Ялта хор та пулнă

15 Авг, 2018

Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче Етĕрне районĕнчи Тури Ачак ялĕнче хор йĕркеленнĕччĕ. Унта 70-е яхăн çын çÿретчĕ. Арçынсем те нумаййăнччĕ. Ăна Василий Емельянович Руссков ертсе пыратчĕ.
Тĕрĕссипе, ырă çак йăлана мăшăрăм, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Аркадий Айдак пуçарнăччĕ. Тăван культурăна, йăла-йĕркене, чĕлхене упраса хăварассишĕн чылай тăрăшрĕ вăл. Çавăнпах ĕнтĕ юрă-ташă, кĕвĕ-çемĕ тĕнчине кăмăллакансем пирĕн тăрăхра халĕ те пур. Шел, хор упранса юлаймарĕ.
Сăн ÿкерчĕкри хăш-пĕр ентеш пирĕн хушăмăрта текех çук, сыввисен те çÿçĕсем кăвакарнă. Тен, хăйсем çине пăхса çамрăк вăхăта аса илĕç вĕсем.

Людмила АЙДАК.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.