- Чăвашла верси
- Русская версия
Тĕрмене лексен ирĕкри туссем килсе курĕç-и?
«Эпĕ ăна пуçа çухатасла юратрăм... Начарри пирки шухăшламан, унăн кашни сăмахне ĕнентĕм. Вăл наркотик сарас ĕçе хутшăннине пĕлмен. Эпĕ унпа пĕрле çÿреттĕм-ха, анчах спайс чĕркемĕсене курман, тытман. Çапла лекрĕмĕр: ăна 9 çуллăха ирĕкрен хăтарчĕç, мана — 6 çуллăха», — тĕрмене мĕнле лекнине каларĕ Шупашкар хĕрĕ Татьяна.
Хавхалантарма — тĕлпулу
Йĕплĕ пралук леш енче вăл — 4 çул. Çамрăклăха çакăнта ирттерме тивнишĕн 26-ри хĕр питĕ кулянать. «Анне: «Хăçан килетĕн?» — тесе ыйтать. Татăклăн нимĕн те калаймастăп. Вăл манăн сасса илтсенех йĕме тытăнать. Эпĕ аннене, шăллăма питĕ кирлĕ. Май пур таран пулăшма тăрăшатăп. Тĕрмере çĕвĕçре ĕçлетĕп, килтисем патне укçа ярсах тăратăп. Эпĕ пирус туртмастăп, кунта апат та çителĕклĕ, лавккаран нимех те туянса тăккаланмастăп. Укçа пухатăп — ирĕке тухнă хыççăн ура çине çирĕп тăриччен пурăнма кирлĕ пулĕ. Аннен маншăн ахаль те нумай тÿсме тиврĕ, кайран унăн ĕнси çинче ларас килмес», — чунне уçрĕ Таня. Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн вăл техникумра пĕлÿ илме ĕлкĕрнĕ, ĕçе вырнаçнă… Хăй тĕллĕн пурăнма тытăннă кăна — такăннă. «Эпĕ унчченхи туссемпе, вăл шутра савнипе те, пур çыхăнăва татрăм. Мана шурлăха сĕтĕрекен хутшăнусем кирлĕ мар. Çĕнĕ пурнăç пуçлăп. Ырри килтĕр тесен ун пирки ĕмĕтленмелле теççĕ. Эпĕ те çаплах, çутă шанчăкпа пурăнатăп», — пĕтĕмлетрĕ хĕр.
Ку тĕлпулу иртнĕ эрнекун Куславккари 5-мĕш колонире Уçă алăксен кунĕнче пулса иртрĕ. Ăна Çемье, юратупа шанчăклăх уявне халалласа ирттерчĕç. Хăйсене лайăх енчен кăтартнă ристансене хавхалантарас тĕллевпе çывăх çыннисемпе курнăçмашкăн май турĕç. Колони пуçлăхĕ Дамир Якупов каланă тăрăх, фильмсем пăхса çынсем колонири услови пирки йăнăш шухăшлаççĕ имĕш. «Уçă алăксен кунĕнче йăлтах хăйсен курса ĕненме май пур: пирĕн хĕрсен /кунта ларакансене вăл çапла калать. — Авт./ пурте йĕркеллех. Анчах кунта курорт та, кану лагерĕ те мар. Ирĕкпе сыв пуллашнисен 70% — йывăр тата уйрăмах йывăр преступлени тунă. Выçă никам та лармасть. Хамăр колони столовăйĕнчех укçалла апат-çимĕç туянма пулать. Пельмень, катлет, салат, чăх сутлăхра пур. Какайĕ те — чăн-чăнни, лавккасенче пекки мар», — терĕ Дамир Сулейманович зонăна кĕрсе курма хатĕрленекенсене.
Эпĕ тĕрмере — пĕрремĕш хут. Сумкăна хăварма ыйтрĕç. Йĕрки çапла: телефон, флешка, usb-кабель тата ытти хатĕр-хĕтĕре илсе кĕме юрамасть. Алăра — пропуск, ручкăпа блокнот. Виçĕ хут тимĕр решеткеллĕ алăк шăлт-шалт хупăнчĕ, надзиратель металлоискательпе тĕрĕслерĕ… Эпир — зонăра. Ристансен пурнăçĕ пирки пирĕн хаçатра çырса кăтартнăччĕ. Аса илтерсе хăварам: тĕрмере ларакансен пурин те /тивĕçлĕ канурисемпе чирлисемсĕр пуçне/ ĕçлемелле. Ытларахăшĕ çĕвĕ фабрикинче тăрăшать. Раççейри хĕç-пăшаллă вăйсем валли çуллахи, хĕллехи çар формисем, предприяти-организацисем валли ĕç тумĕ çĕлеççĕ. Патшалăх заданийĕ пур. Çĕвĕçсен вăтам шалăвĕ — 8-15 пин тенкĕ, хăйсен ĕçне питĕ хăвăрт пурнăçлакансем ытларах илеççĕ.
Киносенче кăтартнă пек ристансем тĕттĕм, тĕссĕр стенасемлĕ камерăра лармаççĕ, общежитире кун кунлаççĕ. Хăйсене уйрăмах лайăх тытакансен пурăнмалли условийĕсем хăтлă. Тăватă вырăнлă пÿлĕмсенче — хулăн матраслă йывăç кравать /больницăра та унашкалли çук/, шап-шурă вырăн таврашĕ, чÿрече анисем çинче — чечексем… Коридорта — аквариум, питĕ нумай чечек. «Кĕçех УДО, килте мана атте-анне, 2 ача кĕтет, кĕçĕнни кăçал 1-мĕш класа кайĕ. Çемьепе пĕрле пулас кунсене шутлатăп», — терĕ дневальнăйра ĕçлекен Шура. Вăл та кунта наркотик сарас ĕçе хутшăннăшăн лекнĕ. «Путсĕр çынпа çыхлантăм, темиçе хут судпа айăпланнăскерччĕ», — ÿкĕнчĕ Тутарстан хĕрарăмĕ. Ристансен сăрă кунĕсене йога, акăлчан чĕлхи кружокĕсем кăсăклăх кĕртеççĕ. Вĕсене кунта ларакансемех ертсе пыраççĕ. Кашниех хăйĕн пултарулăхĕпе тепринпе пайланма тăрăшать. Ÿкерес ăсталăх пуррисем стена хаçачĕ кăлараççĕ, юрлама-ташлама кăмăллакансем клуба репетицие çÿреççĕ, парикмахер енĕпе алă çыпăçсан — колони администрацийĕ ирĕк панипе пĕр-пĕрне çÿç касаççĕ…
Амăшĕнчен
ан ютшăнтăр тесе
Уçă алăксен кунне 30 çын килнĕ. Вĕсен хушшинче икĕ каччă пурччĕ, шукăль тумланнă — пиншакпа, галстукпа, пĕрин аллинче — кĕрен пысăк кĕл чечек çыххиччĕ. Кусем Айратпа Амир — пиччĕшĕпе шăллĕ. Амăшĕ патне Тутарстанран килнĕ. Мĕн туяççĕ-ши вĕсем? «Эпир анне патне 3-мĕш хутчен килетпĕр. Кашнинчех чун хурланать. Анне — педагог. Тивĕçлĕ канура çакăн пек хуйхă курмалла пулса тухрĕ унăн», — калаçрĕ кĕçĕнни. Ывăлĕсем амăшĕ патне чечекпе килнĕ тĕк çав хĕрарăм вĕсене тивĕçлĕ воспитани пани иккĕлентермерĕ.
3 çулти арçын ачана çавăтнă арçын вара хĕрне курма килнĕ. Пепке — унăн мăнукĕ. Вĕсем — Хусантан. «Хĕрĕм наркотика пула çакланчĕ. Ывăлне юлашки хут пĕлтĕр кĕркунне курнăччĕ вăл. Ача амăшне манса ан кайтăр тесе инçе çула пăхмасăрах илсе килтĕм. Мăнукăма арăмпа иксĕмĕр пăхатпăр», — хĕрĕпе чăтăмсăррăн тĕл пуласса кĕтрĕ Дмитрий.
Ахаль условисенче пурăнакансем патне те кĕтĕмĕр. 30 вырăнлă самаях пысăк пÿлĕмре хĕрарăмсем пурччĕ. Вĕсен ĕçе иккĕмĕш сменăна 15 сехет валли каймалла. Ĕç ăмăртăвĕсенче Полинăн бригади тăтăшах малти вырăнсене çĕнсе илнине палăртрĕç. Куншăн парнепе е укçан хавхалантараççĕ. Пÿлĕмри пĕчĕк телевизора, шкапа, холодильнике, музыка центрне те çапла майпа илнĕ.
Бригадир та кунтахчĕ. «Эпĕ Белгород облаçĕнчен, 13 çул иртрĕ, тепĕр çулталăк лармалла. Ун чухне эпĕ çамрăкчĕ… Савнипе иксĕмĕр пĕрле унăн юлташне вĕлертĕмĕр. Ăна 8 çуллăха хупрĕç. Пулни-иртнине аса илме юратмастăп, халь тин нимĕн те тÿрлетме çук. Хама валли тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем турăм. Çĕнĕ пурнăç пуçличчен нумай юлмарĕ. Чи кирли — мана атте-анне кĕтет, хама йĕркеллĕ тытса вĕсен шанăçне тÿрре кăларас килет», — терĕ Полина.
Владимирти Турă амăшĕн чиркĕвне, мăсăльман хĕрарăмсен кĕлĕ вуламалли пÿлĕмне кĕрсе куртăмăр. Нумай хĕрарăм йывăр вăхăтра çакăнта йăпанăç тупса чунне тасатать. Çавăн пекех психологпа калаçса хăйсене пăшăрхантаракан ыйтăвăн хуравне тупаççĕ, савăнăçа пайлаççĕ.
Ĕçтешĕсем
наркотик сĕннĕ
Ристансем çывăх çыннисемпе клубра, концерт пуçланас умĕн тĕл пулчĕç, ыталанчĕç, куççуль кăларчĕç. Мероприятие Куславкка районĕнчи хĕрарăмсен канашĕнчен килнĕччĕ. «Эпир — колонин яланхи хăнисем. Республикăра ирĕксĕр хăварнă хĕрарăмсен тĕлĕшпе «Эсĕ кирлĕ пире, тусăм!» проект пурнăçланать. Унпа килĕшÿллĕн, тĕрмене спектакльсем илсе килтĕмĕр. Кăмăл-сипет енĕпе пулăшатпăр. Йывăр самантра çынна итлеме пĕлни те питĕ пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн районта çĕвĕ фабрики уçăлчĕ. Ирĕке тухсан хĕрарăмсем унта ĕçе вырнаçма пултараççĕ», — палăртрĕ районти хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Ирина Филиппова.
Темĕнле концерт та курнă, çирĕплетсех калама пултаратăп: ăна пысăк шайра йĕркеленĕ, зала та питĕ хитре капăрлатнă. Йăлтах шайлашуллă та виçеллĕ хатĕрленĕ. Куракансен куçĕсем шывланчĕç. Юлашкинчен вара юрлакан-ташлакан хĕрарăмсем сцена çинчен анса залри тăванĕсем патне ыткăнчĕç, курма килнĕ ачисем амăшĕсем патне ăнтăлчĕç. Çак самантра темле хытă чун та çемçелмесĕр тÿсеймĕ.
Брянск хĕрĕ Ульяна патне никам та килменччĕ. 24-рискер тĕрмере — 3 çул. Ульяна шкултан кĕмĕл медальпе вĕренсе тухнă хыççăн академие юриста вĕренме кĕнĕ, 4 ют чĕлхе пĕлет. «Студент чухне çĕрлехи клуба ĕçлеме вырнаçрăм. Йăлтах çавăнтан пуçланчĕ. Пĕлĕшсен хушшинче наркомансем пурччĕ, мана та сĕнчĕç…» — хăйĕн шăпипе паллаштарчĕ хĕр. «Шурă вилĕм» никама та тиркемест çав: чиперрисене те, ăслисене те, лайăх çемьерисене те… Ульяна ăнланать: вăл юристра ĕçлеймĕ, урăх професси илме тивĕ.
Итлемен…
Тĕлпулăва килнисем столовăйра сăйланнă май калаçăва малалла тăсрĕç. Çавăнта амăшĕ çумне йăпшăннă хĕре асăрхарăм. Тĕрмере лараканни — хĕрĕ. «Пĕрле пурăннă чухне итленĕ-и вăл сире?» — ыйтмасăр тÿсеймерĕм. «Çук çав, пĕр каччăпа çыхланчĕ те пуçне çухатрĕ… Пĕчченех юлтăм халĕ, хваттерте кушак çеç», — пытармарĕ амăшĕ.
Аслă поварта ĕçлекен Вальăна вăрă-хурахла çаратнăшăн 8 çуллăха ирĕкрен хăтарнă. «Эпĕ ку ĕçе хам туман, çын айăпне йышăнтăм. 5 çул лартăм ĕнтĕ, çак хушăра манăн хĕр вилчĕ, ăна пытарма каяймарăм… Юрать-ха, тăвансем мана пăрахмарĕç. Паян анне, йăмăкпа ачи килчĕç», — шывланнă куçне тартрĕ хĕрарăм.
Гильметдиновсем Хусантан çемйипех çитнĕ: колонире вĕсен пĕртен-пĕр хĕрĕ кун кунлать. «Вăл чаплă туй тума ĕмĕтленетчĕ. Каччипе пĕрле укçа ĕçлесе илес тĕллевпе наркотик саракансемпе явăçнă. Халĕ иккĕшĕ те кирпĕч шутлаççĕ», — çапла ăнлантарчĕ ашшĕ. Вĕсем хĕрĕ патне кашни 2 уйăхра çитме май тупаççĕ.
Тĕрмене кучченеç йăтса мĕн чухлĕ укçа пĕтет? Çак ыйтăва тĕрмере ларакан хĕрĕ патне килнĕ амăшне патăм. «Эпир инçех пурăнмастпăр, Канаш районĕнчен. Паянхи пек кĕске тĕлпулăва килме питĕ тăкаклах мар, 3 кун пурăнас тăк чылай кирлĕ», — терĕ.
Колони пуçлăхĕ каланă тăрăх, Мускавран е аякран çитекенсем пĕрре килсе 100 пин тенкĕ тăкаклаççĕ. «Эпĕ хĕрсене çапла калатăп: аçăр-аннĕр сирĕншĕн мĕн чухлĕ кулянать, ачăрсене пăхать, тĕрмене çÿресе укçа тăкаклать. Эсир вĕсене пулăшăр — шалăва куçарăр. Ку сирĕн лайăх ене палăртать, çакна шута хуратпăрах», — терĕ Дамир Якупов.
Çамрăк чухне темшĕн-çке юлташсем калани пĕлтерĕшлĕрех, атте-анне вĕрентнине хăлхана чикмеççĕ. Йывăрлăха çаклансан вара çав туссем пулăшĕç-и, тĕрмене сумки-сумкипе кучченеç йăтĕç-и? Ашшĕ-амăшĕ, тăвансемсĕр пуçне унта çÿрекен те çук пуль. Амăшĕ çумне йăпшăннă çав хĕр куç умĕнчен каймарĕ: тăван килĕнче пурăннă чухне амăшĕ çумĕнче çапла ачашланнă, чуна уçса калаçнă пулсан, тен, çак инкекрен çăлăнайĕччĕ…
Тĕрме картишне чечексемпе илемлетнĕ, вырăнсене шурă простынь сарнă пулсан та… тĕрме вăл — тĕрмех. Тимĕр алăксем витĕр каялла тухрăмăр, кунта — ирĕк, кунтах лайăх.
Алина ИЗМАН.
Сергей ГЕРАСИМОВ
сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментировать