- Чăвашла верси
- Русская версия
Э, çул юхать, çул юхать…
Юлашки вăхăтра хăш-пĕр еннелле общество транспорчĕпе çула тухасси кăткăсланчĕ. Çакă «Автотранс» предприятийĕ текех ĕçлеменнипе те çыхăннă ахăр. Шупашкарти Богданка тăрăхĕнче те акă чăн-чăн коллапса çаврăнчĕ лару-тăру. Çак ыйтăва республика ертÿлĕхĕ епле татса пама шухăшлать-ши?
М.ПЕТРОВ.
Патăрьел районĕ.
«Чăвашавтотранс» панкрута тухни, чăн та, Шупашкарти Богданка микрорайонта пурăнакансемшĕн кăткăслăх кăларса тăратрĕ. Çакна ЧР Транспорт министерстви ирттернĕ мониторинг та çирĕплетет. Ведомство ĕçченĕсем авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче лару-тăрупа вырăна тухса паллашнă. Ирхине Çырлаллă тăкăрлăк общество чарăнăвĕ халăхпа тулнă, автобуссем вырăнтанах тулли тапраннă.
Ку чарăнуран 2, 3, 30, 65, 331-мĕш маршрут вăтам калăпăшлă автобусĕсем çула тухаççĕ. Малтан вара кунта 2 тата 3-мĕш маршрутсемпе «Чăвашавтотранс» ĕçленĕ. Предприяти вырăнне йышăннă пе-ревозчиксем вăтам автобусĕсемпе кăткăслăх çуратнă — çула тухас текенсен йышĕ унта вырнаçмасть. Пушшех те, вĕренекен çамрăксен каникул вĕçленнĕ, çынсем çуллахи отпусксенчен таврăннă — çак сăлтав та пассажирсен йышне тăрук ÿстернĕ. Ĕçе е вĕренÿ учрежденине вăхăтра çитессишĕн нумайăшĕ тĕп урамсенчи чарăнусене çуранах утнă.
Ыйтăва татса памашкăн министерство пысăкрах автобуссене çула кăларма сĕннĕ.
Çавна май ЧР Транспорт министерстви халăха тимлĕрех пулма ыйтать. Ведомство çынсене илсе çÿрекенсен тĕлĕшпе тĕрĕслев çине-çинех ирттерет. Палăртнă документсем тĕрĕслĕхпе килĕшсе тă-ман чухне çул карттине каялла чĕнсе илнĕ тĕслĕхсем те пулнă. Шăпах пысăк автобус кăларма шантарса пĕчĕкреххисене, халăхра вĕсене «маршрутка» теме хăнăхнă, çула янипе çыхăннă йĕркене пăснă тĕслĕхсем.
Муниципалитетсен хушшинчи йĕркене те куçран вĕçертмест министерство. Пассажирсене кăна мар, багаж илсе çÿрессине те асăрхасах тăрать. Çитменлĕхсене асăрхасан ыйтăва кĕске вăхăтрах татса пама тăрăшаççĕ. Сăмахран, Шупашкар районĕнчи Çĕньял, Куславкка районĕнчи Çатрăк тăрăхĕнче сиксе тухнă кăткăслăхсене çийĕнчех сирме май килнĕ.
Маршрут автобусĕсемпе сирĕн тăрăхра та ыйту пулсан асăннă министерствăн «хĕрÿ линийĕпе» шăнкăравлама ыйтаççĕ: 62-48-65. Транспорт хатĕрĕ палăртнă расписанипе çÿременнине асăрхасан mintrans—avto@cap.ru е mintrans—raz@ cap.ru адрессемпе информаци ярса пама юрать. Министерство ĕçченĕсем сирĕн ыйтăва 1-2 кунрах татса пама шантараççĕ.
Комментировать