Чăн-чăн юлташ

24 Авг, 2018

Пĕр пайлă, виçĕ курăнуллă пьеса, вăтам классенче вĕренекенсем валли.

Çак ĕç И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă регионсен хушшинчи ача-пăча пултарулăхĕн «Ман халăх — ман тăван çĕршыв» конкурсĕнче «Чи лайăх пьеса» номинацире 1-мĕш вырăн йышăннă.

Сăнарсем:
Мишша мучи, туяпа çÿрет.
Анюта, унăн мăнукĕ, 6-мĕш класра вĕренет.
Ванюк тата Кĕркури, юлташсем, 7-мĕш класра вĕренеççĕ.
Тамара Николаевна, класс ертÿçи.
Ытти шкул ачи.

Ĕç-пуç çуркунне ака [1-мĕш курăну], çу [2-мĕшпе 3-мĕш курăнусем] уйăхĕсенче пулса иртет.

1-мĕш курăну

Ака уйăхĕн пуçламăшĕ. Юр ирĕлме тытăннă. Урамра — шыв кÿлленчĕкĕсем. Шкул умĕнче. Уроксем вĕçленнине пĕлтерсе шăнкăрав янăрать. Хаваслă сасăсем илтĕнеççĕ. Ачасем шавласа шкултан чупса тухаççĕ. Унта Кĕркурипе Ванюк та пур.
ВАНЮК. Ух, паянхи тĕрĕслев ĕçĕ йывăр пулчĕ-çке çав! Санăн юлашки задачăра мĕнле хурав тухрĕ, Кĕркури?
КĔРКУРИ. Юлашки тетĕн? Эпĕ пĕрремĕш задачăна епле шутламаллине те ăнкараймарăм-ха!
ВАНЮК. «Иккĕ» илесрен хăрамастăн-и? Тамара Николаевна каллех аçуна шкула чĕнсе илет ак, асту-у. (Пÿрнипе юнать).
КĔРКУРИ (алă сулать). Эй, çав математикăна вĕренсе тем тăвас ĕнтĕ манăн. Пĕлесех килет пулсан задачăн хуравĕсене пĕтĕмпех Ленкăн- отличницăн тетрадĕнчен çырса илтĕм, «иккĕ» илессинчен пĕртте хăрамастăп. (Кулаççĕ.)
ВАНЮК (шкул умĕнче тăракан старике асăрхаса). Кĕркури, кур-ха...
КĔРКУРИ (шкул еннелле çаврăнса). Анюта!.. Аня! Сана кунта аслаçу кĕтет! (Юри пурне те илтĕнмелле кăшкăрать). Вăл паян каллех ÿсĕр пулас! (Ахăлтатса кулать).
ВАНЮК (юлташне чавсипе тĕртсе). Эс кăшт шăпрах пул-ха.
КĔРКУРИ. Манăн мĕншĕн шăп пулмалла-ха? Хăвах куратăн — Анютăн аслашшĕ ялан ÿсĕр çÿрет. Хăш-пĕр чухне самаях тайкаланса утать.
ВАНЮК. Ара мĕншĕн аплах кăшкăратăн-ха? Анюта ку сăмахсене илтсен ăна аслашшĕ пирки ырă мар калаçни килĕшмĕ ĕнтĕ.
КĔРКУРИ. Эсĕ вара мĕн, Анютăна юратмастăн пулĕ те? (Ахăлтатса кулать).
ВАНЮК (хĕрелсе кайса). Пустуй ан сÿпĕлтет-ха, атя, килелле утар!
КĔРКУРИ. Эс тăхта-ха, ара, мучие сывлăх сунмасан аван мар пуль. (Ырă мар йăл кулăпа старик патне утса пырать, юриех хăлхинчен кăшкăрать). Сывă-и, Мишша мучи?!
МИШША МУЧИ. Эй, кай, мăнукăм, мĕншĕн çапла кăшкăратăн? Эпĕ çак çула çитрĕм пулсан та манăн, турра шĕкĕр, хăлха йĕркеллех илтетчĕ-ха.
КĔРКУРИ (илтменçи туса). Вăт калăр-ха, Мишша мучи, эсир мĕншĕн каллех ÿсĕр çÿретĕр?
МИШША МУЧИ (кăштах тарăхса). Мĕске-ер? Эс, Кĕркури, тем шухăшласа ан кăлар-ха, мана ÿсĕррине хăçан куртăн?
КĔРКУРИ (йĕкĕлтесе). Куртăм çав, ку-уртăм, паян та, пĕр эрне каялла та пĕр пекех сулланса, тайкаланса утатăр та.
ВАНЮК. Кĕркури, ытла каçсах ан кай-ха, йĕркеллĕрех калаç. (Мучие) Сывлăх сунатăп, Мишша пичче, аванах-и?
МИШША ПИЧЧЕ. Аванах, Ванюк, хавшасах каймастăп-ха. Пуç çаврăнни кăна чуна илет çав, унсăр пуçне ура уксахлать. Ара, ăна хăнăхнă ĕнтĕ, пĕрре амантнă япала...
КĔРКУРИ (ªпÿлсех калаçăва кĕрсе каять). Ÿсĕр чухне амантрăр пуль- ха?..
МИШША ПИЧЧЕ (тарăхса кайса). Эх, пĕрре туртмалла та сана çурăм урлă туяпа! Мур илесшĕ! Малалла вулас..

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.