- Чăвашла верси
- Русская версия
Улăм пĕрчи те, йывăç турачĕ те çук
Вутпа шывăн ырри те, усалли те пурри çинчен ваттисем авалах каланă. Çакна, паллах, хамăр та аван тавçăратпăр. Этемлĕх вутсăр та, шывсăр та пурăнайман пулĕччĕ. Çав вăхăтрах шăпах вĕсем чи пысăк инкеке те çаврăнаççĕ. Асăрханмаллине асра тытмасан. Çапла, хăрушсăрлăх пирки самантлăха мансанах вутти те пурлăхсăр хăварать, шыв та инкек кăтартать…
Пирĕн тăрăха та аранах чăн-чăн çулла çитрĕ. Хĕвел хĕртсе пăхнă май çыран хĕрри ватти-вĕттине ытларах та ытларах кăчăк туртать. Хĕвел çинче хĕртĕнсе çан-çурăма пиçĕхтернинче, шывра чăмпăлтатса кĕлеткене уçăлтарнинче нимĕн япăххи те çук паллах. Киленĕç кăна кÿрет çакă. Анчах та ансат йĕркене пăхăнмаллине мĕншĕн манатпăр-ши?..
Шывра чăмпăлтатмалли вăхăт хĕрсе кăна пырать-ха. Республикăра вара инкеклĕ тĕслĕхсен шучĕ тĕлĕнмелле хăвăртлăхпа ÿсет. Юлашки кунсенче кăна шыв сакăр çын пурнăçне, çав шутра ачасенне те, илсе кайрĕ.
Çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Енре ачасемпе çыхăннă тÿрех 2 инкеке шута илнĕ. Хĕрлĕ Чутай районĕнче 5 çулти хĕрача путнă. Кил хуçисем пахча вĕçĕнче 8х8 метрлă, 1,5 метр тарăнăш канав чавнă. Унта шăмпăлтатма пĕчĕкскер пĕчченех çул тытнă. Аслисем ăна хăтарма ĕлкĕреймен. Çĕрпÿ районĕнчи 6 çулти арçын ача та аслисен тимлĕхĕсĕр юлнă. Маларах, çĕртмен 22-мĕшĕнче, Çĕнĕ Шупашкарта арçын ача пурнăçĕ татăлнă. Вăл та, 8 çултискер, шывра çывăх çыннисемсĕр чăмпăлтатнă.
Ывăл-хĕршĕн явапли пирĕнсĕр пуçне кам пултăр-ха? Ахальтен мар шыва кĕнĕ чухне пулса иртекен инкексен 99 процентĕнче шăпах аслисем айăплă иккенне çирĕплетет статистика. Ачасен шыва аслисем асăрхаса тăнă чухне çеç кĕме юрать. Тимлĕхе пĕр самантлăха та çухатмалла мар. Чылай чухне шăпах пĕр-икĕ минутлăха çаврăннă вăхăтра пулса иртет те кĕтменни. Пĕчĕкскер шывра такăнса ÿкес пулсан та… ашшĕ-амăшĕ чупса çитсе ĕлкĕрейĕ-ши? Пĕрремĕш пулăшу тĕрĕс пама пултарĕ-и?..
Паллах, ывăл-хĕрпе хăрушсăрлăх пирки те калаçмалла. Калăпăр, тусĕсемпе пĕр-пĕрне путармалла выляма, шÿтлесе пулăшу чĕнме юраманнине, карап-кимĕ çулĕ çинчен пăрăнмаллине ăнлантармалла. Ирĕк ыйтмасăр, аслисемсĕр шыв хĕрне кайма та чармалла паллах.
Юрать-ха, сăмах май, иртнĕ канмалли кунсенче хăйсем тĕллĕн уçăлса çÿрекен виçĕ ачана çăлавçăсем пулăшма ĕлкĕрнĕ. Хулари тĕп пляжра 6-10 çулсенчи туссем аслисемсĕрех каннă. Уçăлса çÿренĕ кăна мар-ха, шывра чăмпăлтатнă. Кашниех чутах инкеке лекмен. Юрать-ха çăлавçăсем лару-тăрăва сăнасах тăраççĕ. Вĕсем хăтарнă та ачасене.
Шывра хамăра пулă пекех туйни лайăх паллах. Ишме пĕлни кирлех. Анчах çакă та хăрушсăрлăхпа тивĕçтермест, асăрханулăх пирки пачах манмалла мар. Инкеке лекес мар тесен ансат правилăсене çеç пăхăнмалла пек: ирĕк панă ятарлă вырăнсенче çеç шыва кĕмелле, кÿлĕ-пĕвере каçхине шăмпăлтатма вуçех те хăрушă. Шыва сикиччен кĕлеткене йĕпетсен аван. 15 минутран ытла ишмелле мар, унсăрăн кĕлетке шăнать те шăнăр туртма пултарать. Сивĕ çапнине туйсан тÿрех çыран хĕррине тухмалла.
Аслисем инкеке лекни вара чылай чухне çăмăлттайлăхпа çыхăннă. Чи малтан — эрех-сăрапа сăйланнипе. Шăпах ÿсĕр çынсем курнăçланаççĕ те. Çĕртмен 23-мĕшĕнче путнă Куславкка çамрăкĕ те хĕрĕнкĕ пулнă.
Санкцилемен пляж та илĕртет çынсене. Хăрушсăрлăхпа тивĕçтермен вырăнта инкек пуласси часах та çав... Çĕртмен 22-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар арçынни юраман вырăнта шыва кĕнĕ май инкеке лекнĕ. 23-мĕшĕнче Канаш районĕнче 49 çулти арçын ирĕк паман вырăнта чăмпăлтатнине пулах киленĕç инкекпе вĕçленнĕ.
Çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрринче Атăлта шыва кĕрекен икĕ çынна çăлнă. Çăлавçăсен пулăшăвĕ 17 тата 18 çулсенчи çамрăксене кирлĕ пулнă. Вырăнти вăрман хуçалăхĕн техникумĕнче вĕренекенскерсем çыран тепĕр енне ишсе каçас тĕллев лартнă. 3 çухрăма çăмăллăнах парăнтарассăн туйăннă-тăр. Шыври çул çÿреве каçхи 6 сехетре тухнă йĕкĕтсем. Кун умĕн сывлăхшăн тесе черкке те çĕкленĕ. Анчах вăй-халĕ çур çула çеç çитнĕ. Кăшкăрсах пулăшу ыйтма тытăннă. Юрать-ха вĕсен сассине пляжри халăх илтнĕ те кун пирки çăлавçăсене систернĕ.
Путакан улăм пĕрчинчен те пулин тытăнса юлма хăтланать теççĕ. Анчах шывăн турачĕ çук-çке…
Комментировать