Амăшĕ йĕрсе хĕрне вăрçа ăсатнă

6 Авг, 2018

Анастасия Навознова /хĕр чухнехи хушамачĕ Табакаева/ 95-рен иртнĕ ĕнтĕ. Вăл Ульяновск облаçĕнчи Тереньга районĕнчи Хĕветĕрьел чăваш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Халĕ хĕлле хулара пурăнать, çу кунĕсене тăван ялĕнче ирттерет. Каласа памалли нумай унăн: хĕрарăм Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вут-çулăмĕ витĕр тухнă.

ял вăрçа ăсатрĕ. Мана çуртран кутăн уттарса илсе тухрĕç, çапла тусан çын каялла таврăнать имĕш. Çакна курса тăракан анне татăлса йĕнипе тăнне çухатрĕ. Чĕмпĕре пире лашапа илсе çитерчĕç. Унтан машинăпа Сталинград еннелле çул тытрăмăр. Çитрĕмĕр те – хула веçех ишĕлсе пĕтнĕ! Пире пĕр çурта хваттере ячĕç. Служба вырăнĕ вара – медсанбат. Госпитальте санитаркăсем пулса тăтăмăр. Аманнисене тата чирлисене умлăн-хыçлăн илсе килеççĕ. Эпир вĕсене наçилккепе йăтса кĕретпĕр, çуса тасататпăр, хыратпăр, операци сĕтелĕ çине хуратпăр, унтан илсе кайса койка çине вырттаратпăр. Арçынсем вара 100 килограмм ытла таяканнисем те пур! Операци хыççăн юлнă каяша ятарлă шăтăка çĕр айне чавса пытаратпăр. «Хăратăп, пултараймастăп» тесе тăраймастăн унта: вăрçăра çынсен пурнăçне çăлмалла! — пуçларĕ вăл калаçăва.
Чăваш хĕрĕ Курск пĕккинче те, Украинăри хĕрÿ çапăçусенче те пулнă.
— Пирĕн дивизи ертÿçи шурă лашапа çÿретчĕ, машинăпа ярăнма юратмастчĕ. 40 çултан иртнĕ хĕрарăм Павла Городских хирургра ĕçлетчĕ. Вăлах пирĕн взводăн командирĕччĕ.
Пĕрре Украинăра тĕттĕм пулсан операци тăвакан çуртран тепĕрне кайма урама тухрăм. Хайхи инçетре самолет вĕçнĕ сасă илтĕнет. Тÿрех чухларăм: ку самолет пирĕн мар! Çапла итлесе тăнă вăхăтра вăл пуç тăрринчен вĕçсе иртрĕ те хирурги уйрăмĕн çурчĕ çине бомба пăрахса хăварчĕ. Кĕр- рĕс! турĕ тавралăх. Хирурги уйрăмне чупса кĕтĕмĕр. Унта мачча ишĕлсе аннă, Павла Ивановна ахлатса выртать. Вăл йывăр аманнă. Ăна хăвăртрах урăх госпитале илсе кайрĕç. Анчах юратнă хирурга урăх кураймарăмăр, вăл виçĕ кунтан вилнĕ терĕç. Питĕ лайăх хĕрарăмччĕ хăй, пирĕншĕн анне вырăнĕнчехчĕ. Кайран пĕлтерчĕç: эпир ăçта тăнине кам-тăр нимĕçсене каласа панă, вĕсене сутăннă, – салхуллăн каласа парать кинемей.
Вăрçă çулĕпе пырса Наçтук аппа Румыние, Бессарабие, Болгарие, Югославие, Венгрие, Австрие çитет.
— Югославире пире темиçе пÿлĕмлĕ пысăк хваттере ячĕç. Хуçи питĕ аванни лекрĕ. Вĕсен калаçăвĕ те вырăс чĕлхине çывăх, кăштах ăнланма пулать. Хуçа каçсерен хăй хатĕрленĕ хĕрлĕ эрехне ĕçетчĕ. Пире те кăнтăрлахи апата пырсан ывăннине ирттерме кăштах ярса паратчĕ. Эрехĕ путвалта виçĕ пичкепе ларатчĕ: 100, 200 тата 300 литрлисемпе. Çак хваттерте «Тефаль» ятлă чейник курни те тĕлĕнтерчĕ, пирĕн çĕршывра вăл вăхăтра ун пекки пулман, – аса илет вăрçă ветеранĕ.
Табакаева ефрейторшăн вăрçă Австрире вĕçленнĕ.
— Пĕрре çапла пирĕн пата çывăрнă чухне хĕрсем пырса кĕчĕç. «Тăрăр, мĕн çывăрса выртатăр? Вăрçă пĕтнĕ вĕт!» – теççĕ хайхискерсем. «Мĕн пулнă? Мĕнле пĕтнĕ?» – тĕлĕнетпĕр эпир. Кăштах вăхăт иртсен çеç ăнланса илтĕмĕр. «Тумланăр, урама тухăр, пырăр!» – тесе каласа хăварчĕç пикесем. Урама тухрăмăр та – пурте кăшкăраççĕ: «Çĕнтертĕмĕр! Эпир çĕнтертĕмĕр! Гитлер капут!» Пире 100 грамм эрех ярса пачĕç. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.