- Чăвашла верси
- Русская версия
Атя Китая
220 çул иртрĕ пулин те Никита Бичуринăн «Атя Китая!» чĕнĕвĕ-йыхравĕ паянхи кун уйрăмах витĕмлĕ. Унăн кун-çулĕпе танлаштарсан пурнăç чылай улшăнчĕ. Китай тĕлĕнмелле аталанчĕ. Унăн асамлăхĕ Хусана та çитрĕ. Хамăр Шупашкарта та вĕсен студенчĕсем хань чĕлхи вĕрентсе пирĕн çĕршывсене çывăхлатрĕç.
Хальхи вăхăтра Китай кĕнеки-журналĕ пайтах. Интернетра чĕлхе курсĕсем пур. Мускаври туслăх обществи 60 çул тултарчĕ.
Никита Бичурин çуралнăранпа 240 çул çитнине паллă тума Кÿкеç музейне хуларан 15 çынлă делегаци килсе çитрĕ. Хань чĕлхине вĕрентекенсен ассоциацийĕн президенчĕ Сун Сяовэй сăмах каларĕ. Кăçал музей директорĕ И.В.Удалова Китайра икĕ эрне пулчĕ. Наци библиотекинче Китай культурин залне йĕркелерĕç. Унта журналсемпе словарьсем пур.
Музей ĕçченĕ Анастасия Данилова 2 пин çурă иероглиф вĕренчĕ. Çавăнпах маттурскере Китая илсе кайрĕç. Гуйчжоу провинцийĕн Гуйян хулинчи университета çитрĕ. Унччен çав тăрăхалла И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУран — Е.В.Сухова, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУран — М.Н.Краснова, гуманитари институтĕнчен В.С.Григорьев кайса килчĕç.
Владимир Тулай поэт «Москва-Пекин» юрра кÿлмек хĕрринче час-часах аса илтерет.
Юлташсем, эсир те китайла çакăн пек сăмахсем пĕлетĕр: чай, ушу, фэншуй, женьшень, дань, цунь, ли, юань, инь-ян, Шанхай, Шаолинь, дао, тайфун, Конфуций, Тяньшань, Хуанхе, минтай, Циндао, Тяньаньмень, Мао Дзедун, Си Цзиньпин…
Хэйхэпе Благовещенска Амур урлă сыпăнтаракан кĕпер часах хута кайĕ. Вăл вара пире Китайпа тата тачăрах пĕрлешме пулăшать. Чăваш Енпе Аньхой провинцийĕн туслă çыхăнăвĕ çирĕпленсех пырать. Хэфэй тĕп хулин университечĕ чăваш çамрăкĕсене ырă сунса Ни хао! Хуанинь! — тесе йыхравлать.
Комментировать