- Чăвашла верси
- Русская версия
Саккуна çирĕплетнин усси пур-и? Пирус тĕтĕмне çаплах çăтатпăр
Тархасшăн та, ку журналист ним çырма аптăранăран пирус туртнин сиенĕ пирки сăмах хускатнă тесе ан шухăшлăр. Кама мĕнле - пĕлместĕп, анчах мана, пируспа айкашса курман çынна, ун тĕтĕмне куллен шăршлама тивни тарăхтармаллипех тарăхтарать. Никотин пÿрне явса пирус мăкăрлантаракан çыннăн организмне кăна мар, ун шăршипе ăнсăртран сывлаканăнне те сиен кÿрет. Çакăн пирки специалистсем тахçанах чан çапаççĕ, çавăнпа çынсем те кун çинчен аванах пĕлеççĕ. Анчах лару-тăру ырă енне улшăнмасть.
Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕ 2008 çулта хăш-пĕр вырăнта пирус туртма юраманни пирки конвенци йышăннă, çавна май Раççейĕн те çак йĕркене пăхăнмалла. Кăçалхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пирĕн çĕр-шывра ĕç вырăнĕнче, патшалăх тытăмĕн заведенийĕсенче, спортпа культура, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче çăвара пирус хыпма пачах юрамасть. Унсăр пуçне çĕнĕ йĕрке вокзалсенче, пуйăсра, самолетра, подъездсенче, хăна çуртĕнче, пляжра туртма чарать. Саккуна йышăннă пулсан та йĕркене пăхăнакан çукрах. Мĕншĕнни те паллă. РФ КоАПне улшăнусем кĕртменччĕ. Халăх йышлă çÿрекен вырăнта тапак чĕртекене укçан айăпламалли паллăччĕ, анчах мĕнле виçепе тата кама - уçăмлă марччĕ.
Юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче асăннă Кодекса çĕнетнĕрен чÿкĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа саккуна пăхăнманнисене штрафлама ирĕк пур. Юраман вырăнта пирус мăкăрлантаракан ахаль граждансенчен 1 пин те 500 тенкĕ таран шыраса илмелле, ача-пăча лапамĕнче тĕтĕм саракансенчен вара - 3 пин тенкĕ. Анчах усал çак йăлапа туслисем кун пирки пĕлмеççĕ-ши е пĕлесшĕн мар-ши - ĕнер ĕçрен таврăннă чухне ача-пăча лапамĕнче çамрăк арçын ывăлĕ вылянине пирус туртнă май сăнанине асăрхарăм. Пĕрремĕшĕнчен - вăл йĕркене пăхăнмасть, иккĕмĕшĕнчен - хăйĕн тата çывăхра вылякансен сывлăхне хавшатать. Тепĕр тĕслĕх. Çак кунсенче тăванăм Мускавран пуйăспа килчĕ. Вакун варринче вырăн пулманнипе унăн туалет çывăхĕнчи кĕтесре çĕр каçма тивнĕ. Фирма пуйăсĕ пулсан та çул çÿрекенсем татти-сыпписĕр пирус мăкăрлантарнă. Хайхискерсене куншăн проводниксем те асăрхаттарман, чарăнма ыйтман. Саккун ĕçлеменнине çурт подъезчĕсене кĕрсен те туятпăр - ара, сăмсана аван мар шăршă кăтăклать-çке.
Тĕрĕссипе, Кодексри улшăнусем тăрăх тапак продукцине йĕркене уямасăр сутакансене те, реклама паракансене те, ăна туса кăларакансене те административлă майпа явап тыттармалла. Юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче йышăннă тăрăх - саккунра çырнине пăснă организацисем çине 90 пин тенкĕ таран штраф хума пултараççĕ. Усламçăсен те, патшалăх организацийĕсен ертÿçисен те хăйсене пăхăнакансене ĕç пÿлĕмĕсенче пирус мăкăрлантармашкăн ирĕк пама юрамасть, анчах ят-сумлă предприятисен коридорĕсенчех, картлашка çинчех сăмсана çуракан шăршă сарăлнă, стенасене, алăксене пирус шăрши нихăçан пĕтмиех çапнă. Пуçлăхсем çакна мĕншĕн шута илмеççĕ-ха? Тен, йĕрке хуралçисем рейдсем ирттерменнипе, административлă йĕркене пăхăнманнисем тĕлĕшпе протокол çырманнипе? Çакна уçăмлатма ЧР ШĔМне шăнкăравларăм. Пресс-служба пĕлтернĕ тăрăх - паянхи кунччен çĕнĕ йĕркене пăхăнманнисем тĕлĕшпе икĕ протокол çырнă. Икĕ тĕслĕхĕ те - Шупашкарти Ленин районĕнче. Ку питĕ сахал-çке. Саккуна ахальтен çирĕплетмеççĕ. Йышăннă тăк ăна Раççейре пурăнакан мĕн пур гражданинăн пăхăнмалла, хирĕçлекенсене вара административлă майпа явап тыттармалла - саккун çапла ыйтать-çке. Пĕрин, теприн тĕлĕшпе протокол çырсан айăпласран хăракан нумайланĕ - штраф виçи пĕчĕк мар вĕт.
Тепĕр тесен, çынна хăйĕн тата çывăх çыннисен, таврарисен сывлăхне упрама саккунпа айăпласа хăнăхтарни - тĕлĕнмелле пулăм. Пирĕн мĕншĕн усал йăларан хамăрăнах сивĕнсе сывă пурнăç йĕркине пăхăнас мар?
Дмитрий МОИСЕЕВ.
Комментировать