Ăшри сасă чĕннĕ çĕре çитме тăрăшать

20 Сен, 2018

Виктор Бычковпа темиçе çул каялла, Шупашкар районĕнчи «Тăван Ен» хаçатра ĕçленĕ чухне, паллашнăччĕ. Вăл вăхăтри хаçат редакторĕ Борис Чиндыков йыхравланипе Муркаш районĕн каччи унта дизайнер пулса тăрăшрĕ.
Вичкĕн ăслă, анлă тавра курăмлă, нумай чĕлхе пĕлекен каччă сăпайлăхпа палăратчĕ. Ют çĕршыври актер евĕр илемлĕскер хăй пуплекен кирек епле чĕлхепе те тап-таса калаçатчĕ. «Чăваш хаçатне илемлĕ калăпламаллине кăтартас килчĕ», – тенĕччĕ вăл хаçатран кайнă чух. Чăн та, кăтартрĕ. Борис Чиндыковпа Виктор Бычков сĕтелĕ çинче Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсенче, хĕвел анăç çĕршывĕсенче кăларакан хаçатсем выртатчĕç. Вĕсен версткине пăхса район хаçатне апла та, капла та калăпласа пăхрĕç. Кайран «Тăван Ен» дизайнне пичет енĕпе ĕçлекен тÿре-шара тĕрлĕ канашлура тĕслĕх вырăнне пĕрре кăна мар илсе кăтартнăччĕ.
Виктор Бычков Чăваш Енри темиçе хаçат-журнала та, çав шутра йăлтăркка хуплашкаллă кăларăмсене те, илемлетсе калăплассипе палăрчĕ. Дизайнсăр пуçне ăна чăвашлăх, пирĕн халăхăн тĕрĕксем тата тĕнчери ытти халăх хушшинчи вырăнĕ, вĕсемпе пĕрле пурăнасси те интереслентереççĕ. Хальлĕхе вăл Турцири Стамбул хулинче пурăнать.

«Ман пеккисене «шпион» теççĕ»

– Виктор, сăнпа пăхсан эсĕ пĕртте чăваш пек курăнмастăн. Анчах чунупа — чăн чăваш. Çакна мĕнле ăнлантарăн?
– Ашшĕ-амăшĕ чăваш пулсан ачийĕ те чăваш ĕнтĕ. Документра çырнинче те, чăваш юнĕ чупнинче те нимĕнле тарăн шухăш, тĕнче уçлăхĕ е пурнăç тупсăмĕ çук. Мана çуратса ÿстерекенсене хисеп тума çăмăл – мĕн кирлипе тивĕçтерсе ура çине тăратрĕç, усала хăнăхтармарĕç. Çемье, çĕршыв, унти çынсен тĕслĕхĕ – кашниншĕн пурнăçри чи малтанхи капитал. Çак мул çумне кăна çыпçăнса тăни ырри патне çитермест: унра лайăххи кăна мар, юрăхсăрри те, сиенли те нумай. Пирĕн наци ятне çÿле çĕклекен çынсемшĕн чăвашлăх чи малти вырăнта пулман: Андриян Николаева космоса чăвашла акцентпа калаçнишĕн мар, нумай ĕçлесе ÿсĕм тата тÿсĕм кăтартса тивĕçлĕ пулнишĕн вĕçтернĕ, Геннадий Айхи сăввисене вуланă чухне вăл Патăрьелтен пулнине пăхса тăмаççĕ. Бичурин та кашни виçĕ йĕркерен эпĕ чăваш тесе çырман.
Этем килтен тухса кайсан та каяллах таврăнать. Кил, ваттисен йăли тем пек лайăх пулсан та ăна çеç шанса пурăнни — çур телей кăна. Мана е ман пекреххисене «иностранец», «ют», «тутар», шпион» тенине илтетĕп. Йытти хĕрÿллĕн вĕрни, шел те, хуçин мулĕ пуррине пĕлтермест. Суйлама ирĕк панă пулсан, ахăртнех, эпĕ те чăваш пулмăттăм. Чăвашăн хăйĕн ачисене сăнĕ килĕшменшĕн тиркесе ывăтмашкăн саккунлă е моральлĕ привилеги çук.
– Сан пирки тĕлĕнсе каймалла талпăнуллă çамрăк тесе шухăшлатăп. Санăн пĕлĕвÿ еплерех? Çынна диплом мĕн парать?
– Тĕлĕнмелĕхех ăс çук манра, анчах вăл енне талпăнăвăм пур. Ачаран мана аслисемпе пĕрле телевизор воспитани панă. Ют çĕрте, ытти çынсем мĕн туса пурăнни, унтан ытла вĕсен шухăшлавĕ питĕ кăсăклантаратчĕ. Телекураври е кĕнекери ÿкерчĕк хыçĕнче мĕнле чăнлăх пуррине пĕлес килетчĕ. <...> Чăвашра пурăнсан, кунта хама тупсан та çитет тесе питĕ çунса тăмастăм. Хама турккă лицейне йышăнни çинчен çыру çитсен эпĕ çĕнĕ ĕмĕтсемпе çунатланма тытăнтăм /килтисем манран хытăрах савăннине те астăватăп/. Шкул хыççăн университета кайма вăхăт çитрĕ. Те хăрани, те киле çывăх пулас тени чунăма «хĕстерчĕ». Турккă чĕлхипе экзаменĕсене тытмашкăн лайăх хатĕрленмерĕм. И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧПУн икĕ факультетне — чăваш филологи тата ют чĕлхесен – кĕтĕм. Кил ăшши тем пек илĕртсен те аслисене тата хамăн ăшри сасса итлесе ют чĕлхе факультетне суйларăм. Факультетра çĕнĕ туссем тупнă хыççăн питĕ хавхалантăм. Турккă чĕлхипе экзамен кăтартăвĕсене пĕлмешкĕн Хусана кайма тухнă чухне ăшăмра йăлăнтăм: «Япăх пултăрах, мана кунтах лайăх, унта каяс килмест».

«Динозаврланса» пыраççĕ

— Студент чухнех эсĕ тĕнче касса çÿренĕ – Америкăна çитнĕ. Е вăл тĕнче касни мар-и?
– Çынсем тĕрлĕ сăлтавпа çул çÿреççĕ. Ытларах чухне – тĕлĕнтермĕшсем курса хăнăхнă пурнăçран канса илме, савăнма. Мана вара Америка литератури килĕшетчĕ. Вăл эпĕ ача чухне вуланă чăвашпа вырăс литературисенчен харсăртарах тата ун хыçĕнчи чăнлăха куçăн курса хама тарăнрах ăнланса илме пулăшрĕ. Çав предмета вĕрентекен Тамара Кашаева çак кăсăклăха çуратма пултарни те витĕм кÿчĕ. Экзаменра Труман Капоте çыравçăн «Тиффани патĕнчи ирхи апат» кĕнеки тăрăх ыйту лекрĕ. Çав кĕнекери пурнăç ытарлăхне мана, Нью- Йоркра пурăнса курнăскере, ăнланма çăмăлччĕ, мана çывăхчĕ вăл. Анчах çакна та ăнланатăп: Америка çул çÿревĕ хыççăн Чăваш Ен те, Раççей те маншăн ютчĕ. Хăнăхаймарăм, ют чĕлхерен уйрăлса хама урăх çĕрте шырарăм, вара хам пĕлнĕ урăх тытăма – хаçат-журнал дизайнне – куçрăм, çав енĕпех аталантăм, паян та çав ĕçре тăрăшатăп.
Эсĕ республикăри тĕрлĕ хаçат-журналта ĕçлерĕн. Шупашкар районĕн хаçатĕнче вара кĕске вăхăтра йĕр хăвартăн. Мĕн тĕллевпе пынăччĕ эс унта? Палăртнине пурнăçлайрăн пек-и?
– Чăваш хаçатне мана каллех «кил ăшши» чĕнчĕ пулĕ. Ертÿçĕрен нумай килет. Урăххи чĕнсен пымăттăм тен. Борис Чиндыков вара уйрăм çыннăн кулленхи ыйтăвĕсене, халăха мар, ăна мĕн кирлине тишкерсе ĕçлет, тĕнче ăслăхĕ çине таянать. «Чăваш» бренчĕн сумĕ чакса кайни иксĕмĕре те пăшăрхантаракан ыйтуччĕ. Орнамент, этника тата тĕрлĕ тÿре-шара отчечĕ – ват çерçие улталамалли хывăх. Çамрăксемшĕн малти вырăнта — авторитет тата престиж. Вĕсен кун-çул таппинчен юлмалла мар, тĕнчепе тан пымалла. Çамрăклăх пĕр чĕрепе тапса тăрать: музыка, мода, социаллă медиа... Чăвашсем Ютуба 5-7 çул кая юлса тухрĕç, Инстаграма та кая юлса кĕчĕç. Акă паянхи кун пĕр юрăхлă чăвашла юрă та Спотифай интернет- сервисра çук. Чăваш çамрăкĕсене ертсе пыраканĕсем «динозаврланса» пыни çакăнта та палăрать. Савăнсах Кÿкеçе çÿрерĕм, «Тăван Ен» редакцийĕнче манăн юратнă çыравçă Юрий Скворцов та ĕçленĕ иккен. Шел те, кăмăлсăрланмалли пурах, Шупашкар районĕн хаçачĕн редизайнĕ самаях калаçтарчĕ пулин те ытти чăвашла хаçатсен сăн-сăпачĕ улшăнмарĕ. Интернет-сайтсен дизайнĕсем те хальхи вăхăтпа килĕшÿллĕ мар. Чăваш çамрăкĕсем питĕ пултаруллă: Шупашкартах питĕ вăйлă дизайнерсем, стилистсем, фотографсем пур, вĕсем вырăсла МИХсен пахалăхне йĕркеллĕ шайра тытса тăраççĕ. Чăвашла кăларăмсем вĕсене йыхравламаççĕ-ши?

«Ÿсме» мегаполис кирлĕ

– Ют çĕршыва мĕн тĕллевпе тухса кайрăн? Е кунта пултаруллисем валли çул хĕсĕк пек туйăнчĕ-и?
– Анлă çул шырама тухман эпĕ. Ют çĕре килнĕ пек те туймастăп хама. Унччен вĕреннĕ, вуланă япаласем патне çывăхрах пулас килнипе, ăшри сасă чĕннĕ çĕре çитме тăрăшатăп. Анчах хĕсĕклĕх пирки калани кунта вырăнлă. Мана ÿсме май пулни кирлĕ. Эпĕ ăна пĕчĕк ялта мар, пĕтĕм тĕнчери пысăк мегаполисра куратăп: кунта тĕрлĕ халăх, тĕн, культура. Шупашкар питĕ тăвăрччĕ, тарават марччĕ. Стамбул – тĕлĕнмелле вырăн. Ку мегаполисра анăçпа тухăç, тулашпа ăш-чик, чăнпа суя çураçса, хутран-ситрен вăй виçсе тăраççĕ. Кунта йăлтах урăхла. Хаçачĕ, телекуравĕ кăна мар, йăлтах хальхи вăхăтпа килĕшсе тăраççĕ. Пирĕнпе пĕр кăкран тухнă халăхăн çамрăклăхĕ, пурнăçĕ çапла тулли вăй-хăватпа кĕрлесе аталанни мана питĕ хавхалантарать. Пирĕн какай шÿрпи пек авалхи çимĕç те пур кунта /«Келле пача» – выльăх пуç-ури апачĕ/. Эппин, пирĕн пекех авалхи чĕлхепе калаçакансен культури, кирлĕ пулсан, çамрăкла вăр-вар пулаять. Пирĕн чăвашсен чĕлхи те, халăхĕ те манăçа тухас хăрушлăхра. Çавăнпа чăваш çамрăкĕсен те час-часах ют çĕршывсене çÿрес пулать.
Виктор, эс вăйлă дизайнер та, вичкĕн куçлă фотограф та. Çапах та кам эсĕ?
– Чи малтанах эпĕ этем, ыттисемпе пĕрле чунпа та, ÿтпе те телее тивĕçме тунăскер. Çурма телее те, иртсе каяканнине те мар, туллине шыратăп.
Çемье çавăрмарăн-и-ха? Тăван кĕтесе чун туртмасть-и?
– Ку ыйтăва час-часах илтетĕп. Шкулта чухнех учительсем: «Пурнăç тупсăмĕ мĕнре?» – тесе ыйтнă чухне тантăшăмсем: «Ĕçсе-çисе, авланса-качча кайса савăннинче», – тетчĕç. Мана ку шухăш ун чухне те, халĕ те хăй енне туртмасть. Мăшăрăма, çынсене, халăха юрасшăн пурăнмастăп. Кашнин мĕнле те пулсан пултарулăх пур, мана пĕчченлĕхре пурăнмашкăн чăтăмлăх пÿрнĕ. Иртсе каякан ку тĕнчере тарăн тымар ярас шухăш çук. Тăван кĕтес те урăхларах маншăн. «Тăван» тени вăл — юнашарри. Чăваш Енĕн çырмисем, асфальт хĕрринче хĕвелпе йăлтăртатса выртакан юр, сăрт тăрринче ишĕлсе ларакан Çÿлтикасси чиркĕвĕ, çав хушăрах тÿлек Бостон, мĕшĕлти симĕс трамвай, Нью-Йоркăн ăшă сывлăшĕ, тĕкĕр çуртсем çинчен ÿкекен хĕвел, Львовăн тусанлă урамĕсем… Кусем пурте маншăн — тăван кĕтес. Тулли верси...

www.hypar.ru

Вера ЭВЕРККИ.
Carlos Serkan Bilge сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.