Кĕр çитсессĕн пĕр шухăш...

12 Сен, 2018

Çĕр çинче чи ĕçчен виçĕ йыш пур — кăткăсем, пыл хурчĕсем тата чăвашсем. Пушкăртстан халăх поэчĕ Мустай Карим палăртнă çак шухăш мана çав тери килĕшет.

Ĕçлеме кăмăллакан чăваш паян та ĕçчен пулма пăрахман-ха. Ялта пурăнакансем картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, пахчара темĕн тĕрлĕ пахча çимĕç ÿстереççĕ. Пурнăç улшăннă май ĕçне тăвасси, йăли-йĕрки кăна кăшт ылмашса пырать. Ушкăнпа тумалли ĕçсем çынсене пĕрлештереççĕ, туслаштараççĕ.
Ĕлĕк утă çулса хатĕрлесси ялта пурăнаканшăн чи пысăк ĕçсенчен пĕри шутланнă. Ăна çулталăкĕпех кĕтнĕ, хатĕрленнĕ. Утта кайма чи тутлăрах апата хатĕрлеме тăрăшнă, ятарласа сăра вĕретнĕ, квас тунă. Никифор Мранькка «Ĕмĕр сакки сарлака» кĕнекинче Энĕшкассисем улăх-çаранта утă çулнине питĕ хитре сăнласа панă. Шел те, çемьесене, ял-йыша çывăхлатакан, ача-пăчапа çамрăксене ĕçе хăнăхтаракан ырă çак йăла çухалса пырать халĕ.
Паян ял çыннисем утă çулма ĕлĕкхи пек вăрмана, улăх-çарана каймаççĕ. Хирти çĕр лаптăкĕ çинчи курăка тракторпа çултараççĕ. Хурçă утпах тиесе килеççĕ. Сăмах май, килти пахчасенчи курăка та çавапа çулмаççĕ. Йăлтах техника пулăшăвĕпе усă кураççĕ. Маларах утă вăхăчĕ çемьесенчи хуласене саланнă ывăл-хĕре пуçтарнă. Халĕ утă хатĕрлесси ĕлĕкхи пекех шавлă иртмест. Тепĕр чухне выльăх апатне ялтисем хуларисемсĕрех янтăлаççĕ, лупас çине хăпартаççĕ. Ас тăватăп-ха: эпир ача чухне утă капанне çемьепе, кÿршĕ-аршăпа, тус-юлташпа пĕрле тăватчĕç. Пысăк ĕç шутланнă вăл. Паян чылайăшĕ утта пресласа /тюк туса/ кĕртет те алă вăйĕ сахалрах кирлĕ. Çавна май пĕр-пĕринпе сахалрах хутшăнма пуçларăмăр.
Çав вăхăтрах чăвашшăн çĕр улми лартасси тата кăларасси паянхи кунчченех çав тери пысăк тата пĕлтерĕшлĕ ĕç вырăнĕнчех-ха. Ара, «иккĕмĕш çăкăр» пирĕншĕн тĕп апатсенчен пĕри-çке. Çĕр улми нихăçан та йăлăхтармасть вăл. Çĕр улми лартнă тата кăларнă чухне хуланалла саланнă ачи-пăчи ашшĕ-амăшне пулăшма яла килетех. Ытти чухне пĕчĕк тăван çĕршывне питех çÿремесен те паллă çак икĕ куна вĕсем сиктермеççех. Çуркунне çитсен ялтисен те, ялтан тухнисен те пĕр калаçу: çĕр улми лартасси. Кĕр çитсессĕн тепĕр шухăш: «иккĕмĕш çăкăра» кăларасси. Ăна тĕп сакайне хурсан та сăмах-юмах вĕçленмест-ха. Кăçал пахча çимĕç мĕнле тухнипе интересленетпĕр, çĕрмест-и, шăтăк-путăклă мар-и?
Икĕ-виçĕ теçетке çул каялла «иккĕмĕш çăкăра» лашапа, суха пуçпа лартаттăмăрччĕ. Ку ĕçе тума кÿршĕ-аршă та, тăвансем те пуçтарăнатчĕç. Пĕр пахчара 10-20 çын кĕшĕлтететчĕ вара. Хаваслă, интереслĕ ĕçленĕ. Ку ĕçĕн хăйĕн йăли-йĕрки пулнă. Пахча çимĕç ăнса пултăр тесе чăн малтан вăрлăха çĕр ăшне хума хисеплĕ, çÿллĕ те кĕрнеклĕ çынна шаннă. Чылай чухне ăна кил хуçи тăватчĕ. «Улмапа улма хушшине манăн кирза атă вырнаçмалла», — ăс паратчĕ пире, ача-пăчана, атте. Ĕçе вĕçленĕ хыççăн хĕрсем витре тĕпне юлнă «иккĕмĕш çăкăра» шутлатчĕç. Çĕр улми мăшăрлă юлсан ай-яй! хĕпĕртетчĕç вара. Кăçал качча каяссине пĕлтерет-мĕн çакă. Хăраххăн тухнисем вара кăмăлсăрланатчĕç… Пĕрисен патĕнче лартса пĕтерсен теприсен патне куçаттăмăр. Тепĕр чухне эрнипех кÿршĕ-аршă патне çĕр улми лартма çÿренĕ. Пĕр-пĕринпе туслă пурăннă, хутшăннă, калаçнă. Шел те, халĕ ку йăла çухалчĕ. Халĕ пахча çимĕçе харпăр çемйисемпе кăна лартма тăрăшаççĕ. Çынна чĕнессишĕнех çунмаççĕ. Хăшĕ-пĕри лашапа, ÿркенменнисем кĕреçепе чавса лартаççĕ. Анатри чăвашсенчен ытларахăшĕ çĕр улмине тракторпа, «сажалкăпа» ларт-тарать.
Çĕр улми кăларнă кун кил-йыша пуçтармалли чăн-чăн уяв. Маларах пахча çимĕçе пухса кĕртме тăван-пĕтен пулăшнă, халĕ ку ĕçе çемьепе кăна тăваççĕ. Хăшĕ-пĕри – калакпа, иккĕмĕшсем тимĕр кĕреçепе кăлараççĕ. Виççĕмĕшĕсене вара хурçă ут пулăшать. Пахча çимĕçе суйласа, пуçтарса кăна кĕртмелле. Маларах ваттисем «иккĕмĕш çăкăра» сентябрĕн 11-мĕшĕ /Иван постный/ иртмесĕр кăларттарман. Халĕ вара тĕп пахча çимĕçе август уйăхĕн вĕçĕнчех кăларма пуçлаççĕ. Чылайăшĕ ачисем шкула çÿреме пуçличчен пухса кĕртесшĕн ăна. Хăшĕсем сентябрь уйăхĕнче çанталăк çумăра каясран шикленеççĕ. Виççĕмĕшĕсем вара çак ĕçе тума ятарласа ачисене кĕтсе тăраççĕ. Ку хăйсем ĕлкĕрейменнипе тата пултарайманнипе кăна çыхăнман. Тĕпренчĕкĕсене ĕçе юратма вĕрентсе ÿстернĕ те çĕр ĕçĕнчен пистересшĕн мар. Яла, тăван тăрăха, ашшĕ-амăшне ан манччăр теççĕ. Тата, паллах, çемьене пуçтармалли, кайран пĕр кĕрекене лармалли лайăх сăлтав-çке ку. Кăçал июнь уйăхĕн вĕçĕнче те, сентябрĕн пуçламăшĕнче çанталăк ăшă, хĕвеллĕ тăчĕ. Нумайăшĕ ялсенче кăçал çĕр улмине сентябрĕн 1-2, 8-9-мĕшĕсенче пухса кĕртрĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Аслă Арапуçĕнче иртнĕ канмалли кунсенче кашни кил умĕнче 2-3-шер машина ларатчĕ. Пурин те ачисем килнĕ. Малалла вулас...

Роза ВЛАСОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.