Пĕчĕккисем те футболла юратса выляççĕ

21 Июн, 2018

«Чемпионсен хĕрÿ юратăвĕ пирĕн чĕрере», — çырни куç умне пулчĕ «Лакрей вăрманĕ» паркра. Тăван çĕршыв спортсменĕсемшĕн «чирлени» Тĕнчери футбол чемпионатне халалланă баннертанах паллă. Ара çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕнче шăпах çак ăмăрту уçăлнă-çке! Чемпионат утă уйăхĕн 15-мĕшĕччен пырĕ. «Лакрей вăрманĕнче» вара футболла çĕршывăн пуласлăхĕ вылярĕ. Камсем тетĕр-и? Вĕсем — шкул çулне çитменнисем, ача садне çÿрекенсем. Апла пулин те чăн-чăн мини-футболла выляма пĕлеççĕ шăпăрлансем.

Уйăх маларах
Шупашкарти ача сачĕсен хуш¬шинче уйăхĕпех футбол ăмăр¬тăвсем иртнĕ. Çу уйăхĕн 11-мĕшĕнчен пуçласа пурĕ 112 команда пĕр-пĕрин хушшинче вылянă. Тĕрлĕ садикĕн спорт лаптăкĕнчен кашни кунах гол! тесе кăшкăрни илтĕннĕ. Унччен воспитательсем, физкультура вĕрентекенĕсем çулталăк тăршшĕпе командăсен ăсталăхне туптанă. Ашшĕ-амăшĕ тĕп¬ренчĕкĕсене хаваспах футболла выляттарма килĕшнĕ. Чи хастаррисене суйласа вара команда йĕркеленĕ. Тапхăр хыççăн тапхăр иртнĕ. Финала 4 команда тухнă.

Спорт вăй парать
Мероприятие Шупашкар хула администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Наталия Маслова уçрĕ. Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕсем Владимир Андреев тата Валентина Егорова /вăл Олимп вăййисен чемпионĕ те/ салам сăмахĕсем каласа хутшăнакансене хавхалантарчĕç.
112-мĕш ача садĕнчи «Азамат» тата «Асамат кĕперĕ», 166-мĕш ача садĕнчи «Армада» тата 141-мĕш ача садĕнчи «Пилеш» командăсем — финала тухма тивĕçнисем. Анчах та мечĕклĕ кубок 3 кăна! Хăш команда çĕнсе илĕ-ши вĕсене? Тăваттăмĕшĕ, футболистли, хăшĕн аллине çакланĕ-ши? Çавна палăртмашкăн ачасем финалта шăл çыртса тупăшрĕç. Мечĕк хыççăн чупнă чухне пĕр-пĕрне чышса ыраттарни, шуса ÿкни, куççуль юхни, гол кĕртсен пĕрисем ур-ра! кăшкăрни, теприсем вара кулянни — веçех черетленсе пычĕ. Аманнисен вырăнне саппасри вăйăçă тухни çĕнĕ сывлăш кĕртет. «Чирлекенсем» командăсене тĕрлĕ майпа хавхалантараççĕ: ташлаççĕ, кăшкăртаççĕ, шăхăраççĕ, юрлаç¬çĕ. Спорт вăййи вăй парать. Ачасем çав тери шухă та маттур. Ахаль тăракан никам та çук. Акă 93-мĕш садикрен килнисем — «Армадăшăн»: «Пирĕн ача сачĕн команди «Туслă ачасем» ятлă. Эпир чĕрĕк финала çеç тухрăмăр. Апла пулин те кулянмастпăр. Калинин районĕпе шута илсен 3-мĕш вырăн йышăнтăмăр». «Эпир «Пилеш» командăшăн «чирлетпĕр». Кăшкăратпăр, шăхăратпăр. Сас пĕтесрен те хăрамастпăр», — терĕç 88-мĕш ача садне çÿрекенсем. «Лакрей вăрманĕ» паркри стадион паян ачасене, ашшĕ-амăшне, воспитательсене пухнă. Унсăр пуçне студентсем те пур. Оксана Николаева Н.В.Никольский ячĕллĕ професси колледжĕнче вĕренет. «122-мĕш ача садĕнче практика иртет пирĕн. Ачасем тĕрлĕ енлĕ аталанаççĕ. Спортпа туслă пулни савăнтарать. Эпир — «чирлекенсем». Çакăн йышши пысăк мероприятисене çÿреме яланах хавас», — пĕлтерчĕ воспитатель профессине алла илме хатĕрленекен пике. Çĕнтерÿшĕн тупăшакансен çумĕнчех ытти садик команди те футболла вылярĕ. Хаваслă-çке! «Труд» стадионта вырăнĕ те çителĕклĕ.

Ç.нтер\ патне
Ăмăртăва 111-мĕш ача садĕн¬че музыка ертÿçинче вăй хуракан Светлана Сергеева тата 184-мĕш ача садĕнчи физкультура вĕрентекенĕ Артур Николаев ертсе пычĕç. Хĕрÿ вăйăра 1-мĕш вырăна «Азамат» команда тухрĕ. 2-мĕшне — «Армада», 3-мĕшне «Пилеш» йышăнчĕç. «Çĕнтерÿ патне талпăннăшăн» номинацие «Асамат кĕперĕ» тивĕçрĕ.
«Эпир паян «Пилеш» тата «Армада» командăсемпе вылярăмăр. Çĕнтертĕмĕр, ур-ра! Эпĕ савăнатăп. Маншăн атте-анне те хĕпĕртет», — савăк кăмăлпа калаçрĕ 112-мĕш ача садне çÿрекен Максим Санчугов. «Армада» командăн хапхаçи Сергей Иванов 2-мĕш вырăна тухнишĕн пачах та кулянман: «Эпĕ çакăн пек йышпа вылянăшăн кăмăллă. Паян çĕнтереймесен, ыран мала тухатпăрах». «Хирĕç вылякан командăран мечĕке икĕ хут туртса илтĕм», — йăл куллине пытараймарĕ 166-мĕш ача садĕнчи Рома Михайлов.
Çĕнтерÿçĕ командăн ăсталăхне Азамат Николаев туптать. Кашни эрнере икшер заняти ирттерет. Футбол секцине кăмăл тăвакансем çÿреççĕ. «Малтанласа ачасемпе йывăртарахчĕ. Шкул çулне çитменнисем ыттисемпе танлаштарсан — пачах урăхла категори. Вĕсене вĕрентме тĕрĕс мел пĕлмелле. Паянхи тупăшăва çăмăл тесе калаймастăп. Çĕнтерÿçĕсем пବ¬ян лайăхрах та выляма пултарнă. Паллах, малти вырăна тухса савăнтарчĕç. Малашнехи плансем пысăк. Тен, эпĕ вĕрентнĕ ачасем спортсменсем пулайĕç?» — шухăшĕпе пайланчĕ Азамат Юрьевич.
Валентина ФЕДОРОВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.