Ял пĕр тĕвве çыхнă

16 Авг, 2018

Вĕсен туслăхĕ йăхран йăха куçса пырать — çапла калама пулать Етĕрне районĕнчи Янăм ялĕнчи Усовсен, Петровсен, Корольковсен, Васильевсен çемйисем пирки. Елена, Анастасия, Анна, Ольга — çамрăк амăшĕсем. Хĕр-упраç çемье çавăриччен хуларан аслашшĕ-асламăшĕ патне яла килсе çÿренĕ, ватăсене пахчана çум курăкран тасатма, утă типĕтсе кĕртме пулăшнă. Хĕр-тантăшсем пулас мăшăрĕсемпе те ялтах паллашса туслашнă.
Кашни çуллах 4 тус тăван ялта тĕл пулать. Халĕ вĕсем ача-пăчаллă. Çу кунĕсене пĕрле ирттереççĕ туслă çемьесем. Шăпăрлансем те пĕр-пĕринпе выляма кăмăллаççĕ. Амăшĕсен туслăхĕ ачисене куçни куç кĕретех.
 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.