- Чăвашла верси
- Русская версия
Экзаменра 100 балл илнисем Чăваша таврăнĕç-и?
Кăçалхи утă уйăхĕнче пĕр хыпар соцсетьсенче çиçĕмле хăвăртлăхпа сарăлчĕ. Мускав çывăхĕнчи Химки хулинчи Руслан Салимгареевăн патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсен кăтартăвне сÿтсе яврĕç. 11-мĕш класран вĕренсе тухаканскер тăватă предметпа 100-шер балл пухма мехел çитернĕ! Кун йышши тĕслĕх çĕршывĕпе пуçласа пулнă. Руслан çумне тÿрех «вундеркинд» сăмах çыпçăннă, каччă пĕр сайта панă интервьюра палăртнă тăрăх, социаллă сетьре ун патне çыракансен йышĕ тăрук нумайланнă. «100 балл епле пухмалла?» — нумайăшне çак ыйту кăсăклантарнă. Чăнах та, чи пысăк бала тивĕçес тесен мĕн тумалла? Çак тата ытти ыйтăва тишкерес тĕллевпе Чăваш Енре ППЭре 100 балл пухма пултарнă çамрăксемпе, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе çыхăнтăмăр.
Аслă шкулсене хăйсем суйлаççĕ
«Экзаменра пысăк балл илнисен йышĕ сахал мар, анчах вĕсем халь республикăра мар», — пĕлтерчĕç Шупашкарти 2-мĕш лицейран. Тăватă çамрăкран пĕри çеç И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУна вĕренме кĕнĕ, ыттисем — Мускаври тата Санкт-Петербургри аслă пĕлÿ паракан шкулсене. Тата çакна та палăртмалла: вĕсен аттестатне «пиллĕксем» кăна капăрлатмаççĕ, «тăваттăсем» те пур. Шупашкарти 4-мĕш гимназирен те çулсеренех ППЭре чи пысăк бала тивĕçекен яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç тухать. Кунта та ÿкерчĕк çÿлерех асăннă вĕрентÿ заведенийĕнчи пекех: тĕслĕхрен, пĕлтĕр 100 балл пухнă пилĕк ачаран пĕри И.Н.Ульянов ячĕллĕ медицина факультетне суйланă. Ыттисем Питĕрти медицина институтĕнче, Мускаври патшалăх университетĕнче, икĕ çамрăк Мускаври халăхсен хутшăнăвĕсен патшалăх институтĕнче пĕлÿ илеççĕ. Кăçал гимназипе 100 балл пухнă икĕ ача сыв пуллашнă. Пĕри — Мускаври Раççей Президенчĕ çумĕнчи патшалăх службипе халăх хуçалăх академине, тепри çĕршывăн тĕп хулинчи патшалăх управлени университетне çул тытнă. Хамăр республикăрах пĕлĕве тарăнлатас шухăшлисем мĕншĕн çав тери сахаллăн? «Халь ачасем шкул хыççăн ăçта вĕренмеллине, мĕнле аслă шкул суйламаллине хăйсем тĕллĕн палăртаççĕ. Интернетра вĕсем пирки вуласа пĕлеççĕ. Унта кĕмелли экзаменсем тытмашкăн тĕплĕн хатĕрленеççĕ», — терĕ гимназин директор çумĕ Наталья Тарасова. Ют тăрăхра, килтен пин-пин километрта мĕн илĕртет-ши çамрăксене? Çĕнĕ Шупашкарти 18-мĕш лицей ертÿçи Наталья Бахмисова каланă тăрăх, тĕслĕхрен, унта пахарах пĕлÿ илме май пур. «Эпир Чăваш Енри аслă шкулсемпе çыхăнса ĕçлетпĕр, чылай выпускник — унăн студенчĕ. Анчах ППЭре 100 балл пухнисем аякри хуласене çул тытаççĕ. Вĕсем нумаййăн мар, акă кăçал иккĕн çеç. Çапах пĕр хĕр, Мария икĕ предметпа, химипе тата вырăс чĕлхипе палăрчĕ. Тăрăшуллăскер Мускаври И.М.Сеченов ячĕллĕ патшалăх медицина университечĕн студентки пулса тăчĕ, тепĕр маттур вĕренекен, Дарья, Питĕрти энергетика институтĕнче пĕлÿ илет», — каласа кăтартрĕ Наталья Олеговна. Сăмах май, экзаменсене 100 баллăх тытнисенчен нумайăшĕ медицина енĕпе вĕренме кĕреççĕ. Ытларахăшĕ — шкулта химипе биологие тарăнрах вĕрентекен классенчен. Муркаш шкулĕнчен тухнă Кристина Краснова та çак пархатарлă профессие суйласа илнĕ. Химипе 100 балл пухнăскер кăçалтанпа — Мускаври А.И.Евдокимов ячĕллĕ стоматологи университечĕн студентки. Пике каласа кăтартнă тăрăх, вăл ахальтен ку специальноçе суйламан. Амăшĕн çулĕпе кайма тĕллевленĕ. Çывăх çыннине, Мăн Сĕнтĕр больницинче шăл тухтăрĕнче вăй хураканскере, тĕслĕх вырăнне хурса пулас профессие суйланă. Диплома алла илнĕ хыççăн таврăнĕ-и Кристина тăван тăрăха? Хальлĕхе татăклăн калаймасть-ха, анчах амăшĕн ĕçне малалла тăсасса пĕлет. «Экзаменра 100 балл пухас тĕлĕшпе вăрттăнлăхсем пур-и?» — ыйтăва хĕр çийĕнчех хуравларĕ. «Кашни çын тĕрлĕрен, пурне те пулăшакан рецепт çук ахăртнех. Хăш енĕпе малалла аталанассине палăртмалла та çак предметсене çине тăрса вĕренмелле. Эпĕ, тĕслĕхрен химипе килте хам тĕллĕн хатĕрлентĕм, вĕрентекенпе канашларăм. Кашни хăй пĕлнĕ пек, хăйĕншĕн меллĕ майпа хатĕрленмелле. Темăсене ăса хывма пĕриншĕн пĕр уйăх та çителĕклĕ, теприншĕн, сăмахран, çулталăк та сахал». Пĕлтерĕшлĕ пĕлÿ тĕрĕслевĕ витĕр тухмашкăн ăна спортпа туслă пулни те пулăшнă ахăртнех. Предмет олимпиадисенче парнеллĕ вырăнсене йышăнни витĕм кÿнех. Аттестат илнĕ хыççăн пике И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУна кĕмешкĕн заявлени çырнă, класс ертÿçи сĕннĕ хыççăн вара Мускаври аслă шкулпа çыхăннă. Хăйне çапла майпа тĕрĕслесе пăхма тĕллевленĕскер унта çăмăллăнах вĕренме кĕрейнĕ.
Çанă тавăрса хатĕрленсен çеç...
Вăрмар шкулĕнчи Ксения Иванова та химипе ăнăçлă хÿтĕленсе медицина енĕпе пĕлĕвне тарăнлатать. Пикен амăшĕ палăртнă тăрăх, кунта хими вĕрентекенĕн тÿпи те пысăк, унсăрăн пысăк бала тивĕçме май çук. Учительсем вĕренекенсем экзаменсене ăнăçлă тытчăр тесе тăрăшаççĕ, тĕплĕн хатĕрленме хистеççĕ. Красноармейски районĕнчи Мăн Шетмĕ шкулĕн хастарĕ Александра Александрова пулас професси пирки ачаранах шухăшласа хунă: тухтăр специальноçне алла илме ĕмĕтленнĕ. Кăçал тăрăшуллăскер ăна пурнăçлама пултарнă, химипе 100 балл пухса И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУна кĕнĕ. Малалла вулас...
Нина ЦАРЫГИНА.
Сăн ÿкерчĕкре — Арина ЯКОВЛЕВА.
Комментировать