕ. Çамрăк мăшăр тĕпренчĕкĕ тĕрĕс-тĕкел çитĕнес пысăк шанчăкпа пурăннă.
Хăрушă диагноз
Ултă уйăхри Андрейкăна ДЦП диагноз лартни ашшĕпе амăшĕшĕн уяр кун аçа çапнă евĕрех туйăннă. Тухтăрсенче çăлăнăç шыранă. «Пирĕн çĕршывра кун пек ачасене сиплеймеççĕ, Израильте кăна ура çине тăратма пултараççĕ», — Мускаври сиплевçĕсем çапла калани Иринăн шанчăкне сÿнтернĕ. Ялта пурăнаканскерсен ăçтан май пултăр Израиле çитме? Май килнĕ таран ывăлне пулăшнă, пулăшаççĕ те Филипповсем. Чи кирли — Андрей çемье ăшшине, çывăх çыннисен юратăвне туйса çитĕнет. Сывă ачана та пăхса ÿстерме çăмăл мар, сусăрскере пушшех те йывăр. Ирина пурнăç тĕпрен улшăнасса ăнланнă, çапах хăйне алă усма, шăпана ÿпкелеме паман. «Ывăлун сывлăхĕ лайăх енне улшăнасса ан кĕт, ăна пăрахса хăвар. Вăл хăвăнтан мĕн чухлĕ аяккарах, çавăн чухлĕ лайăхрах пулĕ», — Мускаври тухтăрсен сĕнĕвне илтсен чăваш хĕрарăмĕн куçĕ чарăлнă. Нихăçан та тăван тĕпренчĕкне хăйĕнчен уйăрас шухăш пулман унăн. Пĕчĕк Андрейка час-часах шăнса пăсăлнăран амăшĕ унăнни пек диагнозпа аптăракан ачасем миçе çулччен пурăннипе кăсăкланнă. «Ĕненетĕн-и, çук-и — нумай çул. Пĕр çемьене пĕлетĕп: чĕрĕ кĕлетке, чĕрĕ чун, пĕр кравать тăршшĕ выртать. 31 çултискер. Кун пек ачапа хăв та чире кайăн. Сывă мар арăм тата анне вара камах кирлĕ?» — çамрăк хĕрарăмăн чĕрине шурă халатлисен сăмахĕсем сăнă пек тăрăннă. Пурпĕрех çирĕп шухăшран пăрăнман: ывăлне çемьере пăхса çитĕнтермешкĕн яла васканă.
Шел, сиплев арçын ачан сывлăхне кăштах та пулин витĕм кÿмен. Амăшĕ мĕн чухлĕ куççуль тăкман-ши сăпка умĕнче? Андрейка, ашшĕпе амăшĕ юратса ывăлне çапла чĕнеççĕ, канăçсăр çитĕннĕ. Пĕчĕк чухне çĕрле пĕрмай йĕрмĕшнĕ вăхăтра Иринăпа Анатолий ăна черетпе алă çинче йăтса пÿртре каллĕ-маллĕ утнă. Çапла çеç ача лăпланайнă. «Ылтăн мăшăрăмпа хунямана, тăвансене мана ăнланнăшăн чунран тав тăватăп. Вĕсен пулăшăвне нимĕнпе виçеймĕн. Мăшăрăм нихăçан сив сăмах каласа кÿрентермен, хуйхине те, савăнăçне те пĕрле пайлатпăр. Хăш-пĕр арçын йывăрлăхран хăрать, тепри ăна чăтаймасть, виççĕмĕшĕсем шикленмесен те вăйсăрлăхне кăтартасшăн мар пулса-ши хăйсене урăхла тытаççĕ. Мана мăшăр пурнăç тăршшĕпех хавхалантарса, пулăшса пыни хуçăлма памасть», — калаçрĕ çăмăл мар шăпаллăскер. Ывăлĕ 18 çул тултарсан Ирина Васильевнăн ăна пăхмашкăн ĕçрен кайма тивнĕ. Малалла вулас...
Нина ЦАРЫГИНА.
Комментировать