- Чăвашла верси
- Русская версия
Хыт кукарпа мĕн тăвас?
— Тиркетĕн апла... — уçăлса çÿреме килĕшменшĕн ÿпкелесшĕн пулчĕ пĕлĕшĕм. — Унччен те йĕрĕнтĕн. Манпа çÿремерĕн... — каллех чăкăлташрĕ вăл.
Эпĕ вара кăмăл çуккине çеç пĕлтертĕм. Ăçтан ку çулпа утрăм паян? Хама хам тарăхрăм та. Урăх сукмакпа пăрăнса иртнĕ тăк студент чухнехи тусăма тĕл пулас çукчĕ. Курнăçсан чарăнса калаçмасăр епле иртĕн?
Виççĕмĕш курсра вĕреннĕ чухне паллашнăччĕ Сашăпа. Тусăм патне общежитие хăнана пырсан кÿрши тăвар каçса ыйтрĕ. Кун хыççăн вăл ман пата шăнкăравлама пикенчĕ. Номере ăçтан тупни каламасăрах паллăччĕ ĕнтĕ — Галя тусăм хыт кукарланман.
Тĕл пулăва чĕнетчĕ Саша. Хула урамĕсемпе, чăн та, сахал мар утнă. Çанталăкпа киленсе таçти кĕтесе те çитеттĕмĕр. Шел, кино-театра чĕнместчĕ йĕкĕт. Килĕшнĕ пулăттăм. Кафере те пĕрре çеç хăналантăмăр. Çумăр айне лексе ĕнтĕркенĕрен ăшăнма вĕри чей ĕçнĕччĕ.
Ун чухне чун савни çукчĕ-ха манăн. Чипер каччăпа, тен, çÿренĕ те пулăттăм. Юратмалăх пур ĕнтĕ — сăнĕ те, кĕлетки те. Ялтан тухнăскер ĕçлеме те ÿркенмест пекчĕ. Анчах мухтанчăксене чăтма пултараймастăп. Унран «эпĕ» те «эпĕ» тенине çеç илтеттĕм. Çĕр çинче вăл кăна тейĕн!
Пĕррехинче тата ман патăма пыриччен тупăшлă ĕç çавăрса ирттернине пĕлтерчĕ. Укçине те кăларса кăтартрĕ. «Шăккалат çитер-ха апла», — шÿтлерĕм ун чухне. Ара, эпĕ канфет таврашне шутсăр кăмăллатăп. Мĕн тетĕр? «Пылака ĕçлесе илес пулать. Эсĕ вара кучченеçе тивĕçме нимĕн те туман», — терĕ çирĕппĕн. Лавккана кĕмерĕ.
Хыт кукарпа урăх çыхланас килмерĕ. Ун пеккипе мĕн тăвас? Сашук тĕл пулăва нумай хутчен чĕнчĕ-ха, анчах сăлтав тупса хирĕçлерĕм. Мĕн пулса иртнине вăл ăнланмасăрах юлчĕ-тĕр. Чупсан-чупсан хыçран çÿреме пăрахрĕ вара...
Чăн та, тиркерĕм ăна ун чухне.
— Кăмăлу пулсан кафене кайса апатланăпăр, — манăн кăмăла тупассăн çемçелчĕ Сашук сасси.
— Чăнах-и? — тĕлĕннипе чутах кăшкăрса яраттăм.
— Паллах. Ĕнен¬местĕн-им?
— Иккĕленетĕп.
— Суйлатăн апла. Çаплах чаплисене шыратăн…
— Офицерсем çине çеç пăхатăп, — ним калама аптăранăран персе ятăм.
— Эпĕ салтакра кĕçĕн сержант çеç пулнă çав, — каллех кÿреннĕн тухрĕ пĕлĕш сасси. Шухăшламан çĕртен каллех тиркерĕм мар-и? Ăнсăртран пулчĕ-çке, анчах тĕл лекрĕ пулмалла.
— Генерал арăмĕ пулас те¬местĕн-и?
— Нимĕн те ăнланмастăн-çке. Хĕрарăма хисеплекен, юратакан ырă кăмăллă арçын кирлĕ. Вăл пуçлăх е ахаль рабочи пулни пĕлтерĕшлĕ те мар, — калаçăва вĕçлеме васкарăм.
Пушшех те, мана килте пулас мăшăрăм кĕтет. Тата... тутлă канфет. Савни водительте тăрăшать. Шалу илмессерен пылакпа иртĕхтерет. Паян график тăрăх шăпах «уяв» пулмалла.
МАРУК.
Комментировать