Никама та кирлĕ мар

2 Авг, 2018

Мана та анне çĕр çине телей курмах çуратнă пулĕ-ха. Çут тĕнчене килсен кÿршĕ кинемей пил парса мунчара çунă тетчĕ асанне. Ĕмĕрне качча каймасăр пĕчченлĕхре ирттернĕ вăл. Çавăн шăпине эпĕ малалла тăснăн туйăнать халь мана. Питĕ вăтанаттăм пĕчĕк чухне. Пит çинчи чĕкеç шатрисене уйрăмах чăтма пултараймастăм. Хытанка та тăрнаккай, çинçешке ал-ураллă пулни пушшех те тарăхтаратчĕ. Хама чи хитре мар хĕрсен шутне кĕртнĕ эпĕ ялан. Каçхине клуба тухсан мана никам та вальс ташлама чĕнсе курман, никам та ăсатса яман. Хĕр туссем пуçтарăнса пăшăл пăтти пĕçеретчĕç, ман вара вĕсемпе сăмах хушса калаçмалли çукчĕ. Лараттăм сак хĕрринче мĕскĕннĕн. Пĕрне кÿршĕ ял каччи мотоциклпа ярăнтарнă, тепри пĕрремĕш хут чуптуса курнă… Майĕпен урама та тухма пăрахрăм. Вĕсем тул çутăличченех каччăпа урамра тăнă хушăра эпĕ кĕнеке шĕкĕлчеттĕм. Мана никам та асăрхамастчĕ, пур-и эпĕ е çук-и? «Мĕншĕн килте ларатăн, айта пирĕнпе», — тесе калакан та çукчĕ. Хĕр тусăмсене манпа кичемччĕ пуль çав: каччă çук. Тĕкĕртен сăнаса пăхаттăм та хитре хĕрех кураттăм: пысăк хăмăр куçлă, тÿрĕ сăмсаллă, тутасем те çĕр çырли евĕр, вăрăм çырă çÿçлĕ. Ытла та вăтанчăк пулнăран çынна куçран пăхса та калаçаймастăм. Урампа учитель хирĕç утса килнине курсан та помидор пек хĕрелеттĕм те. Тарса пытанас килетчĕ ăçта та пулин, каялла çаврăнса утма аван марччĕ.
Аслă шкула вĕренме кĕтĕм. Пирĕн факультетра хĕрсем те, каччăсем те нумайччĕ. Маншăн вĕренÿ шкулти пекех чи пĕрремĕш вырăнтаччĕ. Кĕнекесем питĕ юратнăран пушă вăхăта вулавăшра ирт-тереттĕм. Институтра вĕреннĕ чухне ман хыççăн чупакансем те тупăнчĕç: анчах та пĕри те чĕрере йăшăл тутармастчĕ. Куçлăхлисем, курпунлисем, çемçешкесемпе меммесем ман валли марччĕ. Мачча çÿллĕш каччă куç хыврĕ тăваттăмĕш курсра. Алăка уçса ярсан мăйĕ таран курăнатчĕ-ха, анчах та пуçĕ çукчĕ. Унпа пĕрре кинона кайса килнĕ хыççăн тек тĕл пулас темерĕм: тăрнаккайшăнах. Эпĕ унăн кăвапинчен пăртак çеç çÿллĕрех хĕрача ытла та кулăшла курăнаттăм пулмалла. «Ку страуса ăçтан тупрăн?» — пÿлĕмри хĕрсем те кашни курмассерен йĕкĕлтешетчĕç. Шкул çулĕсенче пиçсе çитеймен пулнă-ши, ушкăнри хĕрсен хушшинче хитрисен йышне кĕртме тытăнчĕç мана. Килĕшÿллĕ тум та улăштарать пуль çав çынна. Хитре çÿреттĕм эпĕ: маншăн атте-анне укçа шеллемен.
Сисмерĕмĕр те пилĕк çул хыçа юлчĕ: алла диплом илтĕмĕр. Мана направленипе республикăри пĕр тĕттĕм яла ячĕç. Шкулăн общежитийĕ çукчĕ — кинемей патне вырнаçтарчĕç. Пĕр кун та тăрас килместчĕ çав ялта, майĕпен ачасене, коллектива хăнăхрăм. Виçĕ çула чăтса ирттернĕ хыççăн тăван шкула физикăпа математика вĕрентме таврăнтăм. Анне çумĕнче çав тери аванччĕ: ирхине те, ĕçрен таврăннă çĕре те вĕри апат хатĕр. Каçсерен тунсăхлама вăхăт пулман — çитес урока вăрахчен хатĕрленме тиветчĕ. Тетрадь тĕрĕслесе çурçĕр те çитетчĕ тепĕр чухне. Калаçас текен каччă нумайччĕ ялта — анчах та трактористсем, фермăра выльăх пăхакансем мана тивĕç мар тесе шухăшлаттăм. Вăхăт иртрĕ, вĕсем те çемье çавăрчĕç. Халь çав ман хыççăн чупнисен ывăл-хĕрĕ шкула сумка йăтса утать. Эпĕ вара халĕ те пĕччен. 48 çула çитнĕскер никама та кирлĕ мар халь тин. Çÿçе сăрласа ĕлкĕрме çук, пилĕк те ĕлĕкхи пек çинçе мар, пит çинче — вун-вун пĕркеленчĕк. Атте чирлесе çĕре кĕчĕ, ватă анне майĕпен çеç кăштăртаткаласа çÿрет. Ăна пăрахса эпĕ халь тин ниçта та каяс çук. Малалла вулас...
 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.