Тарас Кольккин арăмĕ

13 Авг, 2018

Хисепесе çапла чĕнеççĕ ăна ялта. Шураç ялĕнче 90-ран иртни 1927 çулта çуралнă Нина Шленская кăначчĕ. Çĕртме уйăхĕнче салтак арăмĕ Мария Тарасова та тăхăр вунă теçетке урлă урлă каçрĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине пирĕн ялтан 136 çын хутшăннă, 55-шĕ каялла çаврăнса çитеймен. 123 салтак арăмĕнчен те паян пурăнакансем иккĕн çеç: Нина Шленскаяпа Мария Тарасова.
Сăмахăм Мария çинчен. Ашшĕ Николай Андреевич мăшăрĕпе Матрена аппапа 3 хĕрпе 3 ывăлне пурнăç парнеленĕ.
1941 çулта вăрçă пуçлансан ашшĕ фронта каять, пĕр çапăçура вилмеллех аманать вăл. Мăшăрĕ ултă ачипе пĕчченех тăрса юлать. Вăрçă çулĕсенче те, хыççăн та çăмăл пулман пурнăç. Мария Çĕмĕрлери çăматă йăвалакан фабрикăна ĕçе вырнаçать. Йăмăкĕсемпе шăллĕсем ялти сурăхсене пăхма килĕшеççĕ, 4 çул çÿреççĕ кĕтÿçре.
1952 çулта 24-ри хĕре вăрçăран таврăннă Николай Тарасов качча илет. 40 çул пĕрле пурăнать мăшăр. Икĕ хĕрпе ывăл çуратса ÿстереççĕ. Клава Вăрнарта пурăнать, ЧР тава тивĕçлĕ врачĕ, Евгения Тавăтри ветеринари участокĕнче тăрăшрĕ. Лева — водитель. Халĕ Элĕкри çăкăр заводĕнче слесарьте тимлет. Мария Николаевна ывăлĕн çемйипе пурăнать.
Мария Тарасова тивĕçлĕ канăва тухичченех колхоз уй-хирĕнче, фермăра ĕçлерĕ. Паян тесен паян ĕне сума хатĕр вăл. Выльăх-чĕрлĕхе ним мар апат парать, шăварать. Маттур Мария аппа, Тарас Кольккин арăмĕ.

Владимир ЕГОРОВ.
Элĕк районĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.