Кукаçи, кукамай – ăшă сăмахсем

29 Мая, 2014

Эпĕ хама питĕ телейлĕ çын тетĕп. Манпа юнашар çывăх çынсем: атте, анне тата пичче. Кирек мĕнле самантра та эпĕ вĕсемпе канашлама пултаратăп.

Манăн кукаçипе кукамай та пур. Вĕсем Елчĕк ра- йонĕнчи Çуткÿл ялĕнче пурăнаççĕ. Иккĕшĕ çирĕп çемье çавăрнăранпа çур ĕмĕр ытла иртнĕ ĕнтĕ. Мăшăр кăвакарчăн тейĕн вĕсене. Пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланаççĕ. Эпир килсен чунтанах хĕпĕртеççĕ.

Манăн кукаçи çинчен ытларах çырас килет. Ăна Аркадий тесе чĕнеççĕ. Вăл çитмĕл çичĕ çул тултарнине никам та ĕненмĕ. Ир пуçласа каçчен ăçта кăна çитсе мĕн кăна тума хевте çитермест пулĕ. Питĕ хăвăрт çÿ- ренипе çулĕсем те ун хыççăн ĕлкĕреймеççĕ пулмалла. Таврара кукаçие пĕлмен çын та çук. Тем тума та ăста: кăмакаçă, платник, тимĕрçĕ... Вăл пĕçернĕ шăрттанпа ветчинана тутансан чĕлхÿне çăтса ярăн. Кама мĕн тÿр-летсе, юсаса памалла – никама та хирĕçлемест, пурин кăмăлне те тивĕçтерме тăрăшать.

Кукаçи – çут çанталăк тусĕ. Унăн пахчинче ултă шăнкăрч вĕлли, вĕсене те юсасах тăрать. Сарайра чĕкеçсем йăва çавăрнă. Вĕсем тĕпленни нумай çул çитрĕ ĕнтĕ. «Чĕкеç ырă çынсен кил таврашне çеç суйласа илет», – теççĕ. Хĕлле те кукаçи хăйĕн тусĕсене пăрахмасть. Сырăш туса апат-çимĕç хурса парать. Кăсăясем чÿ-рече умнех килсе лараççĕ вара. Ырă чунлă çынсене кайăксем те туяççĕ çав. Кукаçипе кукамай пахчинче темĕн тĕрлĕ йывăç-тĕм çитĕнет. Паллах, çак пуçарусене кукамай та кăмăлпах хутшăнать, çавăнпа пур ĕç те кал-кал пырать. Унăн юратăвĕ кукаçие те хавхалантарать тесе шухăшлатăп эпĕ. Çак çула çитсе вĕсем пĕр-пĕрне чунтан хисеплеççĕ.

Кукаçи пире, çичĕ мăнукне, пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарать. Мишша пичче унпа пĕрле темĕнле ĕçе те вĕренчĕ, аллинче пуртă-сава выляса кăна тăрать. Халĕ вăл такама та ĕç вăрттăнлăхне уçса пама пултарать: пуртă е кĕреçе аври тумалла-и, мунча хăпартмалла-и – яланах хатĕр.

Кукаçипе кукамай пире ĕçлеме çеç мар, пурăнма та нумай ăс параççĕ. Вĕсем яланах тĕслĕх вырăнĕнче. Кукаçи, кукамай – ытла та тутлă, ăшă сăмахсем.

Чăнах та, çемье тăнăçлăхĕ ăрусен çыхăнăвĕнчен нумай килет. Ĕлĕкрен чăваш çемйи аслисене хисеплени çинче тытăнса тăнă. Ачасене çапла вĕрентсе каланă: «Аçупа аннÿне хисепле, хăвнах ырă пулĕ», «Ватă пурри – кил илемĕ».

Пирĕн те çак çыхăнăвăн çипне татас марччĕ. Хамăрăн асатте-асаннесене, кукаçи-кукамайсене юратса, хисеплесе пурăнасчĕ.

 

Анастасия СМИРНОВА

Шупашкар районĕ,

Пархикасси.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.