- Чăвашла верси
- Русская версия
Сухан вырăнне — сар чечек
Республикăра хĕрÿ тапхăр — çураки — вĕçленчĕ. Тухăç мĕнле пуласси вăрлăха хăçан акнинчен, çанталăкран килет. Ешерсе хăпаракан калча хресчен кăмăлне çĕклет. Тăрăшни харама ан кайтăр çеç. Тухăçа ăçта тата мĕнле вырнаçтарасси çĕр ĕçченне халех шухăшлаттарать.
2000 çула аса илтернĕ
Тăрăшнин усси пулмасан алă усăнать. Патăрьел районĕнчи Туçа ял тăрăхĕнче пурăнакансенчен шухăша яракан хыпар çитрĕ. Вăрлăх сухан акса ÿстерекенсем кăçал пысăк тăкак тÿссе ирттернĕ. Тухăçа унччен пулман хакпа, 5 тенкĕпе, сутнă. Çак хакпа килĕшменнисем, лару-тăру лайăх енне улшăнасса кĕтнисем, пахча çимĕçе ака уйăхĕчченех тытса тăнă. Шанни тÿрре тухман, çĕрме пуçланă сухана кăларса ывăтма тивнĕ.
Ыйтăва çутатмашкăн республикăн кăнтăр районне çитрĕмĕр, çĕр ĕçченĕсемпе тĕл пултăмăр. Çул хĕрринчи уйсенче кукша пуç сап-сарă çурăлса ларнăччĕ. «Хальхи вăрлăх сухан уйĕсем», — уçăмлатрĕç вырăнтисем. Унччен пушă выртакан пĕр лаптăк та пулман.
«Çак культурăна туса илес тĕллевпе халăх çине тăрса ĕçлет. Эпир малашне те ÿстерме хатĕр. Анчах паянхи хак чăрмав кÿрет, — терĕ Туçа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. — Çунтармалли-сĕрмелли материал, техника хакĕсем вĕçĕмсĕр хăпарнă чухне уйрăмах йывăр». Константин Анатольевич кулянса калаçрĕ. Хăй те пиччĕшĕн çемйипе пĕрле 8 гектар лаптăк çинче вăрлăх суханĕ акса ÿстерет. Пĕлтĕрхи тухăçшăн тупăш тăвайманни хăратман вĕсене, кăçал та севок акмалли лаптăка чакарман. «Çакнашкал йывăр лару-тăру 2000 çулта пулнăччĕ. Кăрлач-нарăс уйăхĕсенче пĕр килограмм вăрлăх сухана 40-45 тенкĕпе сутрĕç. Çуркунне вара 5 тенке тăрса юлчĕ», — аса илчĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. Туянаканĕсем – «посредниксем», çимĕçе тепĕр вырăнта хаклăрах сутакансем. Тупăш тăвасшăн халăх ĕçлеме ÿркенмест. Анчах хавхалантараканни сахалрах çав. «Сĕтĕн сутлăх хакĕ чакнăшăн та ÿпкелешеççĕ. Çакă пирĕн рынок ют патшалăхсен типĕтнĕ йÿнĕ сĕчĕпе тулнипе çыхăннине, продукци хакĕ кĕçех çеç ÿсмеллине ăнлантаратăп», — терĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.
«Çывăрса выртмалла мар»
Евгенипе Ольга Катинсем 2000 çултан пуçласа севокпа ĕçлеççĕ. Пахча çимĕç акмалли лаптăка сыхласа хăварнă — 10 гектар çинче вăрлăх сухан ÿсет. «Пĕлтĕр çумăрлă çанталăк тăнăран шăтман пĕр вăрă юлмарĕ. Тухăç питĕ вăйлă пулчĕ», — терĕ Ольга Васильевна. Пысăк тухăç тăвасси çанталăкран кăна мар, правурлăхран та килет. «Мĕн пур япалан хăйĕн вăхăчĕ, çывăрса выртмалла мар. Çуркунне тăпра ăшăнсанах акмалла, им-çамламалли самантра сыхă тăмалла». Катинсем управ вырăнĕ çĕкленĕ. Унта 100 тонна таранах кĕрет. Вăрлăх суханĕпе тупăш тăвакансен ĕç чарăнмасть. Хĕлле управ вырăнĕнче тухăçа суйлаççĕ. Кăрлач уйăхĕнче ăна сутма пуçлаççĕ.
«Туянаканĕсем — çĕршывăмăрăн кăнтăр регионĕнчен çитнĕ усламçăсем. Вĕсем хака палăртаççĕ те», — терĕ кил хуçи арăмĕ. Çулталăк пуçламăшĕнче тухăç сутăнса, вырнаçса пĕтессе пĕлме çук. «Шанчăк сÿнмен-ха, акатпăр. Çĕре пушă вырттарас килмест», — терĕ Ольга Васильевна. Патшалăх вăрлăх туянса тăкакланнине саплаштарать. Хамăр тăрăхра туса илнĕ вăрлăхăн йĕпе-сапана пула пахалăхĕ чакнă. Çавăнпах ют çĕршывран кÿрсе килнине туянма тивнĕ. Пĕр килограмĕ — 1000-1880 тенкĕ таран.
Ял халăхĕ район администрацийĕнчен пулăшу ыйтать. Вăрлăх суханĕ ÿстерекенсемпе ĕçлекен ятарлă комисси йĕркелеме сĕнеççĕ. Вăл çуркунне мĕн чухлĕ акмаллине, сутас умĕн мĕнле хак тытса тăмаллине халăха пĕлтерсен тем пекех аванччĕ. Тупăш курассине карт вăййипе танлаштаракансем те пур. Кăçал маларах сутакансем пĕр килограмм вăрлăх сухана 28-35 тенкĕпе парса янă. Каярах юлнисем, хак хăпарасса кĕтнисем — 5-8 тенкĕпе. Хак чакнинче ял халăхĕн айăпĕ те пур. «Иртен пуçласа каçчен пилĕк аватпăр, тар тăкатпăр, тусан çăтатпăр... Хамăр ĕçе хаклама пĕлместпĕр. Манăнне туянччăр тесе усламçăна йÿнĕпе сĕнекен те тупăнать», — калаçрĕç Туçара пурăнакансем.
Вăтаелĕнче пурăнакан Надежда Кузьмина 40 сотăй вăрлăх суханĕ акса ÿстерет. Çак культурăна колхоз уйĕсенче çитĕнтерме пуçланă вăхăта аса илчĕ хĕрарăм. «Эпир вăл мĕн иккенне те пĕлмен. Сăнав шайĕнче килти пахчара акса пăхаттăмăр. Хальхи пек ăна гектарĕ-гектарĕпе акса ÿстерессине шутлама та пултарайман», — терĕ Вăтаел старости. Ял халăхĕ алă усмасть. Вăрлăх суханĕ пулмасан сĕт парса тупăш тăвас шухăшпа пурăнать. Ĕçлекен çын выçă вилместех.
Тăрăшнин усси пулатех
Чуна ыраттаракан тепĕр ыйту — çамрăксем ялта юлма иккĕленни. Вĕсемсĕр пуласлăха шанма çук. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа ĕç вырăнĕ кирлĕ. Тупăшсăр мĕнле пурăнмалла? Сергей Шайкин Шупашкарта тĕпленнĕ. Канмалли кунсенче вăл яла васкать. 8 гектар лаптăк çинче вăрлăх суханĕ ÿстермешкĕн чылай тар тăкмалла. Арçын ашшĕпе амăшĕ тытса тăракан хуçалăхĕшĕн хыпса çунать. Вăтаелĕнчи Шайкинсен хуçалăхĕнче — 55 гектар. Çав шутра тара илнисем те пур. Канмалли кунсенче Сергей МТЗ е Т-25 трактор кабининчен тухмасть. Ĕçрен хăраманскерсем пуласлăха çутă шанчăкпа тинкереççĕ. «Тăрăшнин усси пулатех», — терĕ Эльвира Кузьминична. Çемйипех çĕр ĕçне парăннăскерсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акаççĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеççĕ. Вĕсен канăç çук. Хĕлĕпех вăрлăх суханĕн управ вырăнне сукмак такăрлатаççĕ. Тухăçа пăхсах тăмалла, шартлама сивĕре шăнасран сыхламалла. Шайкинсем пек ĕçченсем çĕре ахаль вырттармаççĕ, кашни гектарпа тухăçлă усă курасшăн тăрăшаççĕ. Кÿршĕ районсем те — Елчĕксем, Комсомольскисем — вăрлăх суханĕ ÿстерессипе малта пыраççĕ. Хак чакни кулянтарать пулсан та халăх пуç усмасть. Уй-хирте ешерекен пахча çимĕç шанчăк парнелет, вăл тÿрре тухтăрччĕ.
Патăрьел районĕн администрацийĕн экономика, ял хуçалăхĕн, çĕрпе пурлăх ыйтăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Леонид Кузнецов каланă тăрăх, 2017 çулта Патăрьел районĕнче 405 гектар вăрлăх сухан акнă, тухăç 4860 тоннăпа танлашнă. 1 гектартан вăтамран 120 центнер çимĕç пухнă. Кăçал лаптăка ÿстернĕ — 412 гектара çитернĕ. «Ял хуçалăх производителĕсене кашни çул сезон вĕçленсен тата пуçланас умĕн пухатпăр. Канашлура пахча çимĕçĕн тухăçĕпе паллаштаратпăр. Ют çĕршывсенчен вăрлăх суханне мĕн чухлĕ кÿрсе килессине пĕлтеретпĕр. Пирĕн тăрăхра туса илекеннисем мĕнле хакпа сутăнассине палăртатпăр», — ăнлантарчĕ пай пуçлăхĕ. Çав канашлăва Туçасене мĕншĕн чĕнмен-ши? Пысăкрах производительсене кăна мар, ку ыйту вĕсене те кăсăклантарать-çке. Леонид Кузнецов пире «ку пĕлтĕрхи ыйту» терĕ, апла тăк кăçал йĕркеллех пулмалла.
Ольга КАЛИТОВА.
Комментировать