Ĕне усракансене пулăшмалла

22 Июн, 2018

«Хыпарăн» çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕнчи номерĕнче пичетленнĕ «Сĕтĕн сутлăх хакне хăпартас шанăç пур-и?» материалпа чуна ыраттарса паллашрăм. Ял çыннисене хÿтĕленĕшĕн тĕп редактора тав тăватăп.
Тирпейлекен предприятисем республикăри ял хуçалăх организацийĕсемпе пысăк фермер хуçалăхĕсене паян кашни литр сĕтшĕн — 15-17, кил хуçалăхĕсене 11-13 тенкĕ çеç тÿлеççĕ. Çак хак вĕсене пысăк çитĕнÿ тума май памасть. Тен, хăш-пĕрне тăкак кăтартать. Пасар экономикинче тăкаклă ĕçлеме юрамасть. Ку саккуна пăхăнмасан часах панкрута тухатăн. Çакă ĕне усракансене пурне те шухăшлаттарать. Кашни уйăхра сĕтрен услам мĕн чухлĕ илнине, миçе тенкĕлĕх тăкакланнине шутласа пыраççĕ. Çулталăка тăкакпа вĕçлесен ĕне кĕтĕвне пĕчĕклетес хăрушлăх тухса тăрать. Çакăн патне çитес марччĕ. Раççей ял хуçалăх министрĕн пĕрремĕш çумĕ Джамбулат Хатуов çу уйăхĕнче иртнĕ онлайн-конференцире «çĕршывра кашни литр сĕтĕн сутлăх хакĕ 18 тенкĕрен йÿнĕ пулма пултараймасть» терĕ. Апла пулсан Чăваш Енре те çак шая çитессишĕн тăрăшмалла.
Етĕрне районĕнчи Мăн Чураш ялĕнче çуралса ÿснĕскер ĕне тытакансене лайăх ăнланатăп. Ача чухне хам та выльăх пăхнă. Сĕт туса илессишĕн пайтах вăй хума тивнине пĕлетĕп. Вĕсен юр-вар хатĕрлессипе ăна лавккара сутса тăрассипе танлаштарсан чылай нумайрах тăрăшма тивет.
Иван ФЕДОРОВ, пенсионер.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.