«Чыс туни чун хавалне çĕклет»

6 Июл, 2018

«Патшалăх наградине пани, пире çапла пысăк чыс туни чун хавалне çĕклет. Паллах, тата тăрăшарах ĕçлес килет», — тет Красноармейски районĕнчи «ВОЛИТ» тулли мар яваплă обществăн директорĕ Валерий Петров. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Трак тăрăхĕнче Республика кунне уявланă чухне «Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят парса чысларĕ.
Çемйипе пĕрле ĕçлеççĕ
«Ял хуçалăхĕнче ĕçлеме нихăçан та çăмăл пулман, çапах çак çула суйласа илнĕшĕн ÿкĕнместĕп», — калаçăва тăсрĕ Валерий Иванович пире хăйсен хуçалăхĕпе паллаштарнă май. Çĕрпÿри совхоз-техникумран /халĕ аграри-технологи техникумĕº вĕренсе тухнă пулин те пурнăçне тÿрех çак тытăмпа çыхăнтарман-ха вăл: Карай ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ, 10 çул ытла предпринимательте тăрăшнă…
Чăн та, ял хуçалăхĕн вăрттăнлăхĕсене мĕн пĕчĕкрен ăса хывса ÿснĕ: ял ачи-çке-ха. «Эпир юлташсемпе 4-мĕш класра чухнех лаша кÿлеттĕмĕр. Лашасемпе тислĕк турттараттăмăр, лава пĕччен ÿпĕнтерме вăй çитменрен 3-4-ăн пухăнса тăкаттăмăр та малалла каяттăмăр. Лаша кÿлме пĕлекен çыннăн ун чухне статус пулнă: кÿлеймест — эппин, тивĕçлĕ мар. Çуллахи каникул вăхăтĕнче утă та турттарнă, йĕтем çинче те тар юхтарнă. Пирĕн вăхăтра ĕçлемен ача пулман», — иртнине аса илчĕ Валерий Иванович.
Ăна, ăнăçлă ĕçлесе пыракан предпринимателе, 2006 çулта Йĕпрем ялĕнчи арканма пуçланă хуçалăха йывăр лару-тăруран кăларма ыйтнă. Валерий Петров çемйипе канашланă та — килĕшнĕ. Çапла 2007 çулта «ВОЛИТ» тулли мар яваплă общество йĕркеленĕ. Халĕ те çемйипе пĕрлех ĕçлеççĕ вĕсем: Валерий Иванович — директор, унăн мăшăрĕ Тамара Георгиевна — генеральнăй директор, ывăлĕ Олег — менеджер, пĕтĕм техникăшăн та вăлах яваплă. Хĕрĕ Елена кунтах бухгалтерта тăрăшнă, халĕ пĕчĕк ачине пăхать. Петровсен аслă ывăлĕ çеç пурнăçне медицинăпа çыхăнтарнă.
Директор хăйсем ĕçлеме пуç¬ланă вăхăта аса илме ыйтсан акă мĕн пĕлтерчĕ: «Малтанхи колхозран юлнă ферма 3 çул пачах ĕçлемен. Унăн çи витти йăтăнса аннăччĕ, плитисем ÿкнĕччĕ. Алăкĕсемпе кантăкĕсем те çукчĕ. 70 пуç мăйракаллă шултра выльăх юлнăччĕ, çав шутран 38-ăшĕ лейкозпа чирлĕччĕ. «Куç хăрать те алă тăвать» тенешкел — майĕпен ĕçлесе кайрăмăр. Йывăрлăхсене çийĕнчех çĕнтерме тăрăшмалла: паян алă сулсан, ыран нимĕн те тумасан виçмине чăрмавсем татах пысăкланаççĕ, вара ĕç чарăнсах ларать. Çын пурнăçлайман ĕç çук, çавăнпа ÿркенмелле мар».

Тухăçлăха татах
ÿстересшĕн
Паянхи кун «ВОЛИТ» обществăра ырă улшăну нумай. Петровсем юхăннă фермăна тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, урайне бетон сарнă. Витене çĕнĕ технологисене тĕпе хурса реконструкциленĕ: «çутă конекĕ», тислĕк кăларма дельта-скрепер вырнаçтарнă... Çак 2 витене 400 пуç ĕне кĕреет. Вĕсем вăхăт çитсен сăвăм залĕ еннелле хăйсемех утаççĕ. Унта харăсах 20 ĕнене сăваççĕ. Сĕт тÿрех холодильнике каять. Çапла майпа алăпа пурнăçламалли ĕç чаксах пырать.
«Хальхи вăхăтра пирĕн сăвăнакан 200 пуç ĕне. Вĕсене улăштарса тăма тăрăшатпăр. Сăвăнаканнисене çулла та, хĕлле те урама кăлармастпăр. Витере кăкармасăр тытатпăр. Выльăха монокорм çитеретпĕр. Унта комбикорм та, сенаж та, витамин та, ытти те пур. Çаксене пурне те миксерпа тураса-хутăштарса паратпăр. Асăннă меслетпе 2009 çултанпах усă куратпăр», — ăнлантарчĕ Валерий Иванович. Тен, çавăнпах-тăр вĕсем паха сĕт туса илеççĕ, ăна республикăри заводах ăсатаççĕ. Директор каланă тăрăх — пĕлтĕр сутнă сĕтĕн 97% чи пысăк пахалăхли пулнă.
Предприяти пăру витине те юсанă. Унта 100 пуç вырнаçать. «Ĕлĕкхи витесенче çутă çитмест, трактор та кĕреймест. Çавăнпа реконструкци турăмăр: халь малтанхинчен çутăрах, трактор та кĕреет. Çулла вите алăкĕсене уçса хуратпăр: пăрусем кĕрсе апат çиеççĕ, шыв ĕçеççĕ те кବялла тухаççĕ», — пăрусем çине пăхнă май калаçрĕ пуçлăх. Реконструкци ĕçĕсене пуçăниччен директор çĕршывăн тĕрлĕ регионне çитсе курнă, лайăх аталанакан хуçалăхсен опычĕпе паллашнă. Хăйне килĕшнĕ çĕнĕлĕхсене предприятире ĕçе кĕртет.
«ВОЛИТ» общество хальхи вăхăтра 1450 гектар çĕрпе усă курать, çав шутран 1 пин гектар çинче пĕрчĕллĕ культурăсем акса ÿстереççĕ. Çавăн пекех курăк, куккурус çитĕнтереççĕ. Хура пусă валли 100 гектар уйăраççĕ. Хуçалăхра тăрăшакансем нумай çул ÿсекен курăксен вăрлăхне те туса илеççĕ. Выльăх апатне хăйсемех хатĕрлеççĕ. Кăçал акă 1 пин тонна сенаж хывнă. Утă та çителĕклĕ пуласси иккĕлентермест.
Çĕрпе ĕçлеме, ял хуçалăх куль¬¬¬¬¬¬¬¬¬¬¬¬¬¬¬¬¬¬¬турисене акма-лартма, пăхма та¬та пухса кĕртме техника çителĕклех. КамАЗсен, тракторсен пысăк пайне Валерий Иванович предприниматель пулнă чухне туяннă. Техника паркне çĕнетсех пыраççĕ. Тырă вырмалли 2 «Агрос» комбайн, выльăх апачĕ хатĕрлемелли «Полесье» çĕнех-ха. Олег Петров менеджер техникăна питĕ лайăх пăхса тăрать, кирлĕ пулсан мĕн кирлине хăй те ăсталама пултарать. Олег Валерьевич УАЗ никĕсĕ çине ятарлă хатĕр вырнаçтарнă, ураписене сарлакисемпе улăштарнă: халĕ унпа кĕрхи калчасене юр кайсанах удобрени сапаççĕ.
Хуçалăхра 60-а яхăн çын ĕçлет. Вăтам ÿсĕм — 40 çула яхăн. Вĕсене ĕç укçине вăхăтра тÿлеççĕ, тырă параççĕ. Техника енчен те пулăшаççĕ: тĕслĕхрен, пахчине сухалаççĕ, уттине çулаççĕ. Тăрăшуллисене хавхалантарма ăнтăлаççĕ. Акă Галина Петрова техник-осеменатор — ЧР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Ыттисем те республика, район шайĕнчи тĕрлĕ грамотăна илме тивĕçнĕ. Тĕслĕхрен, ферма заведующийĕн Маргарита Григорьевăн Раççей шайĕнчи Хисеп хучĕ те пур.
«Пирĕн агроном, тĕп инженер çук. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине кайса калаçрăмăр-ха — яла килес текен пулмарĕ. Çак специалистсем пирĕн пата ĕçлеме килсен вĕсене пурăнмалли вырăнпа та тивĕçтерме хирĕç мар», — чунне уçрĕ Валерий Петров.
Малашлăхри плансем пирки калаçнă май директор сăвакан ĕнесен шутне тепĕр 100 пуç ÿстерме палăртнине, сĕт тухăçлăхне татах пысăклатма тăрăшассине пĕлтерчĕ. Агроном килсен çĕр пулăхлăхĕ тĕлĕшпе те çине тăрарах ĕçлесшĕн. Выльăх апатне пахалăхлăрах хатĕрлесшĕн. «ВОЛИТ» предприятире тăрăшакансем çак тĕллевсене пурнăçласси иккĕлентермест, мĕншĕн тесен хуçалăх ертÿçи — кашни утăма тĕплĕн шухăшласа тăвакан, йывăрлăхсенчен хăраман, хăйĕн ĕçне чунтан юратакан çын.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.
Надежда ТОЛСТОВА сăн ÿкерчĕкĕсем

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.