Ачалăх…

7 Июл, 2018

Ăнăçсăр çемьере ÿсрĕ Вера. Ашшĕпе амăшĕ ĕçетчĕç те çапăçма тытăнатчĕç. Хирĕçсен-хирĕçсен чарăнатчĕç те тепре ÿсĕрĕличчен лăпланатчĕç. Ĕçкĕçсем теме те çукчĕ-ха вĕсем пирки. Уйăхра виçĕ-тăватă хутчен иртĕхетчĕç хаяррипе, тепĕр кун мухмăр чĕртетчĕç ĕнтĕ. «Канмалли кун» вĕçленсен ĕçе каятчĕç.
Ялта пурăнатчĕç Веруксем. Ылтăн алăллăччĕ ашшĕ, хăть те мĕнле ĕçе те пурнăçлатчĕ. Вăхăт тупăнсан пулла та çÿретчĕ кил хуçи, сунара та каятчĕ. Кÿршĕре пурăнакан хĕрарăмсем кун пек чухне амăшне час-часах ăмсанатчĕç те.
— Упăшкун алли пур ĕç патне те пырать-çке. Эх, ĕçсе сана хĕнемен пулсан тата... Ху айăплă-тăр, арçын сăлтавсăрах хаярланас çук, — тетчĕç.
Хĕрарăм кун пек чухне чĕнместчĕ. Тĕрĕссипе, ĕçсен мăшăрĕ мĕншĕн çав тери пÿтсĕрленнине Верук та ăнланмастчĕ. Уяв хыççăн тепĕр кун арçын хĕрарăма пăхма тытăнатчĕ: шыв пырса паратчĕ, чей хатĕрлетчĕ, хаяррине те сĕнетчĕ.
— Ĕç-ха, ĕç, самайланăн. Вырт кăштах. Картишне хамах тухăп, — тетчĕ ачашшăн.
Тĕлĕнмелле те, малтанхи каç хĕне¬нĕшĕн пĕр ÿпкевлĕ сăмах та каламастчĕ амăшĕ. Верук вăл йĕнине те нихăçан та курман. Ашшĕ вара хăйне айăплă туятчĕ-тĕр, çавăнпах хуçалăхри ĕçсене хăех пурнăçлатчĕ, арăмĕ тавра тĕпĕртететчĕ.
Пĕр-икĕ кунран пĕтĕмпех вырăна ларатчĕ. Ашшĕпе амăшĕ кил таврашĕнче кăштăртатнă хыççăн ĕçе чупатчĕç. Амăшĕн пичĕ çинчи кăвак иртсен вуçех те пĕтĕмпех манăçатчĕ.
Хĕрарăм ĕçетчĕ пулин те тирпейлĕччĕ. Кил-çуртра та яланах тасаччĕ унăн. Вараланчăк япалине хăвăртах çуса якататчĕ. Апат пĕçерме те ăстаччĕ. Кукăль пĕçернĕ чухне вара Веруксем патне мĕн пур кÿрши-аршă пыма тăрăшатчĕ.
— Чĕлхене çăтмалла вĕт, — тетчĕ пĕри. — Кун пек арăм Фечук ăçтан тупĕ тата?
— Пустуй ан калаç! Унран пурте хăраççĕ. Анфиса епле хĕненине кураççĕ вĕт. Епле хитреччĕ çамрăк чухне, халĕ вара... — пÿлетчĕ ăна тепри.
Кун пек калаçусем пуçлансан Верук ашшĕпе амăшĕн пÿлĕмне каятчĕ те амăшĕн сăн ÿкерчĕкĕсене пăхма тытăнатчĕ. Чăннипех те чиперччĕ вăл унта. Тĕкĕр умне пырса хăйне сăнатчĕ хĕрача — сăн ÿкерчĕкрине аса илтернине куратчĕ. «Нивушлĕ манăн та качча кайсан анне пек асап тÿсме тивет-ши?» — хăраса ассăн сывлатчĕ.
Верук ашшĕпе амăшĕн ĕç укçи пысăк марччĕ. Анчах пахча-çимĕç, улма-çырла çитĕнтернĕрен нихăçан та выçă ларман. Çĕнĕ çи-пуç туянма укçи çитсех каймастĕ вара. Анчах кунта та аптăрамастчĕ Анфис. Хĕрне кивĕ япаларан туххăмрах çĕннине янтăласа паратчĕ. Ура тăхăнмаллипе кăна лару-тăру йывăртарахчĕ. Пĕр пушмакпа Верук темиçе çу та каçатчĕ. Пĕр атăпа та темччен çÿретчĕ. Тăвăр пулнăран пÿрни те ыратакан пулатчĕ. Хĕлле вара калуш сырнă кăçатă тăхăнатчĕ. Йĕркеллĕ пушмак çукки Верука пăшăрхантаратчĕ-ха, анчах ашшĕпе амăшĕ çапăçнипе танлаштарсан ку ниме те пĕлтермест пекчĕ. Ара, амăшĕн шыçăннă, юнăхнă пит-куçне, вараланчăк тумне курсан хĕрĕ шарт! сикетчĕ.
Ялта Веруксен çемйинче мĕн пулса иртнине пурте пĕлетчĕç, анчах никам та арçынпа хĕрарăм хушшине кĕместчĕ. Ара, мăшăрĕ çине алă çĕклекен ялта Фечук çеç мар вĕт. Пĕрле вĕренекенсем те Веруксем мĕнле пурăннине чухлатчĕç, анчах кун пирки сăмах хускатмастчĕç. Вĕрентекенсем шелленине те туятчĕ Вера.
Пĕчĕкрех чухне ашшĕ амăшне хĕненине хĕрача кĕтессе йăпшăнса шăппăн пăхатчĕ. Ашшĕне хирĕç чĕнме те хăратчĕ. «Турăçăм, аннене çеç ан вĕлер», — йăлăнатчĕ вăл.
— Атте, чарăн! — ÿкĕтлетчĕ Верук ÿсерехпе.
Анчах арçын хĕрĕ мĕн каланине хăлхине те чикместчĕ.
— Марш кунтан! Тух урама! Кайса вĕрен! — кăшкăратчĕ çеç.
Тата кăштах ÿссен Верук амăшне килĕнчен тухса тарма та сĕннĕччĕ.
— Ăçта? — тĕлĕннĕччĕ амăшĕ. — Кампа лайăхрах пултăр пире?
Ун чухне Верука амăшĕ кăштах ăссăр пек туйăнма та тытăннăччĕ. Ара, уншăн çак пурнăç йĕркеллĕ-çке. Вăл урăххи çинчен ĕмĕтленмест те.
Вун тăваттă тултарсан Верук техникума вĕренме кĕчĕ. Тĕрĕссипе, ялтан тухса кайма вăхăт çитессе чăтăмсăррăн кĕтетчĕ вăл. Тăванĕсен пепкине ыталас, ăшă сăмах калас йăла та çукчĕ. Пуçĕнчен шăлса мухтасси пирки каламалли те çук. Верук хулана каясса пĕлтерсен вăтам шкул пĕтерме те сĕнмерĕç аслисем. Çула ăсатнă чухне ырă та сунмарĕç.
Верук хулана куçрĕ. Лайăх вĕренчĕ вăл, стипенди те илчĕ. Общежитире пурăнчĕ. Пушă вăхăтра ĕçлерĕ. Хăйне-хăй тăрантарчĕ-тумлантарчĕ. Ашшĕпе амăшĕ хĕрĕ пирки аса та илмерĕç. Чунĕ те тăван ялне туртмарĕ. Укçа мар, çыру та ямарĕç аслисем. Хĕрĕ мĕнле пурăннипе пач кăсăкланмарĕç. Верук малтанах вĕренме кĕнине, аван пурăннине çыркаласа пĕлтерчĕ-ха, каярах вăл та почта енне утмарĕ.
Техникум хыççăн Вера ĕçе вырнаçрĕ, каçхине институтра вĕренчĕ. Диплом илсен качча тухрĕ. Аякри хуларан килнĕскерпе пысăк туй тумасăр, тăванĕсене пухмасăр çырăнчĕç. Çывăх юлташĕсем çеç саламларĕç çемье çавăрнă ятпа.
Часах хĕр çуралчĕ. Упăшкипе те, хунямăшĕ-хуняшшĕпе те ăнчĕ Верука. Ашшĕ-амăшĕ çеç хĕрне аса та илмерĕ. Верук вĕсем çинчен манмарĕ-ха, пурнăçĕнчи улшăнусем çинчен çырсах тăчĕ, анчах çуралнă килне чунĕ туртмарĕ. Йывăр ачалăхне манаймарĕ вăл.
Анна НИКОЛАЕВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.