- Чăвашла верси
- Русская версия
Тĕллевлĕ çын ахаль лармасть
Анастасия Аваковăпа Валентина Федорова 11-мĕш класс пĕтерсе экзаменсене ăнăçлă тытрĕç. Хĕрсем шкулпа сыв пуллашнăшăн вĕрентекенĕсен те чунĕ хурланать. Уйрăмах чăваш чĕлхине юратса ăса хывнăскерсем, ăна хисеплесе аталантарассишĕн тăрăшнăскерсем Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕлÿ çурчĕн вĕренекенĕсемшĕн яланлăха тĕслĕх пулса юлчĕç.
Настя çемьере тĕрĕс воспитани илнĕ. Амăшĕ Надежда Юрьевна — уншăн яланах идеал. Çемьере пĕр-пĕринпе тăван чĕлхепе калаçни хамăр халăха, культурăна, йăла-йĕркене юратса ÿсме хистенĕ те. Хĕрĕн амăшĕ чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ пулнăран-ши — Настя чăваш халăхĕн сăмах ăстисен хайлавĕсене кăсăкланса ăса хывса çитĕннĕ. Вăхăт иртнĕ май вĕренни çимĕçĕпе савăнтарнă.
— Настя киле панă ĕçе ялан тĕплĕн пурнăçлатчĕ. Урокра та тимлĕччĕ. Район, республика шайĕнчи олимпиадăсем уншăн йывăрлăх марччĕ. Пĕлтĕрхи вĕренÿ çулĕнче регионсен хушшинче чăваш чĕлхипе иртнĕ олимпиадăра мала тухнăскер кăçал Пĕтĕм тĕнчеринче çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Çакăн пек вĕренекенсенчен уйрăлас килет-и вара? Акă пурнăçăн анлă çулĕ çине тухрĕç те. Хĕр тĕллевĕсене пурнăçа кĕртессинче иккĕленместĕп, — каласа кăтартрĕ Анастасия Аваковăна чăваш чĕлхипе литератури вĕрентнĕ Валентина Антонова.
Валентина Федорова — кăçал регионсен хушшинче чăваш чĕлхипе иртнĕ олимпиадăн призерĕ.
— Манăн анне те вĕрентекен. Килте эпир чăвашла хутшăнатпăр. Куншăн эпĕ савăнатăп çеç. Тăван чĕлхепе калаçма юлташсен умĕнче те, хулана тухсан та вăтанмастăп. Çакă мана олимпиадăра малти вырăна йышăнма вăй-хăват пачĕ те. Çывăх çыннăмсене те чăвашла «анне, атте» тесе чĕнетĕп. Çак предмета юратса вĕренни тавра курăма чылай анлăлатрĕ. Эпĕ призер пулса тăнинче вĕрентекенĕмĕн Галина Левинăн тÿпи пысăк тесе палăртатăп, — чĕвĕл чĕкеç чĕлхипе чĕвĕлтетрĕ Валя.
Анастасийăпа Валентина иккĕшĕ те шĕкĕр «5»-пе вĕренсе пĕтерсе ылтăн медале тивĕçрĕç. «Генерал пулма ĕмĕтленмен салтак — салтак мар», — теççĕ. Апла пулсан шкул ачин те медальлĕ пулма ăнтăлмалла. Вăрмар хĕрĕсем çапла тĕллевленнĕ ĕнтĕ. Тĕллев пур çын вара ахаль ларма пултараймастех.
Елена ЛУКИНА.
Комментировать