Микроэлементсем çитмеççĕ

29 Авг, 2018

Чăх çăмарти питĕ çÿхе. Çакă мĕнпе çыхăннă-ши?

Раиса НИКОНОРОВА.

Канаш районĕ.

Чăх çăмарти çÿхе пулни апат рационĕнче микроэлементсем çитменнипе çыхăннă: кальци, фосфор тата Д витамин.
Апата вĕтетнĕ çăмарта хуппи хутăштарса çитерни аван. Анчах вăл кăна çителĕксĕр. Чăхсене шапа хуранĕ, пурă, йывăç кĕлне, акшар сапса памалла. Апат рационне фосфорпа пуянлатма вара шăмă çăнăхĕ кирлĕ. Вăл çавăн пекех тĕш тырă сăсăлĕнче, хĕвел çаврăнăш турантире /жмых/ те пур. Д витамина чăх-чĕп уçă сывлăшран илет. Урăхла каласан, хĕвел çинче çÿренĕ май. Çавăнпа та вĕсене ытларах уçăлтармалла. Унсăр пуçне апата пулă çăвĕ хушмалла, чиктоник, тетравит, аминовитал витаминсене шывра ирĕлтерсе памалла.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.