Шанчăклă ĕçтешлĕхе хаклатпăр!

Электроэнергин чи лайăх потребителĕсене Федераци Канашĕнче чысларĕç
«Энергоресурссен поставщикĕсемпе потребителĕсем тачă çыхăну тытсан кăна çĕршыв экономикине пахалăх тĕлĕшĕнчен çĕнĕ шая çĕклеме, ăна кал-кал ĕçлеттерсе яма пулать», — çак шухăша Федераци Канашĕн Экономика политикин комитечĕн председателĕн заместителĕ Сергей Шатиров Федераци шайĕнчи
V «Шанчăклă ĕçтеш» акци çĕнтерÿçисене савăнăçлă лару-тăрура наградăлассине халалланă церемонире палăртрĕ. Унта хутшăннисен шухăшĕпе, ку акци шăпах асăннă ĕçе пурнăçлама пулăшать.

Хутшăну площадки
Энергоресурссен поставщикĕсемпе потребителĕсен хутшăнăвĕсен ыйтăвне сенаторсем куçран вĕçертмеççĕ, терĕ Сергей Шатиров. Пĕр енчен, ку энергипе тивĕçтерессин пахалăхĕпе шанчăклăхне, энергокомплекса çĕнетессине, çĕнĕ оборудование, çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртессине, энергетика тухăçлăхне тата хăрушсăрлăхне пырса тивет, тепĕр енче вара — килĕшÿри энергишĕн туллин тÿлессипе çыхăннă обязательствăсене пурнăçласси.
Çапла калани ăнсăртран мар. Паян Раççейре энергоресурссемшĕн тÿлессипе çыхăннă парăмсен виçи çĕр-çĕр миллиард тенкĕпе танлашать. Çак условисенче энергетиксем потребительсемпе пĕр чĕлхе тупма ăнтăлнине ăнланмалла.
ЭСК РусГидро Федераци Канашĕн Экономика политикин комитечĕпе, федерацин влаç органĕсемпе, бизнес-пĕрлĕхпе, професси пĕрлĕхĕсемпе пĕрле йĕркеленĕ «Шанчăклă ĕçтешлĕх» акци тĕллевĕ — шăпах энергоресурссен поставщикĕсемпе потребителĕсем пĕр-пĕрне шанассине çирĕплетесси.
2018 çулта федераци шайĕнчи акци Раççейĕн 30 субъектĕнче иртнĕ. 600 пин ытла потребителе-юридици тытăмне шанчăклăх тĕлĕшпе тĕрĕсленĕ. Çĕршывăн 9 регионĕнчи, çав шутра Чăваш Енри организацисем кăна энергетиксен тÿрĕ кăмăллă ĕçтешĕсен федераци шайĕнчи рейтингне кĕнĕ.
Виçеллĕ усă куратпăр, перекетлĕ тÿлетпĕр
Чăваш Енре конкурса ЧЭСК ЧР Министрсен Кабинечĕ пулăшнипе йĕркеленĕ. Компанин корпоративлă 13,2 пин клиентĕнчен конкурс комиссийĕ 2017 çулхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх электроэнергин чи лайăх 28 потребительне шанчăклă ĕçтеш ятне панă. Федераци конкурсĕнче жюри çак списокран чи лайăххисене — республикăри 5 предприятипе учреждение — суйласа илнĕ: «Автофургонсен комбиначĕ» /Çĕмĕрле хули/, «Воддорстрой» ООО /Çĕрпÿ районĕ/, Канашри «УК ЖКХ» МП, Çĕнĕ Шупашкар хулин администрацийĕ тата «Çĕнĕ Шупашкар хулинчи КС» МУП.
Паллах, вĕсенчен кашнийĕншĕн электричество — тăкаксен самай пысăк статйи. Çапах вĕсен ертÿçисен киловатсене тÿлевсĕрех çунтарасси пирки шухăш та çуралмасть. Энергетиксен умĕнчи обязательствăсене вăхăтра пурнăçлаççĕ, тÿрĕ кăмăллăха тĕпе хураççĕ — энергосбыт компанийĕн шанăçне тÿрре кăлараççĕ.
Чăн та, çак потребительсен шанчăклăхне пысăка хунă май «электричество конкурсĕн» жюрийĕ вĕсен тÿлев дисциплинипе пĕрлех компанисем энерги перекетлес енĕпе мерăсем йышăннине те хакланă. Электричество тĕлĕшпе вара кирек хăш отрасльте те перекетлеме май пур. Конкурс çĕнтерÿçисем те çирĕплетеççĕ: шăпах энерги перекетлемелли технологисене ĕçе кĕртни пысăк усă кÿрет, тăкаксене чакарса конкурентлăха çирĕплетме май парать.
Наградăсем
паттăрсене тупрĕç
Конкурсăн республикăри тапхăрĕн çĕнте¬рÿçисемпе лауреачĕсене çĕртме уйăхĕн варринче ЧР Правительство çуртĕнче наградăланăччĕ. Тивĕçлĕ наградăсене вĕсем ЧР Министрсен Кабинечĕн пуçлăхĕн Иван Моторинăн тата ЭСК РусГидро гендиректорĕн Владимир Кимеринăн, çак тĕллевпе Шупашкара ятарласа килнĕскерĕн, аллинчен илнĕччĕ. Владимир Анатольевич Федераци Канашĕнче те хăйсен чи лайăх клиенчĕсене ăшшăн саламларĕ, «тÿлев дисциплинишĕн хавхалантарни потребительсемпе тытакан лайăх хутшăнусемпе танах пысăк пĕлтерĕшлине, «Шанчăклă ĕçтеш» акци клиентсен тÿрĕ кăмăллăхне çирĕплетмелли инструмент пулса тăнине» палăртрĕ.
Конкурс хăй те аталанса пырать — çуллен çĕнĕлĕхсемпе савăнтарать. 2017 çулта VIP-клиентсем текен ăнлава ĕçе кĕртнĕччĕ. Халь акци çĕнтерÿçисемпе лауреачĕсене ятарлă VIP-карточкăсем параççĕ. Вĕсен хуçисене РусГидро ушкăнĕнчи энергосбыт компанийĕсем энергипе усă курнă чух тăкаксене чакарас енĕпе тÿлевсĕр консультаци параççĕ, çакă предприятисен экономикине ырă витĕм кÿрет.
Кăçалхи çĕнĕ номинаци — «Прогресшăн». Вăл — унччен чăрмавлă пулнă, халь вара лару-тăрăва йĕркелеме пултарнă май тÿлев дисциплинине пăхăнакан потребительсем валли. Тата — энергосбытсен корпоративлă сайчĕсенче Хисеп хăми уçни. Унта çĕнтерÿçĕсемпе лауреатсем пирки информаци вырнаçтараççĕ. Сăмах май, Чăваш энергосбыт компанийĕ хăй те наградăсăр юлмарĕ. Вăл «Шанчăклă ĕçтеш» акцие хастар хутшăннине Федераци Канашĕн Тав хучĕпе хакланă.
Николай КОНОВАЛОВ.
ЧЭСК пресс-службин сăн ÿкерчĕкĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.