Атте-аннерен хакли çук

1 Авг, 2018

«Трак шкулĕ халĕ те манăн асăмран каймасть, — тет Васнар ялĕнче çуралса ÿснĕ Акулина Прокопьева. — Валентина Ивановна завуча паян та манаймастăп. Эпĕ темшĕн черчени предметне кăмăллаттăм. Каярахпа вара çĕвĕç профессине килĕштертĕм».
Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Акулина Прокопьевна Сталин ячĕллĕ хуçалăхра вăй хунă. «Васнар тăрăхĕнче ура пусман çĕр юлман пулас манăн», — куç умне кăларать иртнине.
1958 çулта хĕр Çĕньял Карайри Герман Григорьевпа çемье çавăрнă. Сăмах май, мăшăрĕ малтан экскаваторпа ĕçленĕ, каярахпа — вăрманçăра. Вĕсем пилĕк ывăлпа пĕр хĕр çуратса ÿстернĕ. Аслă ывăлĕ Александр хăйĕн ĕçне йĕркеленĕ, мăшăрĕпе виçĕ ача çитĕнтернĕ. Вениаминăн та икĕ хĕрпе пĕр ывăл. Шел, Петрăн кун-çулĕ кĕске пулчĕ. Икĕ ачи çурма тăлăх çитĕнчĕ. Вăл ăста купăсçă пулнипе ял çыннин асĕнче юлчĕ. Валерий строитель профессине алла илнĕ, мăшăрĕпе виçĕ ача ÿстереççĕ. Хĕрĕ Вера — сутуçă, çĕвĕçĕ. Унăн та виçĕ ача.
Акулина Прокопьевна тăхăр теçеткене çывхарать пулсан та ăс-тăнĕ тĕлĕшпе питĕ çивĕч. «Атте Прокопий Евдокимов 1885-1950 çулсенче пурăннă, — терĕ вăл асаилÿ авăрне путнă май. — Эпĕ качча тухиччен çĕре кĕчĕ вăл. Анне Иустиния Павловна 93 çулччен пурăнчĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсен вĕçĕнче ял куштанĕсем алхаснă вăхăт чи хăрушши шутланнă. Атте ун чухне вулăс ĕçтăвкомĕнче Малти Тракри Г.Степановпа пĕрле ĕçленĕ. Куштансем, кĕвĕç çынсем пăлхав çĕклесе кивĕ самана çыннисене пĕтерме калаçса татăлнă. Малтан Г.Степанова тĕп тунă. Унтан аттене вĕлерме шухăшланă. Ăна-кăна ăнкармалăх çитĕннĕ Санькка пиччене кун пирки систернĕ. «Хура халăх сирĕн аçуна вĕлерме пырать», — тенĕ. Пичче пÿрте чупса кĕнĕ те: «Атте сана вĕлерме килеççĕ. Тарса пытан», — тесе кăшкăрнă. Атте малтанах ăна ĕненмен. «Эпĕ никама та усал туман-çке. Мана мĕншĕн вĕлермелле?» — иккĕленнĕ вăл. Анне çак самантра тĕпел кукринче апат пĕçернĕ. Атте чÿречерен чукмарсемпе сенĕксем йăтнă пысăк ушкăн килнине курса сăхманпа çĕлĕкне пăтаран илнĕ те кил картине чупса тухнă. Анкарти хыçĕнчи кĕлет айне кайса выртнă.
Тепĕр самантран пăлхавçăсем пÿрте кĕрсе тăнă. Вĕсем анне аллине хĕрес çумне пăталама хатĕрленĕ евĕр ик еннелле хыттăн туртса лартнă: «Упăшку ăçта? Каламасан хăвна вĕлеретпĕр!» — тенĕ кăшкăрса. Анне пĕлмене пенĕ. Лешсем татах хаярланнă. Ăна кăмака умĕнчи пуленккепе çапнă. Атте çавăнтах выртнă. Каç пулсан тăванĕ патне кайнă. Çапла майпа вăл вилĕмрен çăлăнса юлнă <...> ».
Çывăх çыннисенчен юлнă çи-пуçа упрани — мĕн тери пысăк пуянлăх. Ара, аттепе аннерен хакли çĕр çинче никам та çук. Çулсем иртнĕçемĕн вĕсен сăнарĕсем чĕрере татах та çутăрах, ăшăрах.

Тулли верси...
 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.