- Чăвашла верси
- Русская версия
Тытса тăтăр ĕмĕрех тăванлăх пире
Республика кунне яланхи пекех сумлă хăнасемпе пĕрле паллă турăмăр
Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре Акатуй иртрĕ. Республика çыннисемпе пĕрле тĕнчипех саланнă йăхташăмăрсем юрă картине тăчĕç. Уява килнисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Алена Аршинова, Николай Малов, Леонид Черкесов, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов саламларĕç.
Ял хуçалăхĕнче палăрнисем патшалăх наградисене тивĕçрĕç. Чăваш юрри-кĕвви пурне те хăйĕн ытамне илчĕ. Спорт ăмăртăвĕсенче парне çĕнсе илме май пулчĕ.
«Раççей çăл куçĕсем» фестивале çĕршывăн 20 ытла регионĕнчен 40 ытла коллектив тата Болгарирен ташă ансамблĕ килсе çитрĕ. Вĕсем тĕрлĕ халăхăн йăли-йĕркине, культурине кăтартрĕç.Трак тăрăхĕнче
Красноармейски сали те хăнасене ăшшăн кĕтсе илчĕ. Республика Пуçлăхĕ «Юмах» ача-пăча хулине çитсе курчĕ, декораципе хушма искусствăсен куравĕпе паллашрĕ.
2018 çулта пушар техникине çĕнетме республика бюджетĕнчен уйăрнă 89 миллион тенкĕпе 17 машина туяннă. Вĕсенчен иккĕшне Красноармейскинчи пушар уйрăмне пачĕç. Çак кунах Именкасси ялĕнче фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлчĕ.
Çĕнĕлĕхсемпе илĕртрĕç
Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре уçăлнă «Регионсем — чикĕсĕр ĕçтешлĕх» 25-мĕш курав тĕрлĕ отраслĕн — промышленноç, сывлăх сыхлавĕ, ял хуçалăхĕ, строительство, вĕрентÿ, наука — ĕçĕ-хĕлĕпе тата продукцийĕпе паллаштарчĕ. Хамăр тăрăхри кăна мар, Чулхула тата Владимир облаçĕнчи организацисем те хутшăнчĕç ку ĕçе. Уява килнисен çакăнтах сывлăхне тĕрĕслеме, тутлă апат тутанса пăхма май килчĕ.
Михаил Игнатьев курава ытти чухнехи пек керменте мар, уçă вырăнта йĕркелени пин-пин çынна çитсе курма май панине палăртрĕ. Предприяти-организаци çĕнĕ тавар кăларнине, продукцие экспорта яма та пултарнине каларĕ вăл.
Йăхташăмăрсемпе пĕрле
Чăваш наци конгресĕн Мăн Канашĕн тĕрлĕ регионта пурăнакан пайташĕсем пуçтарăнса калаçрĕç. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш наци конгресĕ патшалăх влаçĕн органĕсемпе пĕрле ĕçленине ырларĕ, йăхташăмăрсене çыхăну йĕркеленĕшĕн, тăван халăх йăли-йĕркине, культурине упранăшăн-аталантарнăшăн тав турĕ.
Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов кăçалхи ĕçсене Иван Яковлев Патриарх çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланине палăртрĕ. Раççей Президенчĕн «Халăхсен наци пуянлăхĕ — Раççей пуянлăхĕ» грантне тивĕçни шухăшланине пурнăçа кĕртме пулăшнине каларĕ вăл. Кăçал кăна «Нумай нациллĕ Раççей халăхĕсен культури» марафона Санкт-Петербургра уçни, «Чăваш наци конгресĕн пуласлăхĕ — çамрăксенче» «çавра сĕтел» ирттерни, Тутарстанри Теччĕ районне кĕрекен Кăнна Кушкинче Иван Яковлев ячĕпе уяв йĕркелени... йăхташăмăрсемпе çыхăнăва çирĕплетме май панине çирĕплетет. Тюмень, Иркутск, Чĕмпĕр, Тутарстан, Пенза, Красноярск, Чулхула тăрăхĕнчи чăваш наци культура автономийĕсем чи хастар ĕçленине уйрăммăн палăртрĕ Николай Федорович.
Йĕппе эрешленĕ япаласем
Республика кунĕнче Наци музейĕнче Раççейри этнографи музейĕн /Санкт-Петербург/ экспоначĕсен «Йĕппе эрешлени...» куравĕ пĕрремĕш хут уçăлчĕ. Вăл республикăра пурăнакансене тата хăнасене XIX-XX ĕмĕрсенчи япаласемпе паллаштарать. Çак проект Питĕрте чăваш культура кунĕсене йĕркеленĕ чухне ЧР Культура министерствипе Раççей этнографи музейĕ пĕрле ĕçлеме килĕшÿ тунăран пурнăçланса пырать.
Çакăнта Атăлçи, Урал тăрăхĕнче, Вăтам Азире, Казахстанра, Çĕпĕрте, Инçет Хĕвел тухăçĕнче пурăнакан 40 ытла халăхăн эрешлесе илемлетнĕ тумтирне кăтартнă. Сăмах май, Раççейри этнографи музейĕнче чăваш халăхĕн 4 пин ытла хатĕрĕ упранать. Пĕр пайне халĕ Шупашкара илсе килнĕ.
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ку курава ачасемпе пĕрле çитсе курма сĕнчĕ. Ылтăн çипсемпе эрешленĕ хатĕрсем уйрăмах витерчĕç унăн кăмăлне. Раççейри этнографи музейĕн пуçлăхĕ Владимир Грусман Шупашкара пĕрремĕш хут килнине, курав Республика кунĕнче уçăлнишĕн уйрăмах кăмăллă пулнине палăртрĕ.
Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов Питĕртен килнĕ хăнана эрешлĕ шупăр тăхăнтартрĕ. Владимир Грусман Раççей халăхĕсем çинчен çырнă кĕнекесем парнелесе хăварчĕ.
Санкт-Петербургри чăвашсен пĕрлĕхĕн ертÿçин çумĕ Татьяна Шмелева Республика кунне ентешсемпе пĕрле паллă тумашкăн ятарласах Шупашкара килнĕ. Чăвашсен общество организацийĕ Раççейри этнографи музейĕпе килĕштерсе ĕçленине, пĕрлехи мероприятисене ачасене явăçтарнине каларĕ.
Ăрусен хутшăнăвĕ
Кăçал «Руç ăстисем» конкурса ытти чухнехи пек Шупашкарта мар, Сĕнтĕрвăрринче йĕркелерĕç. Унта 30 ытла регионтан 80 ытла ăста хутшăнчĕ. Коми Республикинчен килнĕ Евгения Сурнина гран-прие, ЧР Пуçлăхĕн тĕп парнине тивĕçрĕ. Унăн эрешлĕ пиçиххине чи пысăк хак панă.
«Эпĕ Шупашкара пĕрремĕш хут килтĕм. Çĕнтерни хамшăн та кĕтменлĕх пулчĕ», — савăнăçне пытармарĕ Евгения Сурнина.
«Чăвашсем хăйсен наци çи-пуçне юратни тÿрех курăнать. Ăна халăх тăхăнма пĕлет. Республика çыннисем хăнасене ăшă кăмăлпа кĕтсе илни асра юлчĕ. Чечеклĕ Шупашкар çав тери килĕшрĕ.
Пушкăртстанри Бирск наци музейĕ çумĕнче тĕртекенсен, тĕрлекенсен «Пурçăн çул» центрне йĕркелерĕмĕр. Эпĕ виççĕмĕш çул 60 çынна ал ĕç тума хăнăхтаратăп. Пĕрле пуçтарăнса кавир, çÿçеллĕ тутăр тĕртетпĕр.
Хальхинче эпĕ икĕ вĕренекене хампа пĕрле илсе килтĕм. Киле таврăнсан конкурса хутшăнакансем, вĕсен ĕçĕсем çинчен каласа кăтартăпăр», — Роза Гарифуллинăпа самантрах пĕр чĕлхе тупрăмăр. Вăл çÿçеллĕ тутăр тĕртсе I степень диплома тивĕçнĕ.
Çак центрăн тепĕр ăсти Андрей Кырчиков та пиçиххи тĕртнĕ. Сăмах май, вăл пир тĕртмелли станоксене пуçтарма, юсама вĕренсе çитнĕ. Конкурса хутшăннисем хăйсен çитĕнĕвĕсем çинчен Бирск наци музейĕн пуçлăхне Антон Антонова çийĕнчех пĕлтернĕ.
Самар облаçĕнчи Алла Хайрова хăйĕн вĕренекенĕпе Егор Милаховпа çула тухнă. Вĕсем ал ĕçĕсене Аслă Вĕрентекенĕмĕрпе Иван Яковлевпа çыхăнтарнă. Чăваш Республикине киличчен ятарласах унăн калав-юмахне вуланă. Хăнасем пушăтран ăсталанă япаласемпе «Ăрусен хутшăнавĕ: ăста тата унăн вĕренекенĕ» номинацире мала тухнă.
Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре республикăри Ачасен пĕрлештернĕ хорĕ юрларĕ. Çак йышра — музыка тата ÿнер 50 шкулĕнчи 9-14 çулсенчи вĕренекенсем. Вĕсем Чăваш Республикин патшалăх гимнне юрларĕç, тăван çĕршыв çинчен чăвашла та вырăсла юрăсем шăрантарчĕç.
Уява пуçтарăннисен хушшинче мăйĕнчен çĕлен çакнă çамрăка асăрхамасăр иртеймерĕмĕр. Акă упăтепе попугай та сулхăнта вырăн тупнă. Алексей Рудьăн экзотика чĕр чунĕсен куравĕ шăпах Çĕрпÿре чарăннă-мĕн. Вăл Зоя ятлă питонпа çул çÿреве тухнă. Алексей Рудьшăн укçа ĕçлесе илесси мар, тĕрлĕ чĕр чуна çынсене — чи малтан, паллах, ачасене — кăтартасси пĕлтерĕшлĕрех.
Фейерверксен Пĕтĕм тĕнчери фестивальне Шупашкар, Мускав, Санкт-Петербург, Симферополь, Алматы командисем хутшăнчĕç. Вĕсем тÿпене тĕрлĕ тĕслĕ çутăпа эрешлерĕç. Мускавран килнисем гран-прие тивĕçрĕç.
Çывăх çыннисем
пепкипе юнашар
Республика кунĕ тĕлне республикăри Ача-пăча клиника больницин анестезиологипе реанимаци уйрăмне тĕпрен юсаса çĕнетрĕç. Çакăн валли республика хыснинчен 5,8 миллион тенкĕ уйăрнă. Медицина оборудованийĕ туянмашкăн, ăна монтаж тумашкăн — тепĕр 110 миллион тенкĕ.
Реанимаци уйрăмĕнче 12 койка вырнаçтарнă. Унта çулталăкне 500 ачан сипленме май пур. Çакăнта ашшĕ-амăшне пепкисемпе юнашар пулмашкăн пĕтĕм услови туса панă.
Марина ТУМАЛАНОВА.
Сергей ЖУРАВЛЕВ тата автор сăн ÿкерчĕкĕсем.
Комментировать