«Яснара» — экскурсире

5 Июл, 2018

Нумаях пулмасть 61-мĕш ача садне çÿрекенсем, унти ĕçченсем, шăпăрлансен ашшĕ-амăшĕ «Ясна» этнокомплекса çул тытрĕç. «Асамлă уçланкă» программăна хутшăнчĕç. Елена Клементьева хăнасене тĕрлĕ йывăç, курăк кăтартрĕ. Тăван ен илемĕсем çинчен каларĕ. Ватă юманпа — Киремет йывăçĕпе — паллаштарчĕ. Ачасем унăн çÿллĕшĕпе, мăнаçлăхĕпе к謬ленчĕç. Çу¬мĕнчех хыр, йăмра, хăва, çăка, хурăн, шĕшкĕ, вĕрене ÿсеççĕ.
Экскурси вăхăтĕнче ачасем паттăр халапĕсене итлерĕç. Улăп, Пукан, Çĕр Паттăр, Юман Паттăр камсене пĕлчĕç. Каярах пĕчĕкскерсем авалхи ĕç хатĕрĕсене тытса курчĕç. Вĕсен вырăсла тата чăвашла ячĕсемпе паллашрĕç.
Хĕрарăм турăсен йывăçран ăсталанă скульптурисене курчĕç. Ĕлĕкхи çуртра ăсталăх класĕ иртрĕ. Ачасем хăйсен аллипе хĕвел рунине турĕç.
Елена Гермогеновна шăпăрлансене тата аслисене сурпан çинчи тĕрре вулама вĕрентрĕ. Ачасем халь чăваш ялавĕ мĕн «каланине» те пĕлеççĕ.
Алена НЕМЦЕВА,
61-мĕш ача сачĕн заведующийĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.