- Чăвашла верси
- Русская версия
Канфет çисе ывăннă, какай ыйтаççĕ
Коррупци — кашни утăмрах. Ăна пур чухне те уйăраймастпăр та. Вăл сывлăх сыхлавне, вĕрентÿ тытăмне, йĕрке хуралĕн органне…. таçта та сăрхăнса кĕчĕ. Пепке çуралсан тухтăрсем патне парне йăтнинчен пуçланать те пурнăç тăршшĕпех унта тымар ярса çирĕпленет.
Пĕлĕшĕшĕн — шалу
Ашшĕ-амăшне пепкене садике вырнаçтарма йывăррине кура заведующисем мĕнле кăна усă курмарĕç пулĕ? Пĕрне унитаз ларттарнă, теприне урăх япала туянтарнă… Ыйтнине епле пурнăçламăн-ха? Хаваспах! Ача пăхакан çук, ĕçе тухма вăхăт çитнĕ. Çапла, тĕпренчĕкшĕн темĕн тума та хатĕр эпир. Ку çеç-и? Акă Шупашкарти пĕр ача сачĕн заведующийĕ тĕлĕшпе харăсах икĕ уголовлă ĕç пуçарнă. Ăна ĕç вырăнĕпе усă курнăшăн, улталанăшăн тата документа пăсса хăйне кирлĕ пек йĕркеленĕшĕн айăпланă. 2014-2017 çулсенче вăл бухгалтерие суя табель тăратнă. Унта вăл пĕлĕшне, кĕрÿшĕпе унăн ашшĕне ĕçленĕ пек кăтартнă. Садикре нихăçан та вăй хуман çынсен ячĕпе уйăхсерен шалу килнĕ, пурĕ 700 пин тенкĕ ытла шутласа панă. Хальхи вăхăтра следстви пырать, садик заведующине тăкаксене саплаштарттарасшăн. Следстви органĕсем кăçал ака уйăхĕнче Канашра та ун пек тĕслĕх тупса палăртнă. Садик заведующийĕ 9 çынна преми пысăкрах панă, кайран укçан пĕр пайне каялла илнĕ. Лешĕсен пама тивнĕ. Çапла майпа 170 пин тенкĕ заведующи кĕсйине кĕнĕ.
Шкула кайма вăхăт çитсен класа хамăр шутранах юсатпăр, сĕтел-пукан, стенд таврашĕ туянатпăр. «Класс нуши валли» текен фонда та уйăхсеренех укçа хыватпăр. Паллах, хамăр ирĕкпе. Айккинче тăрса юл-ха! Эсĕ те, ачу та «шурă курак» пулĕ. Класс ертÿçи ачана япăх характеристика çырса парассипе хăратнине ĕненместĕр-и? Эпĕ вара учитель Вайберти ушкăна çапла çырнине куртăм.
Кăçал çу уйăхĕнче РФ СКн Чăваш Енри следстви органĕсем Вăрмар районĕнчи пĕр ялти шкул директорĕ пулнăскер тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе суда çитернĕ. Ăна шкула тăкак кăтартнăшăн тата суя документ хатĕрленĕшĕн айăпланă, 200 пин тенкĕ штраф тÿлеттерме йышăннă. Директор хăйĕн пĕлĕшне, вăл шкулта çур ставкăпа тирпейлÿçĕре ĕçлет тесе табеле кĕртнĕ, ун ячĕпе 10 уйăх шалу илсе тăнă. Приказсем çырса ăна премипе хавхалантарнă, отпускпа усă курманшăн компенсаци тÿленĕ, материаллă пулăшу панă. Шкул 65 пин тенкĕлĕх тăкак тÿснĕ.
Парнепе кăмăла çавăраççĕ
Аслă шкулта вĕреннĕ çулсенче коррупципе тата çывăхрах тĕл пулатăн. Экзамен е зачет илмешкĕн укçа пухса преподавателе хаклă парнепе кăмăлне çемçетес йăла пĕтĕ-и? Кăçал хĕлле Шупашкарти пĕр аслă шкулăн аслă преподавателĕ суд умне тăчĕ. Вăл 46 студентран пурĕ 92 пин тенкĕ взятка илнĕ. Зачет илессишĕн çамрăксем 2-шер пин тенкĕ пуçтарнă. Укçа тÿлесен лекцисене сиктерекенни те, çанă тавăрса вĕренекенни те пĕр пек паллă илет-ши вара? Тĕрĕслĕхе тупма хĕн… Взятка илнĕ преподавателе 150 пин тенкĕлĕх штрафланă, 2 çул çурă педагогра ĕçлеме чарнă.
Больницăна каймасăр пурăнас килет те, анчах чир-чĕр çулăхать. Стационарта выртса тухнăшăн тухтăра укçан е парне парса тав туни те вăрттăнлăх мар. Илеççĕ тата! Мĕн туянмаллине те калаççĕ. «Канфет, торт çисе ывăнтăмăр, какай парăр», — теççĕ. Кам ăçта ĕçлет, çавăнта тăранать текен каларăш çакăн пиркиех. Канаш хулинчи поликлиникăра психиатр водитель прави илме хатĕрленекен 3 çынран пĕчĕк виçепе взятка илнине суд тата следстви çирĕплетнĕ. Тухтăр медсправкăна алă пуснăшăн офисра усă курмалли хут, пурĕ 400 тенкĕлĕх, тата 1 пин тенкĕ илнĕ. Психиатр икĕ арçыннăн сывлăхне тĕрĕслемен. Теприн руль умне ларма чаракан чир пуррине курмăш тунă, ятарлă комиссие яман. Взятка сĕннĕ икĕ çын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Тухтăра 80 пин тенкĕлĕх штрафланă.
Таса ятлă пуласшăн
Саккуна пăсрăн — явап тыт! Должноçри яваплă çынна укçа сĕнсе çăлăнса юлма тăрăшакан сахал-и? Республика прокуратурин, РФ СКн Чăваш Енри следстви управленийĕн сайчĕсенче ун пек тĕслĕх пайтах. Куславкка районĕн прокуратури Тутарстанри 27-ри çамрăка айăпланă. Вăл кăçал çу уйăхĕнче çул-йĕр правилине пăснă, инспектора 500 тенкĕ сĕнсе административлă явап тытасран хăтăласшăн пулнă. ПАИ ĕçченĕ ăна йышăнман, следствипе оперушкăна чĕннĕ. Взятка сĕнекене 15 пин тенкĕ штраф панă.
Вăрнар районĕнчи Çăкаллă Явăш ялĕнчи 31-ри арçын тĕлĕшпе те взятка сĕннĕшĕн уголовлă ĕç пуçарнă. Унти материалсенче палăртнă тăрăх, вăл хăйĕн автомобильне ялти пĕлĕшне панă, лешĕн вара права та пулман. Машина хуçи хăй те унпа пĕрлех çÿренĕ. Çĕрпÿре вĕсене ПАИ инспекторĕ чарнă. Административлă майпа явап тытас мар тесе машина хуçи йĕрке хуралçисене 36 пин тенкĕ парасшăн пулнă, лешсем хирĕçленĕ.
Патăрьел районĕнчи хĕрарăм та йĕрке хуралçисене укçа тÿлесе таса ятлă юлма шухăшланă. Ăна контрафактшăн /суя ярлăк çыпăçтарса тĕнчери паллă дизайнерсен çи-пуçĕ тесе сутă тунă/ адмпротокол çырнă. Предприниматель полици ĕçченне 5 пин тенкĕ сĕннĕ, анчах вăл илмен. Суд айăплинчен 15 пин тенкĕ шыраса илме йышăннă. Палăртмалла: предпринимателе тавар пирки тĕрĕс мар информаци парса потребительсен правине пăснăшăн та административлă явап тыттарнă.
Молдова гражданинĕ 2011 çултанпа Раççейре пурăннă. Кăçалхи нарăс уйăхĕнчен вара — Шăмăршăри пĕлĕш хĕрарăмĕ патĕнче. Çĕртмен 2-мĕшĕнче полицейскисем унăн документне тĕрĕсленĕ чухне пирĕн çĕршывра пурăнмалли йĕркене пăсни палăрнă. Арçынна тахçанах тĕнчипех шыраççĕ иккен. Вăл унччен судпа айăпланнă, куншăн наказание каçарттарса пĕтермен. Молдова арçынни ĕç-пуçа хăвăрт татса пама ĕмĕтленсе полицейские 5 пин тенкĕ тыттарнă пулĕ те, анчах май килмен: йĕрке хуралçи сĕтеве илмен. Следстви вĕçленичченех арçынна суд ирĕклĕхрен хăтарнă.
Ĕç вырăнĕпе усă курса — хваттер
Вырăнти тÿре-шара взятка илнĕ тĕслĕх те нумай. Кăçал ака уйăхĕнче Канаш районĕнчи Сиккасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулнă çын суд умне тăнă. Вăл должноçри вырăнĕпе усă курнине, суя документсем хатĕрленине çирĕплетнĕ. Ăна 150 пин тенкĕ штраф тÿлеме йышăннă. Следстви тата Канаш районĕн сучĕ палăртнă тăрăх, 2012 çулта чиновник хĕрарăм хăйĕн упăшкине авариллĕ çуртăн хваттерне пропискăна тăратнă. Çавна май хваттер илме тивĕçлисен списокне кĕртнĕ. 2012-2013 çулсенче патшалăх программине пурнăçа кĕртме 1 340 000 тенкĕ уйăрнă. Фиктивлă майпа социаллă найм килĕшĕвĕ çырса упăшкине çĕнĕ хваттер панă. Анчах икĕ кунранах упăшки килĕшĕве татнă, хваттер ял тăрăхĕн фондне куçнă.
Етĕрне районĕнчи Мăн Чураш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулнă хĕрарăма ĕç вырăнĕпе усă курса улталанăшăн айăпланă. Вăл ĕçри ноутбукăн срокĕ тухнă тесе суя документ хатĕрленĕ. Кайран унпа хăйĕн тĕллевĕпе усă курнă. Чиновник пулнăскер унччен маларах та судпа айăпланнă, ăна ĕç вырăнĕпе усă курса бюджета тăкак кÿнĕшĕн 2 çул çурăлăха условлă майпа айăпланă.
Çĕмĕрле хĕрарăмĕ маларах ушкăнпа калаçса татăлнă та район администрацийĕн пай пуçлăхне 15 пин тенкĕ взятка сĕннĕ. Çапла майпа чиновник ăна хăйне килĕшекен çĕр лаптăкĕ илме пулăшасса шаннă. Анчах муниципалитет чиновникĕ хирĕçленĕ. Сĕтев сĕнекене 4 çул çурăлăха условлă майпа ирĕкрен хăтарнă.
Коррупци тĕслĕхĕсене кунсерен тенĕ пек куратпăр. Çырлахмалла-и çакăнпа? Кĕсьене тÿрремĕнех пырса тивнĕшĕн, пысăк тăкак тÿснĕшĕн эпир ăна кураймастпăр. Анчах çак тăшманпа кĕрешме васкамастпăр-ха. Пушшех те хамăр унпа пĕр каварлă пулатпăр. Мĕнле тетĕр-и? Пач сисмелле мар. Е ПАИ инспекторĕпе çыхланса вăхăта ирттерме шел, е ачана шкула, садике валли справка илме черетре тăрас килмест. Вак-тĕвек кăна. Кам ăна коррупци вырăнне йышăнĕ? Хăш-пĕр лару-тăрура вĕçне-хĕрне шыраса тупиччен укçа тÿленĕ те ĕçĕ пĕтнĕ тетпĕр. Çакăн пек пĕчĕк утăмсенченех обществăна сиен кÿрекен ĕçе хутшăнасси пуçланать. Манас марччĕ: эпир взятка панă чухне коррупци йăл илсе пырать.
Алина ИЗМАН.
Комментировать