- Чăвашла верси
- Русская версия
Пенза тăрăхĕнчи ялта машинăсенчен те чăваш юрри илтĕнет
Чăвашсем ăçта кăна пурăнмаççĕ-ши? Çакна пĕлтĕр Чăваш наци конгресĕн туслă йышĕпе пĕрле Байкал кÿлли хĕррине кайсан курса ĕненнĕччĕ. Иркутск облаçĕнче, трассăран 100 çухрăмра вырнаçнă тайгари пĕр ялта, чăвашсем пурăннине пĕлсен тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕччĕ. Çапла, йăхташăмăрсем пирĕн пысăк çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне саланнă. Пенза çĕрĕ çинче те сахал мар вĕсем. Ытларахăшĕ Çăрттанлă районĕнче кун кунлать. Ку районти 10 ялта чăвашсем тутарсемпе, вырăссемпе, ирçесемпе пĕрле туслăн пурăнаççĕ. Кăçал пирĕн çул шăпах çакăнта выртрĕ. Пенза çĕрĕ çинче регионсенчи чăваш çамрăкĕсен пĕрремĕш форумĕ иртрĕ. Шурă Шупашкартан 400 çухрăмра пурăнакан йăхташăмăрсен, Çăрттанлăсен, Акатуйра та савăнма май пулчĕ.
Вырăсла калаçнăшăн… ятлаçаççĕ
Пĕлтĕр Байкал хĕррине кайнă, тус-юлташ пулса тăнă йышпа, тепĕр хут тĕл пулма мĕн тери аван! Хальхинче Пенза тăрăхне ытларах çамрăксем кайни те чуна савăнтарчĕ. Чăваш наци конгресĕ çумĕнчи «Хастар» пĕрлешĕвĕн пайташĕсем, Шупашкарти тĕрлĕ вĕрентÿ учрежденийĕнче ăс пухакан студентсем, Самара, Питĕр, Мурманск, Тюмень хулисенчен килнĕ яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç, юрăçсем, ташă ăстисем виçĕ куна тăсăлакан уява илем кÿме çула тухрĕç. Пенза тăрăхне кайнă виçĕ автобусран пĕринче Сергей Щербаков историк ларса пынă. Çул çинче пынă вăхăтра вăл чăвашсем пирки интереслĕ япала чылай каласа кăтартнă. Хăйне евĕр лекцие çăвар карса итлесе пынă çамрăксем вун-вун ыйту парса çĕннине нумай пĕлнĕ. Пирĕн транспортра историк ларса пыман пулин те вăхăта усăллă ирттертĕмĕр: вăрçă çинчен фильм курса çĕршыв пуласлăхĕшĕн вăйне шеллемесĕр тăшмана хирĕç çапăçнă салтаксен паттăрлăхĕнчен тĕлĕнтĕмĕр. Кино курса пынă вăхăтра Пенза облаçне кĕнине те сиссе юлман. Акă сăртран Çăрттанлă /Неверкино/ сали курăнчĕ!
Кунта пурăнакансене ĕненес тĕк, ăна XVIII ĕмĕрте Невер ятлă чăваш пуçарса янă. Пурăна киле кунта вырăссем, тутарсем куçса килнĕ. Халĕ çак пысăках мар салара тĕрлĕ халăх çынни пурăнать. Кашни кĕтесре — лавкка, лимонад хатĕрлекен цех та пур. Ăна кĕленче савăта тултараççĕ. Ăçта каятăн — пире тарават кĕтсе илнĕ Çăрттанлăсем тÿрех унпа сăйларĕç. Питĕ тутлă! Пирĕн ачалăхра лимонад çавăн пекчĕ.
Пирĕн çул çÿрев вырăнти Чертанка пĕви патне кайнинчен пуçланчĕ. Шăпах унта регионсенчи чăваш çамрăкĕсен пĕрремĕш форумĕ уçăлмаллаччĕ. Çак пĕве малтанах пысăках пулман, пĕр усламçă тăрăшнипе темиçе çухрăма сарăлнă вăл. Ку вырăна çăтмаха çавăрнă: çынсем кунта канма, шашлăк ăшалама, пулă тытма килеççĕ. Пĕвере тытнă пулăран хатĕрленĕ шÿрпепе пирĕн те сăйланма май пулчĕ. Çамрăксем йышпа пĕр сĕтел хушшинче ларнă вăхăтра Çăрттанлă тăрăхĕнче иртекен уявсенчен ырă кăмăл-туйăм кĕтнине пĕлтерчĕç. Софья Бурмистрова, сăмахран, кунта Самара хулинчен çитнĕ. Пулас юрист чăваш çемйинче çуралса ÿснĕ. Ашшĕпе амăшĕ тăван чĕлхепе калаçнине илтсе ÿснĕ пике чăвашлăхшăн тăрăшасшăн. Тăван ялĕнчен, Ишуткелтен, икĕ çул каялла хулана тухса кайнăскер Самарти халăхсен туслăхĕн çуртĕнче иртекен мероприятисенчен юлмасть. Ытларах вăл юрлать. «Шел, эпир, çамрăксем, иккĕн кăна унта. Пирĕн тăрăхра чăваш дискотекисене ирттересси йăлана кĕнĕ. Çамрăксем те, аслăраххисем те ташă каçне пыраççĕ. Унсăр пуçне тăван чĕлхене вĕренмешкĕн ятарлă клуб ĕçлет», — пĕлтерчĕ Чăваш Енре иртнĕ «Иксĕлми çăлкуçсем», «Кĕмĕл сасă» фестивальсене хутшăннă Софья. Унăн тăван ялĕнче чăваш нумай пурăнать. Шел, çамрăксем чăвашла калаçсах каймаççĕ. Софьăн шăллĕ вара тăван чĕлхепе пуплесшĕн, «Чăваш юррисем ярса парăр», — ыйтать вăл çывăх тăванĕсене пĕрмай.
Кашни тăрăхра тĕрлĕ лару-тăру. Ялтан хулана тухса каякан çамрăксенчен чылайăшĕ Стихван Шавлин «Вĕçкĕн Ваççа» юптарăвĕнчи пек «русский» калаçасшăн. Чăваш Енрен аякра вырнаçнă Пенза облаçĕнчи Çăрттанлă районĕнче урăх ÿкерчĕк куртăмăр. Пĕлтĕр Байкал кÿлли хĕррине Акатуй ирттерме кайсан пултаруллă çамрăкпа, çак тăрăхра çуралса ÿснĕ Татьяна Штурминапа, паллашнăччĕ. Пенза хулинче вĕренекен пике пире хăйĕн тăван ялне Итĕм-Курана хăнана йыхравларĕ. «Пирĕн патра урамра утса пынă вăхăтра чăваш калаçăвне çеç илтме пулать», — систерчĕ вăл малтанах. Чăн та, çапла пулчĕ. Урамра тăракан вун-вун çамрăк тăван чĕлхепе пуплени, пытармастăп, питĕ тĕлĕнтерчĕ. Чăвашла калаçма шкулта мар, ашшĕ-амăшĕнчен вĕреннĕ вĕсем. Çамрăксенчен чылайăшĕ хулара ăс пухать. Канмалли куна яла таврăнсан яшсемпе хĕрсем ташă каçне васкаççĕ. Хăшĕ те пулин вырăсла сăмах персе ярсанах: «Мĕншĕн чăвашла пуплеместĕр?» — пĕр-пĕрне вăрçаççĕ. Сăмах май, кунти культура çурчĕ çине «Ырă сунса кĕтетпĕр» тесе тăван чĕлхепе çырнă, Чăваш Республикин ялавĕ çинчи тĕп палла — «Пурнăç йывăççине» — çыпăçтарнă. Итĕм-Курара тăван калаçăва илтнинчен ытла яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç чăваш эстрада юрăçисен пултарулăхĕпе кăсăкланни тĕлĕнтерчĕ. Машинăсенчен унтан та кунтан чăваш юрри илтĕнчĕ. «Пирĕн асанне-асаттесем шкулта чăвашла вĕреннине каласа кăтартатчĕç. Пурăна киле пăрахăçланă. Пĕр вăхăт пирĕн район хаçатĕнче те чăвашла çырнă. Ятарлă кăларăма манăн тăван, асаннен иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕ Михаил Байдюшев, ертсе пынă. Хăй вăхăтĕнче шкулта чăваш тата вырăс чĕлхисене вĕрентнĕскер районта чăваш автономине йĕркеленĕ. Унтан Чăваш Республикипе тачă çыхăнса ĕçлеме тытăннă, пирĕн тăрăхра чăвашсем нумай пурăннине каласа кăтартнă», — пĕлтерчĕ Татьяна Штурмина.
Бренд шыраççĕ
Чăваш Ен тесен ытти халăхсем тÿрех мĕн пирки шухăшлаççĕ-ха? Паллах, чăваш сăрипе тутлă канфетсем пирки. Вĕсем хăйне евĕр бренд пулса тăчĕç. Чăвашлăха аталантарас, тăван халăхăмăр пирки тĕнчене пĕлтерес тесен мĕн тумалла? Çамрăксен форумĕ уçăличчен ЧНК çумĕнчи «Хастар» пĕрлешĕвĕн пайташĕ Ольга Никифорова хăйне евĕр вăйă выляма сĕнчĕ. Хут çине тĕрлĕ сăмахсем çырчĕ, яшсемпе хĕрсене командăсене пайларĕ. Çак сăмахсемпе çыхăнтарса чăвашлăха аталантармалли майсем тупмаллаччĕ вĕсен. Пахча тесен пуçа мĕнле шухăш пырса кĕрет? «Хуласенче чăваш ялĕнчи анкартире çитĕнтернĕ çимĕçсен эколавккине уçмалла. Ячĕ те пур — «Пахча», — тĕлĕнтерчĕç çамрăксем. Хĕрсем чĕрнисене тĕрлĕ тĕслĕ лакпа сăрлаççĕ. Мĕншĕн чăваш символĕсене ÿкерттермеççĕ? Е тата вĕсемпе мĕншĕн телефон хуплашкине илемлетес мар? Кам курать — телефон хуçи чăваш пулнине пурте пĕлччĕр. Инстаграм аталаннă, яшсемпе хĕрсем вăхăта ытларах интернетра ирттернĕ май «Чăваш блогерĕ» страница уçма та сĕнчĕç. Унта чăваш историйĕ, культури, йăли-йĕрки пирки каласа парсан мĕн тери аван пулмалла вĕт? Уçлăхри пĕр-пĕр çăлтăра Чăвашран тухнă Андриян Николаев космонавт ятне парсан ку хăйне евĕр бренд пулса тăма пултарĕ-ши? Мурманск хулинчен çитнĕ Дина Агеева ертсе пынă ушкăнăн «клуб» сăмахпа усă курса чăвашлăха аталантармалли меслет тупмаллаччĕ. Вĕсем чăвашла вĕренес текенсем валли клуб уçма сĕнчĕç. Ку уйрăмах тĕрлĕ регионта пурăнакансем валли интереслĕ пулнине палăртрĕ аякри Мурманскра «Акатуй» ансамбль ертсе пыракан Дина. Хастар пулас тесен мĕн тумалла? Çамрăксен шухăшĕпе, «Хастар» ятлă фитнес центра çÿремелле. Вĕсем тăрăшнипе йога центрĕн ячĕ те тупăнчĕ: «Пуçарулăх». Тĕрĕссипе, çамрăксем сĕннĕ шухăшсем пурте вырăнлă тата хăйне евĕр пулчĕç. Хăшне-пĕрне пурнăçа кĕртсен, чăннипех те, кăсăклă пулмалла вĕт?
Сывлăх ташши
Регионсенчи чăваш çамрăкĕсен пĕрремĕш форумĕ шăпах Пенза тăрăхĕнче иртни ăнсăртран мар. Мероприятие уçнă Чăваш наци конгресĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ Валерий Клементьев çакна палăртрĕ: «Чăвашра çамрăксен форумĕсем тăтăшах иртеççĕ. Эпир ыттисенчен уйрăлса тăрас терĕмĕр». Сăмах май, мероприятие, çав шутра Акатуя та, «Халăхсен наци пуянлăхĕ — Раççей пуянлăхĕ» федераци грант проектне çĕнсе илнипе ирттерме май пулнă. Валерий Леонидович тĕрлĕ регионти яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа Пенза тăрăхĕнче пуçтарăнма пултарнишĕн тав турĕ. Тюменьрен çитнĕ Ксения Маслова вара уява йĕркелекенсене пуç тайрĕ. Кунта вăл çĕнĕ юлташсем тупма çеç мар, вĕсем мĕнпе интересленнине пĕлме, форум ирттерекенсенчен опыт пухма килнине пытармарĕ. Тюмень хулинче чăвашсен «Тăван» ассоциацийĕн çамрăксен юхăмĕ вăй илет. Унти чăвашсем ачасене мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхепе калаçма вĕрентеççĕ. Шăпăрлансем чăваш сăввисене вуласа, юрă юрласа хула çеç мар, облаç шайĕнчи конкурссене хутшăнаççĕ-мĕн.
Нумаях пулмасть Чăваш наци конгресĕ çумĕнче ĕçлекен «Хастар» пĕрлешĕвĕн ертÿçи улшăннă. Тилхепене Элĕк районĕн хĕрĕ Людмила Засыпкина тытса пырать. Уншăн ку форум пуçласа ирттернĕ пĕрремĕш пысăк мероприяти пулчĕ. Хăй тавра вăл хастар, пултаруллă çамрăксене пуçтарасшăн. Ахальтен-им яшсемпе хĕрсене пуласлăх теççĕ? Вĕсем тăрăшнипе çеç пирĕн халăх пĕтмест-çке-ха. «Пирĕн йыш ÿсессе, кунашкал мероприятисем час-часах иртессе шанас килет», — палăртрĕ Людмила.
Тепĕр кунхине çамрăксене çăмăлах мар кун кĕтрĕ — ахаль ларма пушă пĕр минут та çук! Ирхи 7 сехетрех ура çине сиксе тăрса урама васкарăмăр. «Хастар» пĕрлешĕвĕн координаторĕ, «Сарпике» ташă ансамбле ертсе пыракан Алиса Лукина çамрăксене зарядкăна йыхравларĕ. Хăйне евĕр ят шухăшласа кăларчĕç ун валли: «Хусканусем — чăвашла» е «Сывлăх ташши». Куна чăваш юррисемпе хусканусем туса кĕтсе илме кăмăллă пулчĕ!
Малалла çул вырăнти ача-пăча пултарулăхĕн центрне выртрĕ. Шăпах унти «çавра сĕтелре» Чăваш наци конгресĕн президенчĕн çумĕ Елена Светлая грант çырас вăрттăнлăхсемпе паллаштарчĕ. Тĕрлĕ регионтан килнĕ çамрăксем çакă вĕсемшĕн питĕ пĕлтерĕшлине палăртрĕç. Вĕсен те пĕр-пĕр проект çырса пурнăçа кĕртес килет. Çак центртах ÿнер галерейи пур. Кунта ĕçлекен пĕр специалист каланă тăрăх, унашкалли çĕршывра тек çук. Ялти пĕрремĕш галерейăра çак районтан тухнă ÿнерçĕсен ĕçĕсем упранаççĕ. Эпир уйрăмах пĕр чăвашăн, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннăскерĕн, пултарулăхĕпе интереслентĕмĕр. Ÿнер ăсти хăйĕн мăшăрне ню жанрпа сăнланă, çак картинăна галерейăна парнеленĕ.
Вырăнти халăх тата çамрăксем уйрăмах тĕрлĕ ăсталăх класне чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Вĕсем Сергей Щербаков историк чăвашсем пирки лекци вуланă хыççăн иртрĕç. Ал ĕçĕ тума юратакансене Зинаида Воронова, чăваш ахах-мерчен авăллăхне упраканскер, кĕтрĕ. Тухья-хушпу ăсти ĕçĕсене кÿршĕ республикăсенче çеç мар, тĕрлĕ çĕршывра кăмăлласа йышăннине пĕлтерчĕ. Нумаях пулмасть, сăмахран, Парижри курава хутшăннă. Вĕтĕ шăрçаран алка-вăчăра ăсталама вĕренмешкĕн килнисем çак ăсталăх тĕрлĕ мероприятие хутшăнма кирлине палăртрĕç. Унта алăпа тунă илемлĕ капăрлăх çакса кайсан тата чаплă вĕт! Каласа хăварам, çак ăсталăх класне чăвашсем çеç мар, вырăссем те килчĕç.
Роза Степановăпа Людмила Кинер, Ангелина Варна юрăçсем юрлас, музыка инструменчĕпе калас вăрттăнлăхсемпе паллаштарчĕç. Вĕсене уйрăмах тĕрлĕ регионтан килнисем тимлĕ итлерĕç. Ара, вăл е ку юрра юрлама вĕренсе ăна хăйсен тăрăхĕнче концертра шăрантарма пултарĕç-çке-ха. Питĕрти Татьяна Шмелевăпа Анна Молочникова та хăйсем валли çĕнни чылай уçрĕç. Форум уçăлнă кун сцена çинче хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç вĕсем. Иккĕшĕ те — Чăваш Енрен, анчах шăпа Санкт-Петербурга илсе çитернĕ. Куславкка районĕнче çуралса ÿснĕ Татьяна экономика тытăмĕнче тăрăшать. Чăваш культурине аталантарас тĕлĕшпе нумай ĕç тăвать. Валериан Гаврилов ертсе пыракан пĕрлешĕвĕн çумĕнче тăрăшаканскер Питĕрте чăваш уявĕсем, халăх апат-çимĕç конкурсĕсем иртнине хăпартланса каласа кăтартрĕ. «Пирĕн ача-пăча, çамрăк ташăçăсен «Кевер» ансамблĕсем пур. «Юрату» — аслисен ушкăнĕ. Пире тĕрлĕ хулана концертпа йыхравлаççĕ, унсăр пуçне эпир чăваш культурипе паллаштарма шкулсене çÿретпĕр», — каласа кăтартрĕ Питĕрте 17 çул пурăнаканскер. Патăрьел хĕрĕ Анна унта 7 çул кун кунлать. Уйрăмах спорт мероприятийĕсене хăйĕн çине илет, ачасемпе ĕçлеме кăмăллать. Ташлама вĕренес текенсем валли центрта ятарлă ăсталăх класĕ иртрĕ. Алиса Лукина хореограф чăвашла ташлама хăнăхтарчĕ. Ку ăсталăх класĕ çамрăксемшĕн кăна мар, çитĕнекен ăрăва та кăсăклă пулчĕ.
Кăпăклă сăра, хуплу…
Çăрттанлă районĕнче çулленех чăваш культурин кунне йĕркелеççĕ. Кăçал ирттернĕ Акатуй вара регионсен шайĕнче пулчĕ. Ара, суха пуçпа çĕр уявĕнче савăнмашкăн 7 регионта пурăнакан йăхташăмăрсем килсе çитнĕ-çке-ха. Районти чăваш ялĕсенчен пултарулăх коллективĕсем сцена çине пĕрин хыççăн тепри тухса Чертанка пĕве хĕррине пуçтарăннисене ура хуçса ташлама хистерĕç. Акатуя район администрацийĕн пуçлăхĕ Юрий Моисеев хутшăнни те, Пенза облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕн Иван Белозерцевăн ячĕпе чăвашсене саламлама унăн пулăшуçи килни те савăнтарчĕ. Çăрттанлă районĕнчи чăвашсен наципе культура пĕрлешĕвĕн ертÿçи Анатолий Архипкин хăнасене кĕтсе илме хавас пулнине, хальччен вырăнти халăх çавнашкал пысăк уявра савăнманнине хăпартланса каларĕ. Мĕнле Акатуй мăчаварсăр иртет? Вĕсен рольне Алексей Иванов-Сĕрмекпе Зинаида Воронова калăпларĕç, сăваплă кĕлĕсем каласа уява лайăх ирттерме сунчĕç.
Регионсен хушшинчи Акатуй ирттерни кăçал Çăрттанлă район йĕркеленнĕренпе 90 çул çитнипе пĕр килчĕ. Пĕве хĕррине аслă ÿсĕмрисем çеç мар, пĕчĕккисем те пуçтарăнни тăван халăхăмăр ĕмĕрĕпех уявланă праçник кăсăклăх çуратнине çирĕплетрĕ. Чупса çÿрекен, чăваш тĕрĕллĕ кĕпе тăхăннă арçын ачасемпе масмак çыхнă хĕрачасем чăвашла пуплени пушшех савăнтарчĕ.
Чăваш культурипе, йăли-йĕркипе çывăхрах паллашас текенсем валли ятарлă картишсем йĕркеленĕ. Унта наци апат-çимĕçĕпе сăйларĕç, сăра ĕçтерчĕç. Спорт ăмăртăвĕсĕр уяв пулать-и вара? Кĕрешекенсен тупăшăвĕ чылайăшне хăйĕн патне туртрĕ. Уçланкăра пĕр картише вырăнти усламçă Вера Ильдейкина йĕркеленĕччĕ. Чăвашлăхшăн çунаканскер ку тăрăхра производствăна чĕртсе тăратакан, çынсем валли ĕç вырăнĕсем йĕркелекенсенчен пĕри. Общество ĕçне хастар хутшăнаканскер хăй тавра çĕвĕçсене пухнă. Вĕсем тĕрлĕ халăх çи-пуçне, çав шутра чăвашсенне те, ытти тума çĕлеççĕ.
Ăнсăртран-ши ку? Чăвашсен Акатуйĕ вырăссен Иван Купала уявĕпе пĕр куна килчĕ. Ку тăрăхра чылай вăхăт çумăр çуман. Çав кун тулли витре йăтнă пĕр хĕрарăм концерт куракансене шывпа сирпĕтсе тухрĕ. «Акатуй кунхине çумăр çуни тыр-пул тухăçлă пуласса», — теççĕ ĕлĕкренпех. Эпир кайсанах унта çумăр лÿшкесе çунă иккен. 8 пине яхăн чăваш пурăнакан Çăрттанлă районĕнче вара малашне те тăван чĕлхепе культуришĕн кар! тăрасса, çулленех Акатуй ирттерессе иккĕленместпĕр.
Кăçалхи çамрăксен пĕрремĕш форумĕ çÿллĕ шайра иртсе кайрĕ. Чăваш пуласлăхне пĕр тĕвве пухнăскер çĕнĕ юлташсем тупма та, пĕрлехи ĕçсене пурнăçлама та вăй-хăват хушрĕ. Акатуйра савăннă çамрăксем тăван культура пĕлтерĕшне тепĕр хут туйса илчĕç. Çитес çул çак форума ăçта ирттересси пирки те калаçрĕç — Мурманск хулинче. Унти йăхташăмăр Дина Агеева: «Кунашкал пысăк мероприятисене йĕркелес опыт пур халĕ пирĕн. Пĕлтĕр Чăвашран килнĕ пысăк делегацие хамăр патра йышăннăччĕ. Пурне те Мурманск тăрăхĕнче кĕтетпĕр», — терĕ. Эппин, тепре тĕл пуличчен, чăваш çамрăкĕсем!
Ирина КОШКИНА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.
Комментировать