Çитĕнÿсем патне - шăла çыртса

20 Сен, 2018

Хăш-пĕр шкул ачине итлетĕп те шухăша путатăп. Предметсене юратса ăса хывнисĕр пуçне шкул пурнăçĕпе кăсăкланаççĕ вĕсем. Тавра курăмне аталантарма тĕрлĕ мероприятие хутшăнма ăнтăлаççĕ. Ку çеç-и? Республика тулашне тухса ют çĕршыв ачисемпе хутшăнма ĕмĕтленеççĕ. Тĕллевĕсене пурнăçласа ăс-тăнне пуянлатаççĕ. Çавăн пек ачасенчен пĕри — хулари 37-мĕш шкулта 10-мĕш класра вĕренекен Алексей Алексеев.

Шкулти куратор

— Пирĕн шкул Раççей шкул ачисен юхăмĕн пилот тÿремĕ шутланать. Пĕлÿ çуртĕнче 2009 çултанпа «Орлята-37» çарпа патриот клубĕ ĕçлет. Вăл виçĕ юхăмпа йĕркеленсе пырать: çарпа патриот воспитанине, спорт мероприятийĕсене, сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас ĕçсене аталантарать. Паянхи кунччен эпир тĕрлĕ кубок- наградăна тивĕçрĕмĕр. Анчах чи асра юлни — республика шайĕнче иртнĕ çамрăк армеецсен «Орленокпа» «Зарница» вăййисенче 2 хут çĕнтерÿçĕ пулса тăни. Кăçал та çарпа патриот клубĕ республикăра 1-мĕш вырăн йышăнса Орен-бург облаçне «Атăлçи Зарници-2018» финалне хутшăнчĕ. Унта манăн шăллăм та пулчĕ, — пысăк хавхаланупа каласа кăтартрĕ каччă. Калаçăвĕнче шкул пурнăçне чунпа парăнни куç кĕрет.
Раççей шкул ачисен юхăмне ку пĕлÿ çуртĕнче аталантарма Светлана Григорьева вожатăй пуçăннă. Вăл çак ĕçе аслă классене явăçтарнă. Вăхăт иртнĕ май 9-10-мĕшсем те кăсăкланнă.

«Орленокра»

Алексейăн юратнă предметсем — алгебра, геометри тата акăлчан чĕлхи. Тата, паллах, ОБЖ та. Кăçал регионсен хушшинче çак предметпа иртнĕ олимпиадăра вăл призер пулса тăнă. Çакăншăн Пĕтĕм Раççейри ача-пăча центрĕнче «Орленокра» канма тивĕçнĕ.
— Кăçалхи çуллан 21 кунĕ маншăн асран тухас çук, — тет каччă. — «Орленокра» тĕрлĕ çĕршыври шкул ачисемпе паллашса тавра курăнма пуянлатрăм. Тĕрĕсех, тĕрлĕ çĕршыв шкул ачисемпе! Пирĕн смена шăпах «Туслăх кĕперĕ» ятлăччĕ. Италирен, Швейцарирен, Кăнтăр Осетирен, Сирирен, Монголирен, Казахстанран, Белоруссирен, Мальдивăран çитнĕ ачасенчен унти халăх мĕнле пурăннине пĕлтĕм. Акăлчан чĕлхине юратса вĕренни /9- мĕш класс хыççăн çак предметпа экзамена «5»-пе тытнăччĕ/ ют çĕршыв ачисемпе аванах хутшăнма май пачĕ. Палестинăран килнĕ яшпа хутшăнма кăмăллă пулчĕ. Акăлчанла чĕрĕ калаçу! Епле хĕпĕртерĕм. Пĕр-пĕрне аванах ăнлантăмăр. Вĕсем те центра çитме тÿлевсĕр путевка тивĕçнине пĕлтерчĕç. Сменăра 300-е яхăн çамрăк урăх çĕршывранччĕ.

«Иккĕ»

Лайăх паллăсемпе кăна вĕренекен яшран «2» паллă çинчен ыйтсан йăл кулăпа аса илчĕ вăл:
— Пуçламăш класра чухне киле сăвă пăхмасăр вĕренме панăччĕ. Эпĕ дневник çине çырма манса кайнă та... вĕренмен ĕнтĕ. «Иккĕ» паллă илсен питĕ пăшăрхантăм. Мĕн тумаллине пĕлмерĕм. Сăвва вĕренсе оценкăна тÿрлетме май пулнине те ăнланман эпĕ ун чухне. Килте анне кун пек лару-тăрура мĕн тумаллине ăнлантарчĕ. Киле панă ĕçе дневнике çырмаллине те, йăнăша тÿрлетме хăнăхмаллине те каларĕ. Çын йăнăшсем çинче вĕренет теççĕ. Тепĕр кунхине учитель патне пырса сăвва каласа кăтартрăм. Çавăн хыççăн вĕренÿ çине тарăнрах пăхма тытăнтăм. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Елена ЛУКИНА.
Алексей АЛЕКСЕЕВ
архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.