«Тĕрĕс шухăшлатăн, ывăлăм»

8 Авг, 2018

Шупашкар районĕнчи Хорнсор ялĕнче пурăнакан Константин Плотниковăн та шăпи Алексей Андреевăнни евĕрех: çĕр çинче ĕçлесех тулли телейлĕ пулма май пуррине вăл пĕчĕклех ăнланса илнĕ. Ашшĕ пекех Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче агронома вĕреннĕ.

Тÿрех кайман-ха вăл аслă шкула. Килте аслисемпе канашланă. Тăван хуçалăха вун-вун çул ертсе пынă Юрий Ильича Костя суйласа илнĕ професси килĕшмесĕр тăма пултарайман. Аттестат илекенсенчен ял пурнăçне аталантарасшăн çунакан çамрăк ытла та сахал-çке. Хула илĕртет вĕсене. Çăкăр туса илессишĕн ывăлĕн мĕншĕн тăрăшмалла мар-ха?
— Тĕрĕс шухăшлатăн, ывăлăм, — ырланă ăна Юрий Ильич. — Каях хăв кăмăллакан аслă шкула.
Вăхăт çитсен амăшĕ Зоя Поликарповна ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕнче вăл ертсе пыракан специалист пуканне йышăннă. Ашшĕ тĕп агрономра вăй хунă.
Вăл кун Юрий Ильич Шупашкара ĕçпе кайнăччĕ. Константин вырăнтах, хиртен ир çитĕнекен çĕр улми кăларса пухакансем патĕнчен таврăнчĕ. Çынсене кăнтăр апачĕ çитерессишĕн хыпкаланать. Ăна тин çеç Алексей Андреев патĕнче пулни çинчен пĕлтертĕм.
— Лайăх пĕлетĕп ăна. Туссем эпир, — терĕ Константин Юрьевич. — Кирлĕ чухне пĕр-пĕрне пулăшатпăр. Вăл тыр-пулпа тата выльăх-чĕрлĕхпе ĕçлет. Эпир пах-ча çимĕç туса илетпĕр. Малтан виçĕ пай кăначчĕ пирĕн. Халĕ лаптăка 40 гектара яхăн çитертĕмĕр. Тара илни тата 20 гектара яхăн. Тĕп вырăн çĕр улми йышăнать. Ăна, тĕрлĕ вăхăтра çитĕнекенскере, кăçал 20 гектар лартрăмăр. Ача сачĕсемпе больницăсенчен, шкулсенчен тата ытти çĕртен те заявка илсен çине тăрсах кăларатпăр. Кивĕ техникăна та хисеплетпĕр, кирлĕ чухне усă куратпăр. Паян та ялсенчен килнĕ халăх копалка хыççăн «иккĕмĕш çăкăр» пуçтарать. Ир пулаканнин лаптăкĕ пысăк мар, пĕр гектар çеç. Ыттине каярах кăларатпăр. Аври ешĕл, унччен çитĕнет-ха. 10 гектар çинчи купăста гибричĕ вуннăран та иртет. Вĕсем чир-чĕре тÿсĕмлĕ, трипса парăнмаççĕ. Сахал сиенленнĕрен тавар пахалăхĕ лайăх. Голланди, Германи вăрлăхĕ питĕ хаклă. Малашне Раççейре хатĕрлекен сортсем çине куçасшăн. Алă вăйĕпе нумай ĕçленĕрен хăй хаклăхĕ самаях. Анчах вăл саплашăнать. Унсăрăн эпир купăстапа ĕçлес те çук. Тата кишĕрпе хĕрлĕ кăшман çитĕнтеретпĕр. Вĕсем 2,5-шер гектар йышăнаççĕ. Управра çулла пуçланичченех тытма май килет. Анчах пахча çимĕçĕн пысăк пайне ана çинченех вырнаçтаратпăр. Хăш-пĕр çул хак хĕлĕпе те палăрмаллах хăпармасть те ăна йăлтах управа тултарни мĕн усси? Хамăра валли ытлашши ĕç кăна.
Управпа тĕплĕ паллашрăм. Ăшă тытакан материалтан тунăран пахча çимĕç кунта лайăх хĕл каçать, шăнмасть. 2013 çулта «Ĕçе пуçăнакан фермер» програм-мăпа çĕнсе илнĕ грант та кайнă ăна хăпартма. Паллах, хăйсем те укçа самаях тăкакланă. Кредит илме лайăх, анчах ăна тавăрса памалла. Процентне тÿленĕрен ытлашшипех тăкакланатăн. Çавăнпа Плотниковсем кредит илсех каймаççĕ. Çуракине кăçал та хăйсен вăйĕпех ирттернĕ.
Хуçалăха тухăçлă аталантарма районти фермерсен туслăхĕ те пулăшать. Пĕр вырăнта ялан пахча çимĕç е тыр-пул туса илес мар тесе Плотниковсемпе Андреевсем лаптăксене пĕр-пĕринпе ылмашăнса усă кураççĕ. Çакă тăпра пулăхне упраса пыма, çавăн пекех кăштах ÿстерме те май парать. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.