«Йывăр чухне туссем сутасран хăратăп»

28 Июн, 2018

Чăваш Ен чылай тулай чăвашĕшĕн иккĕмĕш кил пулса тăчĕ. Тутарстан çĕрĕ çинче кун çути курнă Лариса ГАВРИЛОВА çамрăк юрăç та Чăваша килсе курма мĕн ачаран ĕмĕтленнĕ. Лариса чун суйланă профессие Шупашкарта алла илнипе çеç çырлахман, чăвашлăха малалла аталантарас тесе кунтах ĕçлеме юлнă. Пĕр шухăшлă çынсен хушшинче вăл хăйĕн вырăнне тупайнă. Мĕнех, ытти пирки тĕплĕнрех — Ларисăн пурнăçĕнчи пĕрремĕш интервьюра.
— Нурлат районĕнчи Ĕнекасси ялĕнче çуралнă чăваш хĕрне Хусанта музыка енĕпе аслă пĕлÿ илме аванрах марччĕ-ши? Пĕрремĕшĕнчен, çывăхра, иккĕмĕшĕнчен, музыкăн чĕлхи çук! Эсĕ вара шĕкĕр Шупашкара çул тытнă...
— Манăн атте-анне — чăваш. Эпĕ вĕсен чĕлхипе калаçатăп. Манра чăваш юнĕ чупать. Чăн чăвашсем çумĕнче çеç эпĕ несĕлĕмĕрсен авалхи шухăш-кăмăлне ăнланса илеессе туйрăм, çавăнпа кунтах чун туртрĕ. Документсене культура институтне париччен аттен Çĕнĕ Шупашкарта тĕпленнĕ тăванĕ патĕнче пурăнтăм. Автобусран аннă-анманах тăван киле таврăннăн туйăнчĕ. Пурте чăвашла калаçаççĕ. Подћезд умĕнчи сак çинче ларакан кинемейсем пĕр-пĕринпе чăвашла сăмахлани те мана çунатлантарчĕ. Кунта эпĕ ĕлĕкрен упраннă тăванлăх туйăмĕпе тулнă сывлăшпа сывлатăп. Пĕчĕкренех юрлама юрататăп. Ман таврари мĕн пур тус-тăван: «Санăн чăвашла юрламалла», — тесе ĕнентерчĕç. Чунра акнă вăрă тарăн тымар ярса хунав кăларчĕ, эпĕ халь кунти чăвашсемпе пĕр çыхăра.
— Тутарстан çĕрĕ çинче чăваш чунĕллĕ ачасем ÿстерни савăнтарать.
— Пирĕнпе кÿршĕллĕ Чиешне ялĕ вырнаçнă. Икĕ яла кĕпер çыхăнтарать. Ун айĕнче — Черемшан юхан шывĕ. Инçех мар вăрман сарăлса ларать. Эпĕ пĕчĕк чух ака ĕçĕсем вĕçленсен уяв йĕркелетчĕç, икĕ-виçĕ ункă туса карталанса савăнатчĕç. Сумлă хăнасене çăкăр-тăварпа кĕтсе илни, юрăсем шăранни, кĕпе çинчи чăваш тĕррисем халĕ те куç умĕнче. Пĕчĕкçĕ чĕрем кĕтретлĕхпе тулатчĕ, чунăм тÿпере вĕçетчĕ. Шел, халь çак уява ял çумĕнче мар, Нурлатра йĕркелеççĕ.
— Ачашăн пурнăç ăнлавĕ, тавра курăмĕ шăп та лăп тăван кил-çуртра, ял-йыш хушшинче никĕсленет.
— Çĕр ытла кил-çуртлă тăван ялăм — чи хакли, чи çывăххи. Ял виçĕ кÿлĕ тавра вырнаçнă. Халь ак тăван кĕтесе аса илсен йĕрес килсе кайрĕ. Асăмра çутă сăнарпа çырăнса юлнă чи çывăх кÿршĕ-аршă — леш тĕнчере. Пуçламăш класа тăван ялта вĕренсе пĕтертĕм. Халĕ вара шкулĕ те йăтăнса аннă, лавккана та сÿтсе пăрахнă. Ачаран кÿршĕри арçын ачасемпе выляса ÿсрĕм. Алăра пукане мар, тетте машинăсем пулнă. Çуллахи каникулта Викăпа Лиза хуларан тăванĕсем патне килетчĕç. Вĕсем мар тăк алла пукане те тытса курас çукчĕ пуль. Вырăс хĕрачисене тăрăшсах чăвашла вулама, калаçма вĕрентеттĕм. Хĕлле арçын ачасемпе вăрçăлла выляттăм. Юр купи ăшĕнче окоп чаваттăмăр. Каç пулсан атте-аннерен вăрттăн илсе тухнă çуртасене çутаттăмăр та сÿниччен сăнаса лараттăмăр. Пире, йĕпенсе шăнса хытнăскерсене, çывăх çынсем вăйпа пÿрте илсе кĕретчĕç. Пăрланнă тумтиртен урайне тумла тумлатчĕ. Çăм чăлха тăхăнса кăмака çинче ăшăнса лараттăмăр. Çуркунне пăр катăкĕсенчен сулă туса ярăнаттăмăр. Пĕррехинче пилĕк таран шыва кайрăм. Аттепе анне ан ятлаччăр тесе Галя аппа патне чупрăм. Хăйĕн ачисен тумĕсемпе пĕрле манăнне те типĕтрĕ. Шел, усал шыçă ăна пиртен ир илсе кайрĕ. Аттен шăллĕн Санька тетен кăрманпа лаша пурччĕ. Атте шуçăмпа улăха курăк çулма васкатчĕ. Уйран типĕтнĕ утта кăрманпа турттаратчĕ, эпир утă тавăрса типĕтме пулăшаттăмăр.
— Ачалăх саманчĕсене куççуль тăксах аса илетĕн... Аçу сиртен ĕмĕрлĕх уйрăлни çулталăк та çитмен тетĕн. Чуна çывăх çынна çухатнин суранне вăхăт çеç сиплейĕ.
— Атте ман çине нихăçан та алă çĕклесе курман. Айкашкаласан вăрçкалатчĕ-ха, мана юратнине сассинченех сисеттĕм. Пĕррехинче Руслан пиччен ывăлĕсем Ваççапа Алюш утă кĕртме пулăшма килчĕç. Аттене тулли лавпа уйран киле ăсатнă хыççăн выляса юнашар ÿсекен хăмăш ăшне кĕрсе пытантăмăр. Атте каялла таврăнсан пире куçпа шырарĕ, тупаймарĕ, вара кăрмана пĕчченех тиерĕ. Лав тапрансан хăмăшсемпе сулкалашса кăшкăрашса сиксе тухрăмăр. Шавран хăранă лаша айккинелле туртăнчĕ, чутах лава тÿнтеретчĕ. Эпир тупăннипе савăннă атте ятлама та манчĕ тейĕн.
— Аçупа аннÿ пĕрлешиччен маларах урăх çемье çавăрнă пулнă тетĕн ав...
— Çапла, эпĕ аттепе аннен пĕртен-пĕр хĕрĕ. Анне мана 40 çулта «тупнă». Çывăх çынсем енчен вара пĕртăван чылай. Аннен пĕрремĕш мăшăрĕнчен Гальăпа Надя аппасем, Ваня пичче пур. Аттен малтанхи çемйинче Сергей, Руслан, Юркка пиччесем, Надя аппа ÿссе çитĕннĕ. Атте колхозра конюх пулса ĕçлетчĕ. Ун патне витене лашасем курма чупаттăм. 7 çул каялла шалкăм çапрĕ ăна. Çавах ура çине тăма хал çитерчĕ. Аттене юлашки çула ăсатнă чухне эпĕ Шупашкарти культура институтĕнче опера юрăçисене хатĕрлекен уйрăмра юлашки курсра вĕренеттĕм. Аннепе иксĕмĕр ылмашăнса больницăра выртакан аттене пăхаттăмăр. Экзаменсене тăрăшса хатĕрленес вырăнне Хусана тухса каяттăм. Хуйха пула сасăсăр юлтăм. Вокалпа экзамен тытнă чухне питĕ йывăр пулчĕ. Манăн А.С.Даргомыжский çырнă «Русалка» оперăри Наташăн партине юрламаллаччĕ. Экзамен тĕлĕкри пек иртсе кайрĕ. Сасăсăр епле юрласа пĕтерейрĕм-ши? Урасем чĕтрерĕç, кĕвве илтмерĕм, куççуль шăпăртатрĕ. Çавах «тăваттă» палла тивĕçейрĕм. Атте йывăр выртнине вĕрентекен çеç пĕлетчĕ. Диплом хÿтĕлерĕм те яла вĕçтертĕм. Аттене юлашки кунĕсене тăванĕсемпе пĕрле ирттертĕр тесе больницăран киле янăччĕ. Эпĕ аслă пĕлÿ илнишĕн савăнчĕ. Шел, ман диплома аллине тытаймарĕ. Анне вара 8 класс вĕренсе пĕтерсен фермăна ĕне сума вырнаçнă. Выльăх пăхакан пĕр каччăпа туслашнă, хĕр пĕвне кĕрсен унпа çемье çавăрнă. Анчах телейĕ нумая тăсăлайман, мăшăрĕ çĕре ир кĕнĕ.
— Колхозниксен çемйинче му¬зыкçă чунĕллĕ хĕрача çитĕнни чăнласах тĕлĕнтермĕш...
— Эпĕ — аттепе аннен пурнăçланнă таса та çутă ĕмĕчĕ. Анне Хăмăшлă ялĕнчен. Вăл çамрăк чухне ĕç коллективĕсен тĕрлĕ конкурсне, уйрăмах юрлас енĕпе иртнисене, хастар хутшăннă. Тантăшĕпе пĕрле юрăсем шăрантарнă. «Уçланкăри палан» юрăпа пĕрре мар çĕнтернĕ. Эпир килте чухне анне дипломĕсене кăларса çамрăклăхне аса илме кăмăллать. Атте те шкулта вĕреннĕ чух тĕрлĕ спектакльте вылянă. Шупашкартан артист профессине вĕренес текенсене суйлама килсен шкулта чи малтан аттене сĕннĕ. Анчах çирĕп хуçалăх тытакан асатте килте ĕçлекен пулмĕ тесе ăна инçе çула кăларса яман. «Эпĕ Шупашкарта тĕпленнĕ пулсан та эсĕ ман çемьерех çуралаттăн», — тетчĕ вăл мана юратса ачашшăн ыталаса. Тути çинчи юлашки сăмахĕ те «Лариса» пулчĕ. Вăл мана Виктория тесе ят хума шухăшланă иккен, анчах аппасем çине тăнипе хальхи ятпа çÿретĕп.
— Эсĕ Шупашкарта 6 çул пурăнатăн. Мĕнпе тыткăнлайрĕ сана шĕкĕр хуламăр?
— 9 класс хыççăн Альметьевскри музыка колледжĕнче ятарлă пĕлÿ илтĕм. 19 çул тултарсан пĕрремĕш хут Шупашкара аслă пĕлÿ илес ĕмĕтпе пĕчченех çитрĕм. Эпĕ çулла çуралнă. Çуралнă куна кунта пурăнакан пĕр класра вĕреннĕ хĕр тантăшăмпа паллă турăмăр. Туслăх маншăн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Туссене ала витĕр кăларатăп, мĕншĕн тесен вĕсем мана йывăр чухне сутасран хăратăп. Чĕрере тăвăл кĕрленĕ чух чуна уçатăн та пĕр-пĕр кун çакă каялла килсе çапать. Кĕвĕçÿ туслăха шĕкĕ пек çиет. Кайран мĕн тума каласа патăм-ши тесе кулянатăн. Ара, эпĕ мĕн туйнине тепĕр çын епле туйтăр-ха? Пуçра йывăр шухăшсем каплансан минтере ыталатăп та тăраниччен йĕретĕп. Аннене те кулянтарас мар тесен чылай ĕç-пуç пирки каласа памастăп. Тен, çавăнпах халăх юррисене кăмăллатăп эпĕ. Чуна пăчăртаса кăларакан юрăсем ман репертуарта та пур. Шухăшлă та сăнарлă юрăсем таврăнми иртекен кун-çула витĕр туйтараççĕ.
— Опера юрăçине вĕреннĕскер хăвна чăваш эстрадинче шыратăн ав...
— Алла диплом илни çулталăк çеç-ха... Ĕçе те туллин кÿленсе ĕлкĕреймерĕм. Çавах пĕр япалана ăнлантăм: эпĕ ытла та ачаш чунлă, манăн ача садĕнче музыка ертÿçине вырнаçмалла. Таса чунлă ачасем нихăçан та сутмаççĕ, кĕвĕçмеççĕ, усал сăмахпа перкелешмеççĕ. Юлашки вăхăтра Валерий Раштав сăвăçпа тачă çыхăнса ĕçлетĕп. Малтанласа юрăсен сăввипе кĕввине хамах хайлаттăм. Опера юрăçи пулас тесен ятарлă пĕлÿ илмеллех, анчах та хăвна эстрадăра тупас тесен çут çанталăк панă сасса урăхла аталантармалла. Мана, опера юрăçине, эстрадăна кĕрсе кайма питĕ йывăр. 9 çул вĕреннине 9 кунра чĕрсе пăрахма çук. Халăх юррисене вара çирĕп сасăпах шăрантаратăп. Юрă юрласси — питĕ пысăк чун ĕçĕ. Кашни юрăпа тĕплĕн ĕçлемелле, сăвăпа кĕвве шайлаштармалла, юрра ячĕшĕн çеç шăрантармалла мар, унпа сцена çинче пурăнмалла. Тата... юрра хăвăн чĕрÿнте вырнаçтармасăр сцена çине васкамалла мар.
— Чăваш – тутар – вырăс эстрада юррисен уйрăмлăхĕ пур-и?
— Уйрăмлăхĕ питĕ пысăк. Чăваш юрăçисене кÿрентерес килмест манăн, çавах та хальлĕхе эпир пĕр вырăнта тăпăртатса тăратпăр. Кунсăр пуçне тутар, вырăс юрăçисен продюсерсем пур. Вĕсем хатĕр зала килсе сцена çинче мĕн пур вăй-хавалĕпе ĕçлеме пултараççĕ. Пирĕн вара билет та сутмалла, афишăсем те кăлармалла, сценари те çырмалла, тум та хамăрăнах çĕлетмелле. Сăмахран, Нурлатра иртекен тутар юрăçисен концерчĕсене халăх билетсем темиçе эрне малтан туянса хурать. Çавăнпах концертсене те умлăн-хыçлăн лартаççĕ. Эпĕ те Нурлатра икĕ концерт йĕркелерĕм, кунтан хампа пĕрле чăваш юрăçисене илсе кайрăм. Билетсене тÿрех туянманнипе: «Нурлата каймалла-ши е каймалла мар-ши? Пушă зала пырса кĕмĕп-ши?» — тесе мĕн чухлĕ пуçа ватмарăм-ши? Тавах Тутарстан чăвашĕсене, пушă залра юрлаттармарĕç.
— Юратсан юрлас килет теççĕ...Юрăçăн вара икĕ хут ытларах юрлас килет ахăртнех...
— Юрату, ман шухăшпа, пĕр-пĕрне хисеплени çинче тытăнса тăрать. Çак туйăмсăр юратăвăн пуласлăх çук. Енчен те упăшки арăмĕ çине пĕр хут алă çĕклерĕ пулсан ун çумĕнче пĕр самант та пурăнмалла мар, кун пек ашшĕ ачисемшĕн те ырă тĕслĕх пулаймĕ. Аттен аппăшĕ ялан: «Ир качча тухма ан васка, нушине курса ĕлкĕрĕн-ха», — тетчĕ. Тĕрĕсех, çемье çавăрса пурăнасси пĕрре те çăмăл мар.
— Тутар чăвашĕсемпе кунти чăвашсен йăли-йĕркинче уйрăмлăхсем куртăн-и?
— Çукпа пĕрех. Анчах та туй йĕркинче пĕр кăсăклă пулăм асăрхарăм. Пирĕн патра каччăна кавир сарса ури айне укçа ывăтса кĕтсе илмеççĕ.
— Паянхи юрăçсен эстрада шайне ÿстерес тесен ытларах профессионалсемпе ĕçлемелле тенипе килĕшетĕн-и?
— Килĕшетĕп. Анчах та хам сăвă хайланă май ман ăшран тухакан сăнарсене тепĕр сăвăç ман пек калăплаймасть. Эпĕ хам сăмахсемпе çырнă юрăсене мана профессионал сăвăç çырса панисенчен туйăмлăрах та ирĕклĕрех шăрантаратăп.
— Чăваш чĕлхипе халăхăмăр истори кукăрĕнче çухаласран шиклен¬местĕн-и?
— Чĕлхе çинчен калаçнă чух чун çурмалла çурăлать. Пуçра пĕр ыйту çеç çуралать. «Мĕншĕн чăваш хастарĕсем тутарсем пек хамăр чĕлхене сыхламаççĕ-ши, мĕншĕн унăн таса та сенкер пуласлăхĕшĕн çанă тавăрса кĕрешмеççĕ-ши?» Тутарсем хăйсен тăван чĕлхишĕн пурнăçне те пама хатĕр! Вĕсенчен тĕслĕх илмеллех, унсăрăн пĕтетпĕр.
— Хăвăнти чăвашлăха еплерех туятăн?
— Манра 2 пин çул каялла амаланнă чăвашлăх туйăмĕ вĕрет. Савнине те чăвашла вĕрентесшĕн эпĕ. Аттепе аннене унпа çывăхрах паллаштарас тесе тăван яла илсе кайрăм. Атте куçран тинкерсе татăклăн: «Пулас мăшăру чăваш мар», — терĕ. Анне вара йăвашрах хак пачĕ: «Унпа санăн пурăнмалла, çемье çавăрас ыйтăва эсĕ çеç татса пама пултаратăн!»
— Эсĕ хальлĕхе çамрăк-ха, 25 çулта çеç, пурнăç пурăнасси вара уй урлă çеç каçасси маррине аванах чухлатăн. Ÿкĕнмелли самантсем санăн та пулнах ĕнтĕ.
— Атте пиртен ир уйрăлать тесе пачах шутламан эпĕ. Вăл çĕр пичĕ тăрăх утманнине халĕ те ĕненес килмест. Ку мĕн пур тăваншăн та кĕтменлĕх пулчĕ. Эпир пурăнакан тăрăхри халăх юррисене нумай пĕлетчĕ вăл. Çавсене хăй вăхăтĕнче çырса юлайманшăн ÿкĕнсе кулянатăп паян. Чуна пĕр япалапа çеç лăплантаратăп: тăван ялти ватăсем патне çитес вăхăтра çитмеллех, мĕн пуррине, сыхланса юлнине çырса илсе пуласлăх валли упраса хăвармалла.
Альбина ЮРАТУ калаçнă.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.