Кинора ÿкерĕнес килет-и? Хăюллăрах пулăр!

2 Авг, 2018

Кино ÿкересси мĕнрен пуçланать? Сериалти сăнара калăпламашкăн мĕн тумалла? Çăлтăрсемпе туслашмашкăн йывăр-и? Кино производствинче тар тăкакан Валентина Никитина вăрттăнлăх чатăрне çĕклерĕ.

Тĕллев — Мускав

Канаш районĕнче çуралса ÿснĕ
хĕр 2001 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ
ЧПУн журналистика факультетне
вĕренме кĕнĕ. Студент çулĕсенчех
Валентина Мускава çитме тĕллев
лартнă. Виççĕмĕш курсра пĕлÿ
пухаканскер ĕмĕтне пурнăçланă.
Хĕр тусĕпе Пĕрремĕш телеканал-
ра тухса тăракан «Жди меня» кă-
ларăмра пултарулăх практикинче
пулнă. «Çырусем миххи-миххипе
çитетчĕç. Вĕсене вуласа тухат-
тăмăр, базăна кĕртеттĕмĕр. Тен,
çыру шăрçалакана шыракан пур?
Чăнах та, çакнашкаллисем тупă-
натчĕç. Йывăр, кăсăклă шăпал-
лисене уйрăм тытаттăмăр», — аса
илчĕ Валя.
Чăваш хĕрĕ Мускава тÿрех килĕ-
штернĕ. Çĕршывăмăрăн тĕп хули
аталанмалли майсемпе илĕртнĕ.
Çавăнпах журналист алла диплом
илсен ниçта та мар, Мускава ăнтăлнă.
Пĕр вăхăт «Автопроводник» журнал-
та вăйне тĕрĕсленĕскер «Амедиа»
кинокомпание ĕçлеме вырнаçнă.
Раççейри чи пысăк пĕрлешÿсенчен
пĕри телесериалсемпе телефиль-
мсем, телепрограммăсем ÿкерет.
Унăн павильонĕсенче драмăсем-
пе детективсем, триллерсемпе ро-
мантикăллă комедисем, ситкомсем
çуралаççĕ. 40 пин тăваткал метрлă
лаптăк йышăнакан студи комплексĕ-
нче 16 павильон вырнаçнă. Компа-
ни ют çыршывсемпе те ĕçлет. Пух-
мачра — «Бедная Настя», «Моя пре-
красная няня», «Не родись краси-
вой», «Татьянин день», «Закрытая
школа» тата ытти паллă телено-
веллăсем. Пирĕн çĕршывра Голли-
вуд студийĕпе пуçарса ÿкернĕ про-
ект та «Амедиа» павильонĕсенче
çуралнă. «Кино ÿкерес ĕç сценари-
рен пуçланать. Вăл кураканшăн инте-
реслĕ, хăйне евĕр пултăр. Экран умĕ-
нче ларакан суяна, ÿстерсе кăтартни-
не тÿрех тавçăрать. Актерсене палăр-
тасси те яваплă. Ятарласа кастинг
йĕркелеççĕ. Комиссире — кастинг ди-
ректорĕ, оператор тата режиссер.
Рольсенче кам выляссине палăртсан
проектăн «пилотне» ÿкереççĕ. Ăна
телеканалсене кăтартаççĕ, сутаççĕ.
Проекта ырлакан малалла ÿкер-
мешкĕн укçа-тенкĕ уйăрать. Хальхи
вăхăтра павильонсенче «Екатери-
на», «Золотая Орда», «Ольга» сери-
алсемпе ĕçлеççĕ», — сăмаха малал-
ла тăсрĕ Валентина. Кинокомпанире
вăл администраторта, ÿкерÿ ĕçĕн ко-
ординаторĕнче, режиссер пулăша-
канĕнче тăрăшнă. Тĕлĕнмелле кăсă-
клă тĕнче хĕр чĕрине çавăрса илнĕ.
Валентина пуласлăхне çак искус-
ствăра çеç курать. Çавăнпах вăл Да-
рья Храмцова актрисăпа кино произ-
водствипе ĕçлеме пуçланă.

Ача ашшĕ-амăшĕ умĕнче вăтанать

Нумаях пулмасть Валентина
ÿкерÿ ушкăнĕпе Испанирен тав-
рăннă. Унта Жирона, Барселона
хулисене çитсе курнă. Ют çĕршыв-
ра паллă вырăнсенче пулнă, кан-
нă тата, паллах, ĕçленĕ. Темиçе
кунрах 2 кĕске метражлă фильм
ÿкернĕ.
Режиссер хальхи вăхăтшăн çивĕч
ыйтăва çĕклеме шут тытнă. Çемье
арканнă чухне ача мĕн туять? Ашшĕ-
амăшĕн хирĕçĕвĕ унăн кăмăлне
мĕнле витĕм кÿрет? Кĕçĕн çултин пă-
шăрханăвне, кулянăвне кăтартса па-
расшăн пулнă пĕрремĕш фильмра.
Ушкăн çак ĕçпе кинофестивальсе-
не хутшăнасшăн. Тепĕр проекта ко-
меди жанрĕпе ÿкернĕ. «8-17 çулсен-
чи ачасемпе ĕçлетпĕр. Темиçе ка-
стинг витĕр тухнăскерсем театр сту-
дийĕсенче ăсталăха туптаççĕ. Сă-
мах май, кĕçĕн çулти актерсемпе
ĕçлеме килĕшет. Вĕсем ÿкерÿ вă-
хăтĕнче хăйне май «уçăлаççĕ». Пул-
тараймасть пуль тетпĕр, анчах ĕçе
пуçĕпех парăннăскерсем куç умĕ-
нчех çунат сараççĕ. Ÿкерÿ лапамне
ашшĕ-амăшне кĕртместпĕр. Çывăх
çынни умĕнче ача вăтанать», — па-
лăртрĕ Валентина. Хĕр республикăн
культура пурнăçне йĕрлет. Валя чă-
ваш театрĕсен Мускаври гастролĕ-
сене яланах çитсе курать. «Çурал-
нă тăрăха манмастăп, чăваш спек-
таклĕсемпе хаваспах паллашатăп.
Пĕрре «Мир» телеканала çитме
тиврĕ. Коридорта тĕрлĕ çĕрте тунă
сăн ÿкерчĕксене çакса тухнă. Вĕсен
хушшинче Чăваш Енре тунисем те
пур. Вĕсемпе киленнĕ май тăван тă-
рăха çитсе курнăнах туйăнчĕ», — терĕ
Валентина.
Кино ÿкересси пачах çăмăл мар.
Кадр хыçĕнчи вун-вун çын ĕçĕ куçа
курăнмасть. Экранра актерсем-
пе çеç киленетпĕр. «Кашниех пал-
лă пулма ăнтăлать. Анчах эпизодри
роле тивĕçмешкĕн вун-вун кастинг
витĕр тухма тивет. Роле паманшăн
кулянмалла мар. Пуç уссан ĕмĕт
пурнăçланмĕ. Хăюлăх тапса тăтăр.
Ăнăçлă проектра роле тивĕçмешкĕн
тÿпери çăлтăрсен «куç хĕсмелле».
Кастинг комиссийĕ йышăннă акте-
рăн ÿкерÿ умĕн чирлени те пулать.
Çур çĕр иртни пĕр сехетре ирхи улт-
тă валли тĕп сăнарăн рольне ка-
лăплакан çук тесе шăнкăравлаççĕ.
Пилĕк сехетре çын тупса паратпăр»,
— терĕ Валя.
Вăл ачасемпе ĕçлеме кăмăл-
лать. Вĕсемпе çыхăну татмасть,
малалла аталанмашкăн пулăшать.
Валентина Никитинăпа ĕçленĕ пĕр
хĕрача халĕ «Доктор Рихтер» се-
риалăн 2-мĕш сезонĕнче ÿкерĕ-
нет. «Гофманиада» мультфиль-
мра сăнарсем те Валя «тупнă» ача-
сен сассипе калаçаççĕ. Сăмах май,
асăннă анимациллĕ ĕçе 17 çул
ÿкернĕ. Кашни пуканене тĕплĕн
хатĕрленĕ. Юпа уйăхĕнче çĕршыв
кинотеатрĕсенче кăтартма палăр-
тнă мультфильмпа чикĕ леш енче
паллашма ĕлкĕрнĕ. Кинофести-
вальсенче тĕрлĕ награда пуçтарнă
ĕçе пысăка хурса хакланă. Çывăх
вăхăтра «Оранжевая корова» çĕнĕ
мультик тухмалла. Унти сăнарсем
те Валентина Никитинăпа ĕçленĕ
маттурсен сассисемпе калаçаççĕ.
«Ачасенчен тĕлĕнетĕп. Вĕсем
ĕçе хăвăрт кĕрсе каяççĕ. Инди
фильмĕсенче ÿкерĕнмешкĕн ка-
стинг тухнăскерсем 40 градус шă-
рăхра ĕçлерĕç. Пĕри те куштан-
ланмарĕ. «Ачана ăçта вылясси
пĕлтерĕшсĕр, анчах кинора кăсă-
клăрах», — теççĕ кино индустрийĕн-
че», — сăмаха малалла тăсрĕ пул-
таруллă пике.

Каникула кайнă та...

Валентина кинора ÿкерĕнес кă-
мăллă чăваш ачисене ялан хавас.
Акă нумаях пулмасть Вăрнарта пу-
рăнакан Данила Кузьмин «Ера-
лаш» кастингĕ витĕр тухнă.
10-ри арçын ачана кĕске
метражлă фильмра
эпизодра выляма
чĕннĕ. Пĕр куна
тăсăлнă ĕçре Да-
нил столовăйĕн-
че черетре тăнă.
Вăрнар ачи унта
мĕнле çитнĕ тетĕр-и?
Каникулта Мускавра пурăнакан
тетĕшĕ патне хăнана килнĕ иккен. Ка-
стинг пирки илтнĕ те хутшăнас тенĕ.
Тепĕр чăваш хĕрачи, Сели-
на Радюкова, кино искусствин-
че пĕрремĕш утăмсем тăвать.
Вăл та кĕске метражлă фильмра
ÿкерĕннĕ. «Кашниех кинора ÿкерĕ-
неет. Çакăн валли видео хатĕрле-
мелле. Унта ачан кĕскен хăйĕн çин-
чен каласа кăтартмалла. Сăвă ву-
лама юрать. Сăн ÿкерчĕксем кирлĕ.
Вĕсенче пит, кĕлетке курăнтăр. Тум
тĕлĕшĕнчен ахаль футболкăпа йĕм
тăхăнмалла. Ашшĕ-амăшĕ ачана
кастинга капăр тăхăнтартса, чаплă
прическа туса ертсе килет. Эпир
тума хакламастпăр. Пире ача пул-
тарулăхĕ кăсăклантарать. Вăрт-
тăнлăха уçам-ха, ытларах чухне
ÿкерĕнмешкĕн кăшт туллирех, чă-
мăркка питлĕ, хĕрлĕ çÿçлĕ ача-
сене суйлаççĕ. Вĕсем куракан кă-
мăлне çавăраççĕ», — пĕлтерчĕ хĕр.
Анчах малтан кастинг витĕр тух-
малла. 6-7 çултисене сăвă вула-
ма сĕнеççĕ пулсан кĕçĕнреххисене
канфет туртса илме ыйтаççĕ. Ача
çакна мĕнле пурнăçлĕ-ши? Опытлă
режиссерпа оператор кашни хуска-
нăва йĕрлеççĕ. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.