- Чăвашла верси
- Русская версия
Çул çинче велосипедист та водитель пекех
Республикăра велосипедпа çÿрекенсен йышĕ ÿсет. Çакна Хула кунĕ умĕн ирттернĕ велочупу та çирĕплетрĕ. 9 километрлă маршрута парăнтаракансем тĕп урамсемпе — Карл Маркс урамĕпе, Ленин проспекчĕпе — иртрĕç. Колонна пуçне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та тăчĕ.
«Ĕçе — велосипедпа» акцисем те вăй илеççĕ. Велосипедпа çÿреме ансат, çав вăхăтрах сывлăхшăн та усăллă, çул укçи те перекетленет, экологие упрать. Çавăнпа та çынсем ку акцие хавхаланса йышăнаççĕ. Елчĕк районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин хăй тĕслĕх кăтартнă — 7 километра парăнтарса ĕçе велосипедпа килнĕ.
Тантăшĕсемпе парта хушшине лараймарĕ
Икĕ урапаллă транспорт ансат пулсан та унăн хуçин çул-йĕр правилисене аван пĕлмелле. Унсăрăн инкеке лекесси те часах. Велосипедистăн шлем тăхăнмалла, транспорт хатĕрĕ çинче тĕттĕмре çутатакан хатĕр, хунар пулмалла. Унсăр пуçне, водителĕн çулăн сылтăм енĕпе пымалла. Тепĕр енне «зебрăпа» каçмалла, велосипед çинчен анмалла та ăна тĕксе çуран утмалла.
Икĕ кустăрмаллă транспорт хуçисем çак йĕркесене яланах пăхăнаççĕ-и? Çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче Шупашкарти Мускав проспектĕнчи хăрушă авари шăв-шав çĕклерĕ. Çул-йĕр çинчи пăтăрмахшăн яланах тенĕ пек автомобиль водительне айăпланине хăнăхрăмăр: хăвăртлăха пăхăнман, çул-йĕр паллисене шута илмен, çуран çÿрекене ирттермен... Видеокамера акă мĕн ÿкернĕ: хулан çурçĕр хĕвел анăç енчен пыракан велосипедист кĕтмен çĕртен хирĕç çул çине тухать çеç — Фольксваген Поло унăн çулне пÿлет. 30 çулти велосипедист сывлăшра темиçе хут çаврăнать те асфальт çине ÿкет. Çак инкеке интернетри форумсенче сÿтсе яврĕç, шофера шеллерĕç. «Чуна çÿçентерекен ÿкерчĕк. Инкек хыççăнах çав вырăнтан иртме тÿр килчĕ. Арçын хырăм çинче выртать, калпакĕ — 5 метрта. Авăннă велосипечĕ юнашарах, малти кустăрми вара — 10 метрта. Ăçта васкарĕ-ши?» — çырнă Ирина. Велосипедист чĕри васкавлă медпулăшу çитичченех тапма чарăннă. Иномарка хуçин те шăпи улшăнчĕ. Ăнсăртран çынна вĕлернĕскерĕн явап тытма тивĕ. Малалла вулас...
Ольга КАЛИТОВА.
Комментировать