Патриархăн пĕрремĕш вĕренекенĕ

Хăйĕн укçи-тенкипе ялсенче 8 шкул уçнă

Чăвашсене çутта кăларнă Иван Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалласа кăçал сумлă та пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти нумай иртрĕ, çулталăк вĕçлениччен тата йĕркелĕç-ха. Кăçалах унăн пĕрремĕш вĕренекенĕ Алексей Рекеев çуралнăранпа та 170 çул çитрĕ. Патриарх пекех, вăл та 1848 çулта Тутар Республикинчи Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче çуралнă.

Кивĕ Эйпеçрех пытарнă

«Эпир, Кивĕ Эйпеç ялĕнче пурăнакансем, Кăнна Кушки ял тăрăхĕпе тачă çыхăну тытатпăр. Мĕншĕн тесен çав ялта çуралса ÿснĕ Алексей Рекеев Кивĕ Эйпеçре 40 çула яхăн пачăшкăра ĕçленĕ. Вăл пирĕн ялта шкул, çĕнĕ чиркÿ тутарнă. Алексей Васильевич Иван Яковлевăн çывăх юлташĕ тата пулăшаканĕ пулнă. Иван Яковлевич ун патне Кивĕ Эйпеçе темиçе хут та килнĕ, Алексей Васи-льевичпа яланах канашланă. Вăл Рекеева çывăхри ялсенче шкулсем уçма пулăшнă», — каласа кăтартрĕ Елчĕк районĕнчи Кивĕ Эйпеç ялĕнче пурăнакан Леонид Григорьев.
Алексей Рекеев 1932 çулта пурнăçран уйрăлнă. Ăна Кивĕ Эйпеç ялĕнчех, хăй ĕçленĕ чиркÿ çывăхĕнче, пытарнă. Унăн вил тăприне ял çыннисем, шкулта ĕçлекенсемпе вĕренекенсем паянхи кун та тирпейлесе-пăхса тăраççĕ. «Шел, пирĕн ялта Рекеева лайăх ас тăвакан çын çукпа пĕрех ĕнтĕ. 2005 çулта çĕре кĕнĕ Михаил Петров, вăл ун чухне 97 çултаччĕ, Алексей Васильевича яланах ырăпа асăнатчĕ. Пирĕн çемье те Рекеевпа çыхăннă. Юлашки çулсенче вăл пирĕн кукаçи Григорий Порфирьев патĕнче пурăннă. Анне Анастасия Григорьевна хăй 14-ра чухне вырăнпа выртакан, утса çÿрейми пулнă Рекеева пăхни пирки каласа паратчĕ. Аннене Алексей Васильевичăн арăмĕ Мария Ивановна хăйĕн мăшăрне пăхнăшăн парнесем те панă. Вĕсене чăваш музейне илсе кайнă та — халĕ пирĕн патра нимех те юлман. 1929 çулта пирĕн кукаçие кулаксен йышне кĕртнĕ. Выльăх-чĕрлĕхне туртса илнĕ, хапхине, пÿртне пăсса илсе кайнă. Çуртне Ĕнел ялне шкул тума илнĕ. Анне çакăн хыççăн хăйсем çĕр пÿртре пурăннине аса илетчĕ. Рекеев валли вара витерен пĕчĕк пÿрт тунă. Кукаçи çав çулсенче чиркÿ старости пулнă. Вăл — пĕрремĕш тĕнче вăрçин инваличĕ, патакпа /костыльпе/ çÿретчĕ. Хăйсене нимсĕр хăварнă пулсан та çемье пуç усман, ĕçченлĕхне çухатман: анне тутарсем патне тара кĕрĕшсе тырă вырни пирки калатчĕ. Кукаçи тир тунă, çапла вĕсем майĕпен каллех вăй илме пуçланă. Ун чухне чиркÿ çыннисене курайман, çавăнпа кукаçин çемйине 1931 çулта тепĕр хутчен асап кăтартнă: Рекеев пурăнакан çурта пăсса кайнă, пĕтĕм выльăхне туртса илнĕ, вĕллесене те хăварман. Минтер-тÿшекне, хĕрарăм пальтисене, эрешĕсене — веçех илсе кайнă. Алексей Рекеев Павел Антоновăн ашшĕ Данил патĕнче вилнĕ. Рекеевсем пирĕн яла хăйсен тăванне Анна Рекеевăна /каярахпа Ефимова/ илсе килнĕ. Вăл пирĕн ялта учительте ĕçленине эпĕ те ас тăватăп», — калаçăва тăсрĕ Леонид Григорьев.

Рекеева халăх манмасть

Алексей Рекеевăн ятне халăх асĕнче яланлăхах хăварас тесе Кивĕ Эйпеçсем те нумай тăрăшаççĕ. «1981 çулта пирĕн ялти шкула Чăваш АССРĕн Аслă Канашĕн Президиумĕн председателĕ Семен Ис-люков килчĕ. Эпĕ ун чухне директорччĕ. Çав çулсенче ялта кивĕ шкул çуртĕнчен, пушă ларакан-скертен, чиркÿ тăвасси пирки те калаçатчĕç. Чăн та, ку шухăша тепĕр 10 çултан çеç пурнăçлама май килчĕ. Семен Ислюков килсен унпа тата тепĕр икĕ учительпе Рекеевăн вил тăпри çине кайрăмăр. Ун чухне юман хĕресĕ хуçăлса аннăччĕ, вил тăпри тавра йывăçран тытнă хÿми тайăлнăччĕ. Ислюков Алексей Васильевича пĕлнĕ, палланă. Ун чухне вăл пире çапла каларĕ: «Вăхăт çитĕ, Рекеевăн ячĕ çÿлелле çĕкленĕ. Унăн вил тăприне ан çухатăр, лайăх пăхса тăрăр». Чăн та, унăн сăмахĕсем чăна çаврăнчĕç. Мана колхоз ертÿçи çав кунах уроксем хыççăн тимĕрçĕ патне кайма, тимĕртен хитре карта тутарма хушрĕ. Чăн та, çав кунах кайрăм. Тимĕр решетке туса пачĕç. Темиçе çул каялла эпир ăна çĕннипе улăштартăмăр», — лару-тăрупа паллаштарчĕ Леонид Лукьянович. Малалла вулас..

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Василий КУЗЬМИН сăн укерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.