Шупашкарта - 10 метр çÿллĕш робот

Шупашкарта «Трансформеры» фильмри Оптимус Прайм кÿлепине вырнаçтарĕç. Кун пирки тĕп хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков пĕлтернĕ.
10 метр çÿллĕш кÿлепене Хула кунĕнче, çурлан 19-мĕшĕнче, Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре курма май пулĕ. Сăмах май, Хула кунĕн программи мероприятисемпе пуян. Йăлана кĕнĕ зарядка иртĕ. 11-15 сехетсенче центрта ачасем хуçаланĕç: вĕсем валли 17 лапам йĕркелеме палăртнă. Каçхине «Пултарулăх бульварĕнче» савăнма, Хусанти «Прогульщики» ушкăнпа Раççей эстрада юрăçин Игорь Николаевăн концерчĕпе, ун хыççăн фейерверкпа киленме май пулĕ.
 

Ирина КОШКИНА хатĕрленĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.