Партисем: пуçлăхпа — куçа-куçăн

6 Сен, 2018

Чăваш Республикинче хальхи вăхăтра политика партийĕсен 37 регион уйрăмĕ ĕçлет.

Вĕсенчен чи пысăкки — «Единая Россия» партин регион уйрăмĕ. Унăн ретĕнче республикăра пурăнакан 33 пин ытла çын тăрать. Коммунистсен йышĕ 3,4 пин çынпа танлашать. ЛДПР членĕсем — 3,3 пинĕн, «Справедливая Россия» партине кĕнисем — 4 пин çын. Ку партисем Чăваш Енри 26 муниципалитет районĕнче тата хула округĕнче хăйсен уйрăмĕсене уçнă. Ытти политика партийĕсен республикăра регистрациленнĕ уйрăмĕсем регионти политика пурнăçне пысăк витĕм кÿмеççĕ.

Паян ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнчи политика партийĕсен тăватă фракцийĕн представителĕсемпе — «Единая Россия» партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕн заместителĕпе Николай Николаевпа, КПРФ Чăваш рескомĕн пĕрремĕш секретарĕпе Валентин Шурчановпа, РФ Патшалăх Думин депутачĕпе Олег Николаевпа /«Справедливая Россия»/, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕпе Константин Степановпа /ЛДПР/ — тĕл пулчĕ. Калаçу, тĕпрен илсен, республика аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусем тавра пычĕ.

«Чи малтанах сире, политика тĕлĕшĕнчен тĕрлĕ шухăшлă пулсан та, республика ырлăхĕшĕн пĕрле тухăçлă ĕçлесе пынăшăн тав тăватăп. Саккунсем, нормăпа право акчĕсене йышăннă чухне яланах пĕр-пĕрин сăмахне итлеме тата илтме тăрăшатпăр», — терĕ Михаил Игнатьев малашне те çаплах пулассине шаннине пĕлтерсе. Хальхи вăхăтра патшалăх влаç органĕсем РФ Президенчĕн Çу уйăхĕнчи указĕсенче палăртнисене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ĕçлеççĕ. Çавна май Михаил Васильевич çак ĕçре партисен представителĕсен ырă шухăш-сĕнĕвĕ уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулассине палăртрĕ. Партисем килĕштерсе ĕçленине КПРФ Чăваш рескомĕн пĕрремĕш секретарĕ Валентин Шурчанов та çирĕплетрĕ. «Геннадий Зюганов та Чăваш Ен пирки яланах лайăххине калать», — терĕ вăл.

РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Валентин Шурчанов тата Олег Николаев республикăна килсен халăхпа тĕл пулусем йĕркелессине йăлана кĕртнĕ. Хальхинче те вĕсем Канаш, Улатăр, Çĕмĕрле тăрăхĕнче пурăнакансемпе курса калаçни çинчен пĕлтерчĕç. Унти халăх хускатнă çивĕч ыйтусене ЧР Пуçлăхĕ патне çитерчĕç. Çак хуласенче пурăнакансене чи малтанах çулсем япăхни, ăшă, шыв, канализаци системисем кивелни, тавралăх япăхни пăшăрхантарать. ЛДПР представителĕ Константин Степанов регионта обществăпа политика тăнăçлăхне упрасси тĕпре пулнине палăртрĕ. Анчах лăпкăлăха пăтратас текенсем те çук мар. Çавăн йышшисемпе вĕсен киревсĕр шухăш-кăмăлне пусарас тĕллевпе уйрăммăн ĕçлемеллине палăртрĕ. Олег Николаев /«Справедливая Россия»/ нумай ачаллă çемьесене ятарлă удостоверени пама сĕнчĕ. «Çав документ вĕсене хăш-пĕр çăмăллăхпа тивĕçтертĕр. Сăмахран, çак документа илнисен тухтăр патне черетсĕр кĕме май пултăр. Кунашкал ĕç-хĕл ытти регионта пурнăçланать», — терĕ вăл. Çавăн пекех РФ Патшалăх Думин депутачĕн шухăшĕпе — республикăра ĕçлесе пурăнакан фермерсем патшалăх паракан пулăшу мелĕсем пирки сахал пĕлеççĕ. Çавăнпа вĕсене тулли информаципе тивĕçтерессине тивĕçлĕ шайра йĕркелемелле.

Чăваш Республикинчи Патшалăх Канашĕнчи партисен фракцийĕсен представителĕсем тĕл пулура хăйсене тата халăха канăçсăрлантаракан ыйтусем пирки республика Пуçлăхĕпе уççăн калаçма пултарчĕç. Михаил Игнатьев вĕсен сĕнĕвĕсемпе канашĕсене малашнехи ĕçре шута илессине, усă курассине пĕлтерчĕ.

СĂМАХ МАЙ

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен 2016 çулхи суйлавĕнче «Единая Россия» партишĕн суйлавçăсен 50,70 проценчĕ /281507 çын/, КПРФшăн — 14,46 проценчĕ /80304/, ЛДПРшăн — 12,84 проценчĕ /71300/, «Справедливая Россия» партишĕн 12,59 проценчĕ /69906/ сасăланă.

Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 

Комментировать