Медицина та искусство евĕрех

24 Авг, 2018

«Вăл пурнăçра хăйĕн вырăнне тупнă. Тухтăр пулма Турриех пилленĕ ăна», — теççĕ ун пирки ĕçтешĕсем. Сăмахăм Республикăри клиника больницин анестезиологипе реанимаци уйрăмĕн пуçлăхĕ Вадим Григорьев анестезиолог-реаниматолог пирки. Унсăр пуçне Вадим Леонидович Чăваш Республикин тĕп анестезиолог-реаниматологĕн тивĕçĕсене 1995 çултанпа пурнăçлать.

Вадим Григорьев 1958 çулхи çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче çуралнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче пĕлÿ илнĕ. Унтах клиника ординатурине тухнă. Шупашкарти хулан 1-мĕш больницинче медбратра, Республикăри клиника больницинче интерн тухтăрта, Респу-бликăри куç тата васкавлă медицина пулăшăвĕн больницисенче анестезиолог-реаниматологра ĕçленĕ. 1991 çултанпа — Республикăри клиника больницин анестезиологипе реанимаци уйрăмĕн заведующийĕ. 18 наука ĕçĕн авторĕ. 2005 çулта «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

Профессие пĕлни —пĕрремĕш вырăнта

— Вадим Леонидович, малтанах кăштах хăвăр çинчен каласа парсамăр.
— Эпĕ Шупашкарта çуралнă. Манăн атте Леонид Макарович Канаш тăрăхĕнчен пулнă. Чăвашла хитре калаçатчĕ. Вăл ЧР строительство министрĕн çумĕнче ĕçленĕ. Анне Чĕмпĕр облаçĕнчен, вырăс хĕрарăмĕ. Хĕрĕх çул ытла фармаци фабрикин директорĕ пулнă.
Апла эсир врачсен династийĕнчен…
— Çапла. Атте енчен иккĕмĕш сыпăкри пичче Александр Васильевич Шупашкар хула больницин тĕп врачĕ пулнă. Унăн ашшĕ те, амăшĕ те, ытти тăванĕ те — медиксем. Мускавра та, ют çĕршывра та вăй хураççĕ. Анне те фармацевт, шурă халатлисемпе тачă çыхăнса ĕçленĕ. Çакă манăн шăпана витĕм кÿнех.
Çапах та тухтăр пулма мĕншĕн шухăшланă?
— Питĕ туслă çемьере çитĕннĕ эпĕ. Килте медицина темипе час-часах калаçаттăмăр. Маншăн вăл специальноç интереслĕ пек туйăнатчĕ. Медицинăна чылай чухне искусствăпа танлаштарма пулать. Тĕрĕс наука мар вăл. Чи ăста тухтăра та сисĕм-интуици пулăшать. Интуици — чи малтанах опыт тата тарăн пĕлÿ. Халĕ, паллах, компьютер технологийĕсем аталаннă, çапах профессие лайăх пĕлни пĕрремĕш вырăнта пулмалла.
Ахăртнех, ачăрсем те хăвăр çулах суйланă?
— Çемьере, шел те, эпĕ пĕр ача кăна пулнă. Ывăлăмăр Сергей те шурă халатлисен йышĕнчех. Вăл — стоматолог. Хусанта клиника ординатури пĕтерчĕ. Кинĕмĕр те шăл тухтăрĕ. Мăнукăмăр Савелий 2 çулта кăна-ха. Ахăртнех, вăл та стоматолог пулать... Мăшăрăм Елена Сергеевна маларах «Эларăра» инженер-конструкторта ĕçлерĕ, халĕ суту-илÿ организацийĕнче кадрсен пайĕн пуçлăхĕнче вăй хурать.

Çынна çăлни — савăнăçран та савăнăç

— Калăр-ха: сирĕн професси мĕнпе интереслĕ?
— Пирĕн пата ÿпке, пĕвер, пÿре йĕркеллĕ ĕçлеме пăрахнă йывăр пациентсем лекеççĕ. Пирĕн çак органсен функцийĕсене хамăр çине илме тивет. Пÿрене тасатма гемодиализ тăватпăр. Йывăррăн сывлакан пациента искусственнăй мелпе сывлаттаракан аппаратпа çыхăнтаратпăр. Вара вăл хăй тĕллĕн сывлама пуçласса кĕтетпĕр. Çав тери интереслĕ специальноç — çынна пурнăçа тавăрасси. Пациент чĕрĕ юлсан, çĕнĕрен пурăнма пуçласан пысăк киленÿ илетĕн. Çав савăнăçа нименле хĕпĕртевпе те танлаштарма çук. Ăна укçапа та, нимĕнпе те виçейместĕн.
Çапах вилесси те пулать-çке…
— Паçăрах каларăм: реанимацие йывăр чирлисем лекеççĕ. Малтанах вĕсене район больницисенче сиплеççĕ. Унта пулăшу парайманнисене санитари авиацийĕпе илсе килеççĕ. Пирĕн патра çĕре яхăн çын тăрăшать. Паянхи кун пациентсем валли 12 койка уйăрнă. Халĕ унта юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Çулталăкне пирĕн патра 1200 çын пулать. Вĕсенчен 10 проценчĕ, шел те, пурнăçран уйрăлать. Раççейри хăш-пĕр реанимацире ку кăтарту 25 процентпа танлашать. Çавăнпа эпир начар мар ĕçлетпĕр теме пулать.
Врач пулнăшăн ÿкĕнместĕр апла?
— Çук. Çынна пулăшни сăваплă, çутă. Турă ырă тăвакан çыннăн аллине хăртмасть. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.