Яла пырса кĕме кăмăллă

30 Мая, 2014

Елчĕк районĕнчи Яманчÿрел ялĕ, унта пурăнакансен тăрăшулăхне пула, юлашки çулсенче лайăх енне самай улшăнчĕ. Такам килсе туса парасса кĕтес йăла тахçанах манăçа тухнă. Ик-виç çул каялла ялти пĕвесене тасатрĕç, унтан ял çывăхĕнче автобуспа çула тухакансем валли чарăну туса лартрĕç. Иртнĕ хĕлле ачасем ятарласа хатĕрленĕ хоккей лапамĕнче ăмăртусем ирттерме пуçларĕç.

Культура çулталăкĕнче яла илем кĕртес енĕпе тата малалла ĕçлерĕç. Урамри çула чул сарса хитрелетрĕç. Ку енĕпе "Яманчÿрел ял хуçалăх химийĕ" ОАО /ертÿçи Герман Петров/ чул парса пулăшрĕ, ăна унти транспортпах турттарчĕç.

Канмалли кун вара ял çыннисем субботнике тухрĕç. Масар таврашне тирпейлерĕç. Юрий Комиссаров хăйĕн тракторĕпе ăпăр-тапăра турттарса кайма пулăшрĕ. Иртнĕ çулсенче Владимир Петров предприниматель масар йĕри-тавра карта тытса панăччĕ.

Светлана ЕРМАКОВА сăн ÿкерчĕкĕсем