«13» хисеп ăнăçу парнеленĕ

9 Авг, 2018

«Шупашкарта та илем конкурсĕсем иртеççĕ иккен», — çапла пĕтĕмлетÿ тунă Александра Николаева класĕнчи пĕр хĕрача модель пулса ĕçлеме тытăнсан. Хăйне çак ĕçре тĕрĕслесе пăхма шухăш çуралнă унăн. 15 çултискер «Чăваш Ен топ-моделĕ» илем конкурсне çул тытнă. Ашшĕ-амăшĕ хирĕçлемен, хĕрĕн шухăшне ырланă çеç. Тĕпренчĕкне кашни илем конкурсĕнче пулăшса, хавхалантарса тăраканскерсем халĕ Александрăн черетлĕ çитĕнĕвĕшĕн савăнаççĕ. Пике нумаях пулмасть Крым Республикинче иртнĕ «Хура тинĕс ахахĕ» илем конкурсĕнче çĕнтернĕ. 22 çула яхăн йĕркеленекен çак конкурсра пуçласа Чăвашри хĕр мала тухнă!

Александра 17-ре кăна-ха. Апла пулин те вăл 8 илем конкурсне хутшăнма ĕлкĕрнĕ, «Чăваш Ен топ-моделĕ-2016», «Çĕнĕ Шупашкар мисĕ-2017», «Чăваш Ен мисĕ-2017», «Раççей туризм мисĕ-2017», Пĕтĕм тĕнчери «3rd runners up Miss All Nations-2017», «1st runners up Miss Apollon-2018» кон-курссенче палăрнă. Кăçал модель агентствин директорĕ ăна Крымра иртекен «Хура тинĕс ахахĕ» тупăшура вăйне виçсе пăхма сĕннĕ. Конкурс Севастопольте Тинĕс çар флочĕ кунĕ умĕн иртнĕ. Пилĕк çăлтăрлă «Аквамарин» курорт комплексĕн сцени çине 15 модель тухнă. Кашни çĕнтерме ĕмĕтленнĕ паллах. «Хура тинĕс ахахĕ» конкурса хатĕрленнĕ вăхăтра пикесем Севастопольти паллă вырăнсемпе паллашма та ĕлкĕрнĕ, моторлă яхтăпа Фиолент мыс патне те çитнĕ. Александра каланă тăрăх, вĕсен 7 дефилене хутшăнма тивнĕ. Пикесем капăр кĕпесем, купальниксем тăхăнса сцена çинче утнă, ташланă. Ташă номерне вĕсем хореографпа пĕрле хатĕ-рленĕ, ăна ятарласа тинĕс темипе çыхăнтарнă. Илемлĕ хусканусем тăвасси Александрăшăн йывăр пулман: пике темиçе çул каялла ÿнер шкулĕнчи хореографи уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă. Жюрире ларнă сумлă çынсене — «Севастополь чиперкки — вунçуллăх мисĕ» Анна Левковеца, «Раççей чиперкки-2015» ята тивĕçнĕ Анастасия Вознюка, Крымри паллă журналист Юрий Кондратьева, Ирина Григорьева телеертÿçе, Беларуçри юрăçа Homie — чи маттуррине суйлама çăмăл пулман. Коронăна чăваш чиперккине пама йышăннă. Сăмах май, ахах-мерченпе илемлетнĕскере Вероника Беседина дизайнер ятарласа хатĕрленĕ. Александра хăйĕн ятне илтсен калама çук савăннă. Конкурсра хăйĕн çеç мар, республикăн чысне хÿтĕленине лайăх ăнланнă вăл. Тăван тăрăха çĕнтерÿпе таврăнни ăна питĕ хăпартлантарнă. Сцена çине 13-мĕш номерпе тухнă вăл. Çак хисеп вара ăна ăнăçу парнеленĕ.
Пике — 1 метр та 79 сантиметр çÿллĕш. Кунашкал чиперккене таçтанах асăрхăн çав. Илемне тытса пырас тесе Александра тĕрĕс апатланма тăрăшать. Унăн рационĕнче сиенлĕ апат çук. Анчах хăй каланă тăрăх, йĕркене пăсмасăр май килмест. «Эпĕ пылаксăр пурăнаймастăп», — терĕ кăçал 11-мĕш класа кайма хатĕрленекенскер. Грейс Келлипе Анджелина Джоли актрисăсене тĕслĕх вы-рăнне хураканскер нихăçан та диетăра ларман. Унăн шухăшĕпе, ку — тĕрĕс мар, организма сиен кÿрет çеç. Ачаранпах ташăсемпе кăсăкланнăскер ахальтен мар хореографи уйрăмне утнă. Унтан вĕренсе тухнă пулин те спорта пăрахмасть: çулла чупать, велосипедпа ярăнать, хĕлле йĕлтĕр çине тăрать. «Саншăн илем мĕн вăл?» — ыйтсан хуравпа нумай кĕттермерĕ: «Эпĕ шухăшланă тă-рăх, пикен сăн-питпе çеç мар, чунпа илемлĕ пулмалла», — терĕ. Пĕр-пĕр уйрăм, асра юлнă конкур-са палăртма ыйтсан кашнин хăйне евĕрлĕхне палăртрĕ. «Кашни илем тупăшăвĕнчен киле лайăх аса илÿсемпе таврăнатăп. Начарри пулсан та ăна хăвăртрах пуçран кăларма тăрăшатăп», — сÿтĕлчĕ калаçу çăмхи.
Александрăн час-часах тĕрлĕ фотосессие хутшăнма тивет. Малтанах вăл камера умĕнче вăтаннă. «Веçех опытпа килет. Пурăна киле хама камера умĕнче тытма вĕрентĕм», — палăртрĕ пике. Вăл мода эрнине хутшăнма та ĕлкĕрнĕ. Пĕлтĕр ăна Мускавра иртекеннине йыхравланă. Çавăн чухне пике модель ĕçĕн вăрттăнлăхĕпе, йывăрлăхĕпе ытларах паллашнă. Илем конкурсĕсене хут-шăнакан хĕрсен хушшинче конкуренци пуррине илтмен мар ĕнтĕ. Çакă мода эрнисенче, фотосессисенче, ют çĕршыври çул çÿревсенче ытларах палăрать иккен. Унашкал мероприятисене психологи тĕлĕшĕнчен çирĕпреххисем çеç тÿссе ирттереççĕ. Шупашкар хĕрĕ хăйне лайăх енчен çеç кăтартма пултарнă. Мускаври пĕр агентство Александрăпа контракт çырнă. Çавăнпа унăн мода куравĕсене час-часах хутшăнмалла. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.