Хирте те вăрманта... йăваланать çÿп-çап

9 Авг, 2018

Тĕлĕнмелле пуян та илемлĕ тавралăхра пурăнатпăр. Çăл куçсен тасалăхĕ, уçă сывлăш — пĕтĕмпех йывăç-курăк пуртан. Çитмĕл те çичĕ тĕспе ешерекен улăх-çаран капăрлăхĕ чун-чĕрене хăпартлантарать. Шел те, çак илеме кашниех хаклама пĕлмест.

Явапли нумайрах пулсанччĕ

Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем çинче йăлари хытă каяшсем вырăн тупаççĕ, çул хĕрринче, общество транспорчĕн чарăнăвĕсен çумĕнчи çÿп-çап куписем кăмăла пăсаççĕ. Çырмасем строительство материалĕсемпе, юрăхсăра тухнă япаласемпе тулаççĕ. Юхан шывпа пĕве хĕрринче унта та кунта хутаç, сăра тата эрех кĕленчисем йăваланса выртаççĕ. Вĕсене камăн пуçтармалла? Пĕрре усă курмалли савăт-сапана харпăр хăй хыççăн пухма юрамасть-ши? «Канакансен хăйсен тирпейлесе хăвармалла», — Сăнав вăрман хуçалăхĕн директорĕн Анатолий Яковлевăн сăмахĕсем халĕ те асрах. Килĕшмеллех. Яваплисем хăйсем хыççăн тирпейлесе хăвараççех. Муркаш районĕнчи Катькаспа Ильинка ялĕсен çывăхĕнчи вăрман катисенче кашни канмалли кун — «уяв». Анчах унта та çут çанталăкпа киленекенсенчен пурте хăй хыççăн çÿп-çапа пуçтармаççĕ çав. Тавралăх илемĕшĕн тăрăшакан ял тăрăхĕн ĕçченĕсем, ял старости çак ыйтăва тимлеççĕ. Çÿп-çапа михĕсене пухаççĕ, ял пуçне кăларса лартаççĕ. Вĕсене вăхăтра илсе каяймасан вара йытăсем тапăнса салатаççĕ. Ял тăрăхĕсем йăлари каяшсене пуçтарса турттарассине йĕркелеççĕ. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Атнар ял тăрăхĕ ку енĕпе ырă тĕслĕх кăтартнă. Йăлари хытă каяшсене пуçтарса илсе тухайман тăрăхсенче çÿп-çап пăрахмалли палăртман вырăнсем пулса каяççĕ. Экологи тата санитарипе эпидемиологи нормисене пăхăнманшăн ял тăрăхĕн пуçлăхне явап тыттараççĕ, штраф тÿлеттермелле тăваççĕ. Анчах çут çанталăка кÿнĕ сиене унпа саплаштарайăн-и?

Пĕр тонна хупкăч

Йĕркене пăснă тĕслĕхсене вăхăтра тупса палăртмалла, ыйтăва татса памашкăн кар тăрса ĕçлемелле. «Обществăн экологи тĕрĕслевĕ» проекта тытса пыракансем çакна тĕпе хурса ĕçлеççĕ. «Чи малтанах Чăваш Республикинчи аслă шкулсенче экоинспекторсене вĕрентес ĕçе пуçартăмăр. Лекцисемпе практика занятийĕсене И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ преподавателĕсем, тĕрĕслев организацийĕсен сотрудникĕсем ертсе пычĕç. Çамрăксем теори пĕлĕвне практикăпа çирĕплетрĕç», — пĕлтерчĕ проект ертÿçи Федор Алексеев. Экологи инспекторĕ пулса тăнă 200 яхăн студент Чăваш Енĕн тĕрлĕ районĕпе хулине çитнĕ, çÿп-çап пăрахмалли палăртман вырăнсене тупнă. Çут çанталăк тусĕсем республикăра пурăнакансемпе тĕл пулнă, йăлари хытă каяшсене пăрахнă вырăна асăрхасан мĕн тумаллине ăнлантарса панă. Çÿп-çап куписене онлайн карта çинче палăртса пыни те ĕç тухăçлăхне ÿстерет. Çакнашкал вырăна асăрхасан сăн ÿкерсе илмелле, Google-карта урлă вăл ăçта вырнаçнине палăртмалла. Пирĕн волонтерсем асăннă тăрăха тĕрĕслевпе çитеççĕ», — терĕ Федор. Ачаранах çут çанталăка упрама вĕренмелле. Волонтерсем республикăри шкулсенче уçă уроксем йĕркелеççĕ. Вĕсенче çут çанталăка сыхлас ыйтăва çĕклеççĕ. Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисем тата Шупашкар районĕ валли «Йăлари хытă каяшсене тирпейлесси тата пытарасси» проектпа килĕшÿллĕн полигон ĕçлет. Унта метала, пластике, усăллă ытти каяша суйласа тепĕр хут усă курма хатĕрлеççĕ. Кĕçĕн çултисем «Обществăн экологи тĕрĕслевĕ» проектпа килĕшÿллĕн йĕркеленĕ акцисенче хастар. Тĕслĕхрен, кăçал ачасем пластик кĕленчесен хупкăчĕсене пухнă. Пĕтĕмпе — пĕр тоннăна яхăн. «Ачасем ашшĕ-амăшне çÿп-çапа уйăрса пăрахма вĕрентеççĕ. Çав вăхăтрах эпир çÿп-çап уйăракан комплексăн ĕçне çăмăллататпăр. Центр ĕçченĕ вĕсене уйăрса вăхăта ирттерет-çке», — ăнлантарчĕ проект ертÿçи.

Çитменлĕхсене пĕтерĕç-ши?

Çĕрпÿ районĕнчи Кăнар çывăхĕнчи полигонри лару-тăру хăçан улшăнĕ-ши? Шел, йĕркене пăснă тĕслĕхсене вырăнтисем пĕтерме васкамаççĕ. Ял тăрăхĕн администрацине темиçе хут ыйту тăратсан çеç полигона карталама пултарнă. Анчах строительство материалĕсем çитеймен пулас. Карта полигон умĕнче çеç. Çил çÿп-çапа вăрмана, тырă акнă уя вĕçтерет. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.