Тырă вырăнне хурăн кашласа ÿсет

27 Авг, 2018

Тĕрлĕ культура çитĕнмелли уй-хирте хыт хура кашланине, йывăç хунавĕсем вăй илнине курнă-и эсир? Паллах. Çак çитменлĕхсем яваплă органсен куçĕ тĕлне те пулаççĕ.

— Тырă вырăнне мĕншĕн хурăн кашланине тĕрĕслеме пуçлатăн та — çĕрĕ хуçасăр та мар иккен, усă курмаççĕ çеç унпа, — çакăн йышши ыйтусене хускатрĕ Республикăри предпринимательсен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй Александр Рыбаков Россельхознадзор йĕркеленĕ халăх итлевĕнче.
Йĕркене епле пăхăнни тавра пуçарчĕç калаçăва. Çавна май Александр Рыбаков усă курман çĕрсене хуçисенчен туртса илме тытăнмалли ыйтăва та хускатрĕ. Йĕркене пăсакансене палăртассинче ятарлă рейдсен витĕмĕ пуррине те палăртрĕ вăл.
Россельхознадзорăн патшалăх инспекторĕсем кăçалхи çур çулта кăна ял хуçалăхра усă курмалли 3000 га çĕре тĕрĕсленĕ. 1000 гектар çинче йĕркене пăснине асăр-ханă. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлисене пусă çаврăнăшне кĕртмелли ыйтăва куçран пачах вĕçертмеççĕ. Шăпах вĕсем çине тăнипе 1 пин гектар çĕре ял хуçалăх ĕçĕсен çаврăнăшне кĕртме пултарнă. Усă курман 28 лаптăка /150 га яхăн/ хуçисем каялла панă иккен, асăннă çĕрсене çаврăнăша кĕртме май çуккипе сăлтавланă çакна.
Çĕр лаптăкĕсемпе усă курас тĕлĕшпе яваплăха ÿстерес тĕллевпе ахалех вырттаракан çĕрсем тĕлĕшпе налук 5 хутчен нумайрах хурас ыйтăва та çĕкленĕ инспекторсем. Налук службин управленине 11 пин гектар çĕр лаптăкĕ тĕлĕшпе 600 яхăн административлă ĕç çитернĕ.
Канашлăва вара усă курман çĕрсем тавра çеç мар, ытти ыйтăва хускатас тĕлĕшпе те йĕркеленĕ.
Россельхознадзорăн Чăваш Республикипе Чĕмпĕр облаçĕнчи управленийĕн ертÿçи Алексей Палькин каласа кăтартнă тăрăх, кăçали çур çулта кăна специалистсем расна енлĕ 933 тĕрĕслев ирттернĕ. Çакă пĕлтĕрхинчен сахалрах. Кăна планпа çирĕплетнĕ тĕрĕслевсен шутне чакарнипе çыхăнтармалла. Çав вăхăтрах палăртманнисен йышĕ самай ÿснĕ — пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан — 31 процент. Çакă çынсем çăхавпа ытларах пыма пуçланипе те çыхăннă.
— Çынсем тимлĕрех пулни, саккуна пĕлни пирĕн ĕçе çăмăллатать кăна, — палăртать Алексей Николаевич.
Кĕтмен çĕртен тĕрĕслев ирттересси тĕрлĕ чир-чĕр сарăлнипе те çыхăннă. Раççейре кайăк грипĕпе Африка чуми сарăлас хăрушлăх пĕтмен-ха. Кайăк-кĕшĕк амакĕ федерацин 10 субъектне, çав йышра Чăваш Ене те, килсе çапăнчĕ. Республикăра чире 12 вырăнта: Елчĕк, Çĕрпÿ, Йĕпреç, Хĕрлĕ Чутай, Çĕмĕрле, Куславкка районĕсенче тата Çĕмĕрле хулинче — тупнă. Паянхи куна лару-тăру лайăхланнă. Темиçе районта карантина та хупнă. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.