Телефонсăр — пĕр кун

2 Авг, 2018

«Контактра» соцсетьри «Тантăш-Тетте-Самант» ушкăнра «Телефонсăр — пĕр кун» тĕпчев иртрĕ. Çĕнтерÿçе онлайн-сасăлав мелĕпе палăртрăмăр. Вăл — Муркаш районĕнчи Отарккă хĕрĕ Вероника Николаева. Саламлатпăр!
Вулакансене конкурса хутшăннă кăсăклă тĕпчев ĕçĕсемпе паллашма сĕнетпĕр.

«Эсĕ чиперех-и?»

Паянхи кун телефон пирĕншĕн будильник, телевизор, радио тата тем те пĕр пулса тăчĕ. Анчах пĕр кун та пулин унпа усă курмасăр пурăнма пулать-ши? Çак ыйту хуравне тупма тĕпчев ирттерес терĕм.
Ирхине вăрансан яланхи пек социаллă сетьсене тĕрĕслес вырăнне чупма тухрăм. Çанталăк лайăх — хĕвел питех хĕртмест, çумăр пĕлĕчĕсем çук. Сывлăха çирĕплетнĕ хыççăн асаннепе яшка пĕçертĕмĕр. Апат хатĕрленĕ хушăра асанне мана хăйĕн çамрăклăхĕ пирки каласа пачĕ. Епле интереслĕ ирттернĕ вĕсем вăхăта — ĕçлеме те, савăнма та пĕлнĕ.
Кăнтăрла выльăх-чĕрлĕхе апат патăмăр. Ун хыççăн эпĕ Александр Артемьевăн «Салампи» хайлавне вулама тытăнтăм. Кĕнеке кăсăклă пулнипе икĕ сехет сисĕнмесĕрех иртрĕ. Пахчана тухма тăнăччĕ çеç, урамра такам: «Ве-ро-ни-ка!» — кăшкăрни илтĕнчĕ. Сассинчен палларăм, ку — Марина юлташăм. «Эсĕ чиперех-и? Телефона ма тытмастăн вара?» — ыйтрĕ манран тусăм. Çак таранччен телефон пирки пачах та аса илмен эпĕ. Маринăна телефонсăр пĕр кун ирттерме шухăш тытнине пĕлтертĕм. Вăл тĕлĕнчĕ, анчах хăй те çакăн пек тĕпчеве хутшăнма хирĕç маррине палăртрĕ.
Юлташпа иксĕмĕр шыва кĕме кайрăмăр. Чылай вăхăт чăмпăлтатнă хыççăн киле таврăнтăм. Анне ĕçрен килнĕ-мĕн. Унпа пĕрле пахчана тухса хăмла çырлипе хурлăхан пуçтартăм, кайран хĕл валли компот вĕретрĕмĕр. Каç çитнине сиссе те юлаймарăм. Кун питĕ усăллă иртрĕ, мана пĕтĕмпех килĕшрĕ. Чи кирли вара — телефон çинчен пĕр шухăш та пулмарĕ.

Вероника НИКОЛАЕВА.
Муркаш районĕ, Отарккă.

Кун иртни сисĕнмерĕ

Хам çамрăк пулнипе хальхи вăхăтра телефонсăр пурăнма çăмăл маррине ăнланатăп. Сывлăха та пĕтеретпĕр, вăхăта та усăсăр ирттеретпĕр. Çапах теле-фонсăр пурăнма та май çук, хальхи пурнăçа питĕ çăмăллатать вăл. Анчах кунĕпе вăйă выляса ларсан усси пулмĕ.
Каникул вăхăтĕнче пĕр кун телефонсăр пурăнса пăхас терĕм. Ытла йывăр та мар иккен. Ирхине выльăх-чĕрлĕхе апат патăм, йăмăкпа кукăль çупрăмăр, унтан йăрансене çум курăкран тасатрăмăр, шыва кĕме кайса килтĕмĕр. Кăнтăр вăхăчĕ иртсен çырлара пултăм. Унтан клубра репетици иртрĕ, каярах хамăрăн ансамбльпе сăн ÿкерĕнме кайрăм. Каçхине пахча çимĕçе шăвартăм. Кун иртни сисĕнмерĕ.
Пушă вăхăтра темĕн те тума пулать: кĕнеке вулама, урамра туссемпе выляма, аттепе аннене пулăшма тата мĕн те пулин ăсталама. Эпĕ вара пĕчĕк чиркÿ турăм. Çирĕппĕнех калатăп: телефонсăр пурăнма пулать!

Дмитрий МЯСНИКОВ.
Самар облаçĕ,
Шунтал районĕ, Аксаку.

Тулли верси...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.