Тутлă та усăллă-çке тин сунă сĕт!

26 Июл, 2018

Ачалăхри çуллахи каникул вăхăтĕнчи савăк вăхăт пекки урăх çук та пуль. Авăнăн 1-мĕшĕнче парта хушшине ларсан та шухăшсем каникултах, тус-юлташăн хаваслă сасси те хăлхарах...
Рома Янышев 3-мĕш класа аван паллăсемпе вĕçленĕ. Ытти ача-пăча пекех каникула усăллă ирттерме тăрăшать вăл. Акă, нумаях пулмасть Çĕнĕ Шупашкарта хреснамăшĕ патĕнче пулнине пĕлтерчĕ. Хулара ăна ытларах килĕшнине пытармарĕ. Ара, ялта вăл çитĕннĕ арçын ача пек вăй хурать-çке. Утă пуçтарнă çĕре хутшăнать, хур-кăвакала астăвать, ĕнесене çитерме илсе çÿрет…


Кăçал парта хушшине пĕрремĕш хут ларма хатĕрленекен йăмăкĕ Кристина та ăна пулăшать. Вĕсен картишĕнче 4 ĕне. Ачасем тин сунă сĕте юратса ĕçеççĕ. «Ĕнесене аппаратпа сăватпăр», — пĕлтерчĕ Рома.
Вăр-варскер шыва кайса кĕме те ĕлкĕрет. Каçсерен ĕç пуçтарсан юлташĕсемпе футболла выляма чупать. Ахальтен-им вăл физкультура чи юратнă предмет терĕ. Рома çур каникул иртнĕшĕн пăшăрханать.
Хăш-пĕр ялта ачасем валли укçа ĕçлесе илме май çукрах пулсан та çитĕннисем вĕсен канăвне тĕрĕс йĕркелеме тăрăшаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкĕсене ĕçе хăнăхтарать. Ял пурнăçне те килĕштерекен Рома ÿссен тракторист пулма ĕмĕтленнине пытармарĕ. «Нумай ĕçе унпа пурнăçлама пулать», — татăклăн калаçрĕ арçын ача.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.