Пăта çапакан арçын çук-ши?

14 Июн, 2018

Кинофильмсем пăхма юрататăп. Кăçал Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери кинофестивальте кăтартакан картинăсемпе те май пур таран паллашма тăрăшрăм.

Çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче чăваш режиссерĕн Николай Семеновăн Юрий Скворцов калавĕ тăрăх ÿкернĕ «Амаçури» фильма кăмăлласах пăхрăм. Ун çинчен илтнĕччĕ-ха, сирĕн хаçатра та вуланăччĕ, çавăнпа кинофильмпа хамăн та паллашас килчĕ. Картинăна экран çине кăлариччен режиссера сăмах пачĕç. Кĕрнеклĕ çамрăк çын тăван чĕлхепе калаçнине палăртас килет, ку чуна ăшăтрĕ. Залра халăх тулли-
ехчĕ, ура çинче тăракансем те чылаййăнччĕ. Кĕтни харама каймарĕ: «Амаçури» килĕшрĕ. Арçын ачан шăпи уйрăмах хумхантарчĕ. Ăна мĕнле тупма пĕлнĕши тульккăш? Чăн-чăн артист пекех вылять-çке! Вăл хăй калăплакан сăнарăн пурнăçĕпе пурăнать тейĕн. Пысăк куçĕнче тунсăхпа ырату палăрать. Амаçури амăшĕн рольне епле ĕненмелле кăтартнă тата! Чăн-чăн амаçури ĕнтĕ. Куçĕ сиввĕн йăлтăртатса илнипех çурăм тăрăх сивĕ чупать. Мĕнлерех чееленме пĕлет хăй, арçынни умĕнче — йăпăлти, ачапа — тискер те сивĕ чун. Хĕрарăмсем рольсене епле калăплани килĕшрĕ-ха, арçыннисем кăнттамрах, вĕсен сăнарĕсенче чĕрĕлĕх çителĕксĕр пек туйăнчĕ. Вăт
çав Кашкăр Кули /Юрий Спиридонов/ чăнах та Совет Союзĕнчи Шалти ĕçсен халăх комиссариачĕн хаяр ĕçченне лайăх сăнарларĕ. Ваттисем каласа кăтартнине ас тăватăп-ха, уполномоченнăйсем тăлăх арăмсене çапла пусмăрласа çÿренĕ-мĕн. Фильмра чăн пулнине сăнланă эппин.
Çакна та палăртас килет: чăваш хĕрарăмĕ пилĕкне çыхмасăр çÿремен. Кинори Христина вара кĕпине саппунсăрах тăхăннă. Ку тĕрĕсех мар. Чăваш хĕрарăмĕ кăкăрĕпе хырăмне яланах хÿтĕленĕ, саппун е шÿлкеме çакнă. Кинокадрсене ытла çывăхран ÿкернĕ пек туйăнать е пÿрчĕ çапла пĕчĕк пулнă-ши? Çи-пуçне хываççĕ те сак çине купалаççĕ, пăта çапакан арçын çук-ши çуртра? Вăрçă хыççăнхи вăхăтсенче чечеклĕ вырăн таврашĕ пулман, ун чухне ĕçре палăрнисене те тутăрлăх е саппунлăх кăна пусма валеçнине каланăччĕ апи. Ман шухăшпа, йăрăмлă пусмапа усă курсан вырăнлăрах пулатчĕ. Тутăр ун чухне ахаль, тăваткаллă пусмаран пулнă. Фильмрисем вара ĕçе те капăррине çыхса каяççĕ. Амаçури Ниса Никифоровна тĕрленĕ тутăрпа çÿренине ырламалла. Сĕтел çине лавккара пĕçернĕ тăваткал çăкăр хуни те ĕлĕкхи саманапа килĕшÿллĕ курăнмасть. Çавраки çав вăхăтсене туллинрех кăтартма май памĕччĕ-ши? Ун чухне çăкăра кăшăлта мар,
унаса йывăç кĕреçепе кăмакара пĕçернĕ вĕт-ха. Çамрăксем, паллах, çакна пĕлмесен те пултарнă. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.