«Тĕнче пĕтесрен хăратăп...»

14 Июн, 2018

Чăваш эстрада тÿпинче çунатне сарса вĕçекен Олег КĂЙКĂР сцена çинчен çухалнине куракан асăрхарĕ ĕнтĕ. Ан пăшăрханăр: вăл чĕрĕ-сывах, тар юхтарса ĕçлет, çĕнĕ юрăсем хайлать. Олег та, чылай чăваш пекех, хăйĕн телейне Мускавра шыраса пăхма шухăш тытнă. Çак кунсенче юрăç Шупашкара килнипе усă курса ăна хамăн тĕпеле йыхравларăм.

— Мускавра пурнăçĕ интереслĕрех, аталанма майсем нумайрах пек туйăнать. Çавах чунунти чăвашлăх сана пĕрмаях тăван тăрăха çавăрса килет. Хальхинче шĕкĕр хуламăра мĕнлерех сăлтавпа килтĕн?
— Кĕтмен-туман хурлăх... Чăваш халăхĕн маттур ывăлне Иван Христофорова юлашки çула ăсатма килтĕм. Машина тытсах. Пулать вĕт çавнашкал, водителĕ те чăвашах пулчĕ, çул укçи те илмерĕ. Çул тăршшĕпе Иван Иванович юррисене итлесе пытăмăр, чăваш юрă тĕнчи пысăк çухату чăтса ирттерни пирки калаçрăмăр. «Чăваш халăхĕн юррисене упрамалла, пирĕн чуна сăнарлакан кĕвĕсене ан вырăслат», — тетчĕ мана час-часах. Пирĕн юрăсем ют халăх кĕввипе тулни ăна килĕшместчĕ. Телефонпа тăтăшах çыхăнаттăмăр. «Эсĕ хăçан та пулсан Чăваш Ене таврăнатăн-и? Е сана «Шупашкара кил» юррупа чĕнес-и?» — терĕ пĕррехинче. Шÿтлеме маçтăрччĕ çав вăл.
Тĕрĕсех, унăн юррисем пирĕн халăх асĕнчен тухмĕç.
— «Олег, эс унта Мускавра чăваш юррисене шăрантаратăн-и?» — тени халĕ те хăлхарах. «Паллах, Ваня тете, юрлатăп», — теттĕм. Ара, Мускава çур Чăваш Ен куçса пычĕ мар-и? Кашни уйăхрах тĕл пулусем ирттеретпĕр. Кунта тахçан килсе тарăн тымар янă чăвашсем те уява хаваспах килеççĕ. Ĕлĕкхи халăх юррисене ушкăнпа шăрантараççĕ. Пĕр кинемей манран: «Эп юратнă Виталий Гордеев пурăнать-ши? Ун юррисем питĕ чунлăччĕ», — тесе ыйтрĕ. Хайхискер Мускавра 60 çул пурăнсан та чунĕпе — тăван тăрăхĕнчех. Мускавра тĕпленнĕ чăваш юрăçисем юрă çырма ыйтсан: «Эс чăвашла кĕвĕлеме манман-и-ха?» — тесе кăсăкланаççĕ. Епле манăн? Эпĕ чун хĕлĕхĕсемпе чăвашлăхпа ĕмĕрлĕх çыхăннă вĕт. Тăван кĕтесшĕн питĕ тунсăхлатăп. Аякра пĕрле юрă «çуратнă» сăвăç- юрăçсемпе ирттернĕ телейлĕ самантсене аса илсе çунатланатăп.
Кур-ха, санăн пуçна та кĕмĕл витесшĕн: 60 çулалла çывхаратăн. Çулсем хăйĕннех тăваççĕ çав, тăван тăрăха килсе вăй-хăват пухса çĕнĕ туйăмсемпе хавхаланатăн пуль-ха.
— Хăть ăçта тымар ярсан та эпĕ юрă-кĕвĕсĕр пурăнаймастăп. Эпĕ профессионал музыкçă вĕт! Хулара музыка шкулĕнче эстрада тата джаз уйрăмĕнче ачасене вĕрентетĕп. Шкулта эстрада оркестрĕпе джаз ансамблĕ йĕркелерĕм. 11-15 çулсенчи ачасемпе çамрăксем ман патра саксофон, флейта, труба, тромбон, ксилофон, параппан калама-çапма вĕренеççĕ. Çак инструментсене Шупашкарти музыка училищинче симфони оркестрĕн дирижерĕн специальноçне вĕреннĕ чухне алла илтĕм.
Эсĕ тăван ачусене те хăв çулупах уттартăн!
— Икĕ çемье çавăртăм. Эпĕ пуян атте! Пĕринче — икĕ хĕрпе ывăл, тепринче пĕр хĕр çитĕнчĕ. Асли Елена — пианист. Ухта хулинче пурăннă чух музыка шкулĕнче ăс пухрĕ. Кайран Шупашкара куçса килсен музыка училищинче дирижерпа хор уйрăмĕнче пĕлĕвне тарăнлатрĕ, Мускавра ĕçлет. Светлана вара М.Яклашкин ертсе пыракан оркестрта сĕрме купăс калать. Эпĕ, пĕр шутласан, чăн-чăн арçын! Мăшăра ывăл çураттартăм. Манăн аттене хисеплесе Василий ят патăмăр. Кăçал 32 çул тултарать. Анлă тавра курăмлă ÿсрĕ. Музыкăпа, спортпа, сăн ÿкерессипе кăсăкланать. Музыка шкулĕнче вĕренчĕ. Шупашкарти олимп резервĕн училищинче хоккей тренерне вĕренчĕ. НХЛ клубра пулас хоккеистсене хатĕрлет. Кунсăр пуçне МАДИре юлашки курсра ăс пухать. Авланнă. Мăшăрĕпе Маринăпа иккĕшĕ — Шупашкарти çĕвĕ фабрикин ертÿçисем. Кунта илемлĕ пикесем конкурссем валли чаплă кĕпе-тум çĕлеттереççĕ. Чи кĕçĕнни, чи пылакки — Агата, Раиса Сарпи калашле — Ахахпи, кĕркунне 6-мĕш класа каять. Унăн дневникĕнче «пиллĕк» паллăсем çеç, вăл — тĕрлĕ шайри конкурссен çĕнтерÿçи. Музыкăпа тата ÿкерессипе кăсăкланать. Муркаш районĕнчи Ваçкассинче кукамăшĕпе Лариса Нестеровнăпа пурăнать. Шкулта тивĕçлĕ канăва тухнă кукамăшĕ ăна хăйĕнчен уйăрасшăн пулмарĕ. Пускилĕпе Олег Прокопьевпа час-час хутшăннăран журналист пулма ĕмĕтленет. Мĕн тăвас? Пурнăç пурăнасси уй урлă каçасси мар çав. Агатăна эпĕ Мускавран ирхине шăнкăравласа ырă кун сунатăп, вăл вара мана каçпа Чăваш Енрен шăнкăравласа ырă каç сунать. Ачасем пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл хутшăннишĕн савăнмалли çеç юлать. Питĕ нумай ĕçлетĕп. Çĕнĕ юррăмсем вара тĕрлĕ лару- тăрура çуралаççĕ.
— Шăп та лăп 10 çул каялла çывăх çыннусем патне хăрушă инкек пырса шаккарĕ. Аçупа аннÿ тĕлĕк тĕлленĕ вăхăтра ăнсăртран тухнă вут-çулăм килĕр-çуртăра тĕпĕ-йĕрĕпе çунтарса ячĕ.
— Çемьере пиллĕкĕн çитĕнтĕмĕр. Халь ак Вера аппапа çеç тăрса юлтăмăр. Аттепе аннене çеç мар, пĕртăвансене Владимира, Александра та юлашки çула ăсатрăмăр. Аслă пичче Николай эпĕ çураличченех çĕре кĕнĕ. Питĕ йывăр çухатусене епле чăтса ирттертĕм- ши? Халĕ те çакна ăнлансах пĕтерейместĕп-ха. Алла усмалла мар, ĕç çеç чуна лăплантарать, вăхăт сиплет.
Ачалăхри чи кĕтретлĕ самантсене таврăнар-и?
— Атте питĕ ăслăччĕ. Нихçан та пирĕн çине алă çĕклемен. Шÿтлетчĕ: «Телейсĕр, чухăн пурăнас тесен — ан вĕренĕр!» Вăл вăрçă ветеранĕ пулнă. Рокоссовский маршал чаçĕнче связистра çапăçнă. Киле кăкăр тулли наградăпа таврăннă. Вăл манран тĕпкĕч тăвасшăнччĕ. Етĕрнери механизаторсен шкулне вĕренме ярасшăнччĕ. «Мăшăру ĕне сăвакан пултăр», — тетчĕ йăл кулса. Çавах эпĕ музыкăпа интересленнĕрен укçа шеллемесĕр аппаратура илсе пачĕ. 7-мĕш класра чухне ялти клубра ВИА йĕркелерĕм. Билетсене 50 пуспа сутаттăмăр, концерт хыççăн çамрăксем валли дискотека йĕркелеттĕмĕр. Анне тухтăрта вăй хунă. Вăл вара манра тухтăр куратчĕ. Шел, ун ĕмĕтне пурнăçлаймарăм. Çавах та вертебролог профессине алла илтĕмех. Пĕр фирмăра ĕçлесе «Нектар» эстрада ушкăнĕ ертсе пынă чухне вертебролог пÿлĕмне шанса пачĕç. Чирлисен çурăм шăммисене рояль каланă пек пусса тÿрлететтĕм. Халь те хăш-пĕр чăваш эстрада юрăçисене сывалма пулăшатăп. Укçасăрах. Манăн Мускавра пысăках мар 2 пÿлĕмлĕ хваттер тата 6 соткăллă дача пур. Пахчари лĕпĕшсем чикĕ урлă тепĕр дачăна вĕçсе каçсан кÿршĕрен каçару ыйтатăп. /Кулать./ Кÿршĕ мана ăмсанать. «Санăн тăван çĕршыву пур, тăван чĕлхÿ пур», — тет. Эпĕ çак сăмахсене илтсе хĕпĕртетĕп. Вулакан: «Ай-уй, мĕскĕн, мĕн туса пурăнать вăл унта, мĕншĕн тăван яла таврăнмасть», — тесе кулянчĕ пуль-ха. Пурнăç малаллах, тен, таврăнăп та! Çак кунсенче шĕкĕр хуламăрăн кăнтăр районĕнчен çурçĕр хĕвел анăç енне çĕрле çуран киленсе утрăм... Пирĕн хула, халăх, тăван çĕр мĕн тери илемлине туйрăм... «Чăваш пĕтсен, тĕнче пĕтет» каларăш пирки шухăшласа чуна ыраттарса утрăм... Пирĕн хамăрăн юрă-кĕвве, тĕрре, ташша, сăмаха, йăла-йĕркене мĕн пур чун хавалĕпе перекетлемелле. Атту тĕнче пĕтесрен хăратăп эпĕ. /Кулать./
Сана Раççей телекуравĕпе те кăтартаççĕ. Эсĕ Раççей халăхне катлет тума вĕрентнинчен санăн ачусем хырăм тытсах кулнă тетĕн ав.
— «Мосфильмпа» туслашрăм. Тĕрлĕ кăларăма хутшăнатăп. Куншăн укçа та лайăх тÿлеççĕ. «Естественный отбор» кăларăма хатĕрлекен Отар Кушанашвили тус пулса тăчĕ. Манра чăваш юнĕ юхнине аван ăнланса çитрĕ. Ялта çуралнине те пĕлет. Пĕр кăларăмра катлет пĕçерес вăрттăнлăхсене манран тĕпчерĕ. «Епле пĕлместĕп, пирĕн патра чĕлхе çăтса ямалла тутлă катлет янтăлама пĕлмен чăваш çук тетĕп хайхискере. Чăваш выльăх-чĕрлĕх ÿстерес тĕлĕшпе пит маттур-çке. Катлет вăл йывăç çинче ÿсмест, ăна тар юхтарса ĕçлесен çеç çиме пулать тетĕп. Сысна, тына, ĕне, вăкăр, чăх, кăвакал, хур ашĕсене пĕрлештермелле те çăмарта, тăвар, сĕт, батон ярса хутăштарса çăрса ăшаламалла тетĕп. Тĕлĕнмелле халăх эпир! Чăваш хĕрарăмĕ выçă пулсан та хăй апатланиччен малтан сарайне тухса ĕне-сурăхне çитерет. Выльăхĕшĕн сĕт-турăх та, çăкăрне те, çĕр улмине те шеллемест, хăй ачине пăхнă пекех апатлантарать. Çавăнпа тутлă та пирĕн катлетсем!
Мускавра эсĕ музыка студийĕ уçнă сăмах-юмах та хăлхана кĕчĕ-ха.
— Ун пекех мар та-ха. ВДНХ çумĕнчи Горький ячĕллĕ киностудийĕн пĕр пÿлĕмĕнче музыка студийĕ пур. Украин, вырăс тата эпĕ, чăваш арĕ, пĕр-пĕринпе ăмăртса çĕнĕ хитсем çыратпăр. Мĕн тăвăн, никам та ĕçлесшĕн мар, пурте юрласшăн! /Кулать./ Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.